09:46 04 октября 2018 г.
Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчипе ваттисен кунне уявлаççĕ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Йăнтăрчă ял тăрăхĕнче те уява чыслӑн паллӑ турӗҫ.
Ял администрацийӗпе культура ӗҫченӗсем ялта пурӑнакан кашни тивӗҫлӗ канӑва тухни патне ятран салам сăмахӗсем ҫитерчӗҫ. Йăнтăрчă ял пуҫлӑхӗ Анатолий Семенов уява уҫса аслӑ ÿсӗмрисене саламларӗ, ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх, çамрăксенчен пысăк тимлĕх, ҫемьере килӗшÿпе ҫураҫу сунчӗ.
Çавра сӗтел хушшинче кашниех чуна пӑшӑрхантаракан ыйтӑва ҫӗклерӗç, авалхи юрӑсене шăрантарчĕç, ҫакӑн евӗр калаҫса ларма, юрласа-ташласа савӑнма май туса панӑшӑн уява йӗркелекенсене чĕререн тав турĕҫ.м
Индырчский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Янтиковского муниципального округа