Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тавралăха тирпей-илем

00:00 11 июля 2011 г.

Тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕç малалла пырать пирĕн тăрăхра. Çак кунсенче Йăнтăрчă ялĕн вăрман çумĕнчи кÿлĕне ялти çамрăксем тасатса тирпейлес шухăшпа пуçтарăнчĕç. Малтанах ÿссе кайнă йывăçсене касса типтерлерĕç, типме купаласа хучĕç. Унтан тракторпа юшкăна тасатрĕç, кÿлĕне çĕнĕрен пĕвелерĕç. Кăçал çумăрĕ те ытларах çăвать тата çăл шывĕсене те кунта юхса кĕме уçса янă, кÿлĕ таса шывпа туласса шанас килет.

«Тепĕр тапхăр: кунта карп пулăсене илсе килсе яма пулĕ, ял халăхĕ вали канмалли вырăн çирĕплетме май килĕ,» - тет çак ĕçĕн пуçаруçи Владимир Николаевич Васильев (Саня Вова). Каласа хăвармалла çак ĕçĕн тăкакне те вăл хăйех саплаштарнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика