Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кĕр пуçтарать, ырлăх – пурлăха хушать

00:00 06 сентября 2011 г.

Кĕр пуçтарать, ырлăх – пурлăха хушать

Уйра çаплах хĕрÿ вăхăт-ха: кам юлашки гектарсем çинчи тĕш тырă культурисене вырса çапать, кам çĕр улми кăларса пухать е кĕр тыррисем акать, кам выльăх апачĕ малалла хатĕрлет, çĕр кăпкалатать…

«Луч» пĕрлешÿллĕ хуçалăхра та уйри ĕçсем малалла пыраççĕ, кĕрхи тĕш тырă культирисене лайăх акса хăварма тăрăшаççĕ. Ку вăхăт тĕлне 120 гектар кĕрхи тулă акнă та ĕнтĕ. Тырă акакан агрегатпа ĕçлеме Сергей Сергеева шаннă, сеяльщикĕ вара – Сергей Николаев.

Каласа хăвармалла: «Луч» пĕрлешÿллĕ хуçалăха Андрей Николаевич Моряков килнĕренпе ĕç – пуç чылай мала кайрĕ, вăхăтра, пахалăхлă акса хăварни те, кайран калчасене пăхса тăни те, вăрлăхпа пĕрле минераллă удобренисем парса, имçамласа акни те – пурте ырă витĕм кÿнĕ ĕнтĕ çурхи тухăçа хушма, вăтамран сĕлĕ тухăçĕ гектартан 44 центнерпа танлашрĕ, урпа вара – 22. Тăрăшуллă ертÿçĕ тивлечĕпе халĕ ял халăхĕ утă – улăмлă тата тырпуллă. Пирĕн хушăмăра пысăк тавра курăмлă, ырă кăмăллă ертÿçĕ - Андрей Николаевич килнишĕн эпир чăннипех савăнатпăр, унра ĕçпе пиçĕхнĕ çынна куратпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика