Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Черетлӗ юбилей

14:21 28 августа 2018 г.

Çурла уйăхӗ Улянкăсемшӗн юбилейсенчен пуян пулчӗ. Вырсарни кун ялти чи хисеплӗ ватă -Елизавета Ивановна Иванова 95 çул тултарчӗ. Çак ятпа ăна саламлама Йăнтăрчă ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Анатолий Семенов, Улянкăри ветерансен совечӗн председателӗ Людмила Михайлова, «Мерчен» фольклор ушкăнӗ килсе  çитрӗç. Елизавета Ивановнăна сумлă юбилейпа саламласа канлӗ ватлăх тата нумай-нумай çул пурăнма сунчӗç.

Елизавета Ивановнăн  пурнăç çулĕ  çăмăл пулман. Вăрçă пуçланнă çулсенче 10 класс вӗренсе пӗтернӗ хӗр ача окоп чавнă. Пĕр вăхăт колхозра бригадирта ĕçленĕ. 1942 çулта Сăхăтпуç ялӗнче ачасене вӗрентме пуçланă. Çав хушăра Канашри педагогика  училищинче  куçăмсăр майпа пӗлÿ илнӗ. Унтан тӗрлӗ шкулсенче мĕн пенсие тухичченех кĕçĕн  классри ачасене вĕрентес ĕçре тăрăшнă. Шкулта ĕçленĕ хушăрах салтаксем валли чăлха-нуски çыхнă.

Вӗренекенӗсем пӗрремӗш учительницăна яланах асра тытаççӗ, саламлаççӗ, килсе çÿреççӗ. Паян та юратнă вӗрентекенне саламлама Йăнтăрчăри пуçламăш классене  вӗрентекен Ирина Егорова килчӗ, ăшă сăмахсем каларӗ. Ялти «Мерчен» фольклор ушкăнӗ юбиляра чуна тивекен юрăсемпе саламларӗ. Елизавета Ивановна савăннипе, хăйне çакăн пек ырă суннипе куçӗсем те шывланчӗç. «Тавах сире,  пире ватăсене, çакăн пек савăнтарнăшăн, манса кайманшăн, хăвăра та пурнăçра телей сунатăп», - тесе тав туса ăсатрӗ Елизавета Ивановна килнӗ хăнасене.

 

Индырчский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Янтиковского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика