Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Йăнтăрчă ял тăрăхĕнче иртнĕ çулхи ĕçсене тишкерчĕç, малашнехи тĕллевсене палăртрĕç

16:57 07 февраля 2020 г.

Нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе Йăнтăрчă ял тăрăхĕнче ĕçлĕ тĕлпулусем иртрĕç. Тĕлпулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, пенси фондчĕн ĕçченĕ Л.Иванова, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн çумĕ И.Семенова,  Тăвай больницин тĕп тухтĕрĕн çумĕ А.Степанов, участокри полици Р.Мустафин хутшнчĕç.

Тĕлпулăва Йăнтăрчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Семенов ертсе пычĕ. А.Семенов иртнĕ çулхи ĕçсене  тишкерчĕ,  малашнехи тĕллевсем пирки каларĕ. Демографи ыйтăвĕ пăшăрхантарнине пĕлтерчĕ. 2019 çулта ял тăрăхĕнче 18 çын пурнăçран уйрăлнă пулсан 3 ача кăна çуралнă. Отчетлă тапхăрта çĕр пайĕсене арендăна парас ĕç малалла  тăсăлнă. Ялсенчи çулсене тивĕçлĕ шайра тытса тăма тăрăшнă, хĕллехи кунсенче çулсене юртан вăхăтра тасатнă, кĕркуннепе çуркунне  çулсем çинче пулнă шăтăк-путăксене якатса тикĕслеме тăрăшнă. Йăнтăрчăри Николаев урамне, Улянкăри Чайка урамне вак чул сарса хытатнă. Ялсене, тавралăха тирпей-илем кĕртессипе субботниксем йĕркеленĕ. Халăха шывпа тивĕçтерес ĕçе тивĕçлĕ шайра йĕркеленĕ,  шăтнă пăрăхсене вăхăтра юсанă.Республика Пуçлӑхĕн вырӑнти пуçарӑва тĕпе хурса общество  инфратытӑмне лайӑхлатмалли проектсене пурнӑçласси çинчен калакан указĕпе килĕшÿллĕн Тенеялĕнчи ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли башнӑна улӑштарнӑ. Кăçалхи çул вĕсем çак программӑпах шыв пăрăхсене улăштарма палăртнă. Йăнтăрчăсем те шыв башнисене çĕнетесшĕн. Иртнĕçул асăннă программӑпа Аслӑ Отечествӑлла вӑрçа хутшӑннӑ паттӑрсене асӑнса   лартнӑ виçĕ палӑка  юсанă.

Çитменлĕхсем те çук мар, паллах. Тенеялсем автобус чарӑнӑвне ял хушшине куçарма ыйтаççĕ. Масар тулса пыни те пӑшӑрхантарать Тенеялсене. Улянкӑсем Чапаев урамне вак чул сарса якатасшĕн.

В.Ванерке  районӑн иртнĕ  çулхи çитĕнĕвĕсемпе кĕскен  паллаштарчĕ, умри тĕллевсене палӑртрĕ.Обществăлла  ĕçре хастаррисене ял администрацийĕ тав хучĕпе хавхалантарчĕ.

Йăнтăрчăри культура çурчĕ çумĕнчи пултарулӑх ушкӑнĕ тата «Тăвай ен» ушкăн ял çыннисене илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Пухăва килнисем ал-ĕç ӑстисен куравĕпе те паллашрĕç.

 

Индырчский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Янтиковского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика