Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Йӑнтӑрчӑ ял тӑрӑхĕнче социаллӑ ыйтусене татса параççĕ

14:11 18 сентября 2019 г.

Республика Пуçлӑхĕн вырӑнти пуçарӑва тĕпе хурса общество  инфратытӑмне лайӑхлатмалли проектсене пурнӑçласси çинчен калакан указĕпе килĕшÿллĕн Йӑнтӑрчӑ ял тӑрӑхĕнче социаллӑ ыйтусене татса параççĕ.

Ял тӑрӑхĕнче Аслӑ Отечествӑлла вӑрçа хутшӑннӑ паттӑрсене асӑнса   лартнӑ виçĕ палӑк вырнаçнӑ. Асӑннӑ проекта тĕпе хурса  кӑçал виçĕ палӑкне те юсама палӑртнӑ. Паянхи кун тĕлне палӑкӑн тĕп пайне тунӑ, умне брусчаткӑран тротуар сарнӑ. Çывӑх вӑхӑтрах ытти ĕçсене те вĕçлесĕш.

Çавӑн пекех йӑлари хытӑ каяш пухмалли  контейнерсем лартма 27 лапам тума тытӑнмалла. Контейнерсене кÿрсе килнĕ те ĕнтĕ, вырӑнĕсене те палӑртнӑ. Çак ĕçсене тума республика бюджетĕнчен 462 пин тенкĕ, район тата  ял тӑрӑхĕн хыснинчен 115 пин тенкĕ ытла каять.

Асӑннӑ проектпа усӑ курса Тенеялĕнчи ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли башнӑна улӑштарнӑ. Проектсене ĕçе кĕртме халӑхран та укçа пухнӑ.

Индырчский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Янтиковского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика