Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ял уявě иртрě

00:00 12 июня 2011 г.

Ял уявě иртрě
Ěçченрен те ěçчен, тараватлă та сăпайлă Йăнтăрчăсем, Улянкăсем паян ял уявěнче савăнчěç.

Улянкăри Римма Алексеевна Семенована ял хушшинчи пархатарлă ěçсемшěн Йăнтăрчă ял тăрăхěн Хисеп кěнекине кěртни çинчен çирěплетекен свидетельство панă, Улянкăри Людмила Григорьевна Петрована Йăнтăрчă ял тăрăхěн чăн пысăк наградипе -  Хисеп грамотипе чысланă.

50 çул ытла пěрле пурăнса юрату хăватне упраса хăварма пултарнă, черчен туйăма ывăл-хěрне, мăнукěсене парнелесе çемье тěреклěхне ěнентерме хал çитерсе нумай çул юратупа килěшÿре пурăнакан мăшăрсене: Иван Семеновичпа Римма Алесеевна Семеновсене, Иван Ивановичпа Елена Федоровна Ивановсене, Петр Васильевичпа Юлия Васильевна Хайдуковсене ял поселени администрацийěн наградипе чысланă.

Çулсерен вырăнти депутатсен пухăвěн йышăнăвěпе килěшÿллěн «Чи типтерлě кил-çурт», «Чи хитре палисадник», «Чи тěреклě хуçалăх» конкурссем иртеççě. Паянхи уявра çак номинацисенче çěнтернисене чысланă.

Уяв кěрекинче Йăнтăрчăри тата Улянкăри «Чи нумай сěт суса илекен хуçалăх» ята çěнсе илнě – Сергей Юрьевичпа Людмила Ивановна Тихомировсене, Владимир Николаевичпа Галина Степановна Николаевсене парне панă.

Ял уявне килнě çынсем волейбол, футбол вăййисенче, кире пуканě çěклесе, канат туртса, тěрлě эстафетăра хутшăнчěç.

Çавăн пекех ал ěç куравě, суту-илÿ ěçлерě.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика