Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Роза Васильевнăна юбилей ячӗпе пысăк йышпа саламларӗç

16:32 15 августа 2018 г.

Август уйăхӗн 14 мӗшӗнче Улянкă ялӗнче пурăнакан  Роза Васильевна Владимирова 90 çулхи юбилейне паллă турӗ. Çавра юбилейпа Роза Васильевнăна саламлама тăванӗсем, хăнасем нумай пуçтарăнчӗç. Кинемей Йăнтăрчă ял тăрăхӗн пуçлăхне Анатолий Виталиевич Семенова, Улянкăри ветерансен совечӗн председатӗлне Людмила Петровна Михайлована, «Мерчен» фольклор ушкăнне Людмила Григорьевна Петрована, Елена Аркадьевна Петрушкована, Светлана Геннадьевна Иванована, Алена Ивановна Григорьевана урама тухсах кӗтсе илчӗ. Килнӗ хăнасем Роза Васильевнăна çирӗп сывлăх, нумай-нумай çул пурăнма сунчӗç.

 

Роза Васильевнăн ачалăхӗ Хучель ял çывăхӗнчи кардонра иртнӗ. Тăрмăш шкулӗнче 7 класс таран пӗлÿ илнӗ. Унтан саккăрмӗш класа Енӗш Нăрваша çÿреме пуçланă. Хӗллехи сивӗсенче  Микушка витӗр çÿреме сивӗ пулнă пирки хӗрача  шкулта вӗренме пăрахать. 1947 çулта çемье ялта пурăнма пуçлать. Роза Васильевна колхозра ӗçлеме тытăнать.1953 çулта ял каччипе Владимиров Михаилпа çемье çавăрать, вӗсен икӗ ывăл çуралать. Роза аппа Тăвай район больницинче санитаркăра ӗçлеме пуçлать. Унта ӗçлесех пенсие тухать.  Ӗç стажӗ 46 çул хисеплӗ ветеранăн. ӗçре  типтерлӗ, пуçаруллă, хастар пулнăшăн ветеран  медальне те нумай грамăтăсене те тивӗçнӗ.

Халӗ Роза Васильевна  пӗчченех  пурăнать. Унăн хăйпе пӗртăвансем тата икӗ ывăлӗ çӗре кӗнӗ. Кинӗпе мăнукӗ яла  килсех тăраççӗ, кинемейе пулăшаççӗ.

 

Индырчский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Янтиковского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика