Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Уявсем иртрĕç

00:00 29 сентября 2011 г.

Уявсем иртрĕç

Паян Йăнтăрчă ял тăрăхĕн культура учрежденийĕсенче (Тенеялĕнче, Улянкăра, Йăнтăрчăра) уявсем иртрĕç. Ялти общественность (хĕрарĕмсен совечĕн членĕсем, ĕçпе – вăрçă ветеранĕсен, Раççейри пенсионерсен союзĕн вырăнти ертÿçисем), шкул ачисем аслă ăру çыннисене Ватă çынсен кунĕ ячĕпе саламларĕç.

«… Ывăлăрсемпе мăнукăрсем умĕнче эсир тĕслĕх пулса кăмăл çирăплĕхĕшĕн, хăвачĕшĕн, ырă вĕрентĕвĕршĕн тав тăватпăр; яла, хуçалăха аталантарассишĕн хăвăра хĕрхенмесĕр ырми – канми тăрăшнăшăн сирĕн умăрта пуç таятпăр; çирĕп сывлăх, вăрăм кун – çул, малашлăха шанса пурăнма сунатпăр!» - çак сăмахсемпе саламларĕ хисеплĕ ватăсене И.Хайдукова, Йăнтăрчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

Уяв кĕрекинче концерт программи те, драма кружок членĕсем лартнă спектакль те, ăшă кукăльпа чей те, чуна уçса калаçни те пулчĕ.

Хавхануллă кăмăлпа, ырă шухăшпа, малашлăха шанса уйрăлчĕç тĕл пулуран хисеплĕ те сумлă ватăсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика