Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Салтак ячě

00:00 30 июня 2011 г.

Салтак ячě

   Паян Йăнтăрчă ял тăрăхěн территоринче пурăнса ÿснě, çитěннě çамрăксене салтак ячě тухнă ятпа савăнăçлă лару-тăрура саламланă. Йăнтăрчă ялěнчен Миронов Роман Геннадьевич, Улянкăран Васильев Александр Робертович тата Иванов Александр Николаевич çак сумлă ята тивěçнě.

Салтака каякансене чыслăн ăсатас йăла пирěн халăхăн ěмěртен ěмěре пырать. Алшăллисене патвар яшсене парнеленě май «Çак парне сире тăвансене аса илтерě, йывăр самантра вăй-хал, чăтăмлăх парě, тăван çěршыва хÿтелекен салтакăн тивěçне асра тытма пулăшě», - терě Йăнтăрчă ял тăрăхěн пуçлăхě Ирина Хайдукова.

Паянхи яшсене салтак ячě тухнă ятпа тепěр хут саламлатпăр! Малашне мирлě пурнăç сирěн алăра. Çар тивěçне чыслăн пурнăçлама сунатпăр сире, тăван кил, тăван ял ятне ан ярăр. Чипер, йěркеллě каялла таврăнмалла пултăр сирěн. Эпир вара сире кěтетпěр. Ырă çул пултăр сире!

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика