Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пӗр ӗмӗр хыçа хӑварчӗ

10:01 08 января 2019 г.

Ҫак кунсенче Октябрь выççӑлкинче пурӑнакан Мария Павловна Павлова ячӗпе Раççей Президенчӗн Владимир Путинӑн Тав çырӑвӗ килчӗ.

Мария Павловна пӗр ӗмӗр хыçа хӑварчӗ – 100 çул тултарчӗ. Ҫак сумлӑ юбилейпе тыл ветеранне Йӑнтӑрчӑ ял тӑрӑхӗн пуçлӑхӗ Анатолий Семенов тата унӑн çумӗ Алевтина Уськина ӑшшӑн саламласа çирӗп сывлӑх, çывӑх çынсен юратӑвне, тимлӗхне туйса нумай çул пурӑнма ырӑ сунчӗç.

Ҫӑмӑл пулман Марье аппан пурнӑçӗ, шӑпи ӗмӗтленнӗ пек килсе тухман. Ҫемьери йывӑрлӑхсене пула виçӗ çул  кӑна вӗренме тӱр килнӗ. Савӑнса выляса кулас вырӑнне мӗн пӗчӗкренех аслисемпе пӗрле вӑй çитнӗ таран ӗçленӗ, йӑмӑкӗсемпе шӑллӗсене пӑхнӑ. Нушаллӑ пурнӑç ӑна çулӗсене кура мар час çитӗнтернӗ. Ҫемье çавӑрсан та телейӗ нумая пыман, хӑрушӑ вӑрçӑ пуçлансанах мӑшӑрне фронта илсе кайнӑ, 1944 çулта вӑйлӑ çапӑçура вилмеллех аманнӑ. Урӑх çемье çавӑрман Марье аппа.  

Паянхи кун, Мария Павловна Павлова, Октябрь выççӑлкинче пурӑнакан иккӗмӗш сыпӑкри йӑмӗкӗн Елизавета Сергеевнӑн Владимир ывӑлӗпе Татьяна кинӗ, Сергеевсен, çемйин хӱтлӗхӗнче хӑйне лӑпкӑ туять.

Индырчский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Янтиковского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика