00:00 23 мая 2011 г.
Ку вăхăт çăкăршăн пыракан кěрешÿпе, ака-суха хěрÿлěхěпе палăрса тăрать. Йăнтăрчă ял тăрăхěн территоринче вырнаçнă «Новый путь» хуçалăхра паянхи куна пурě 251 гектар пěрчěллě тата пăрçа йышши çурхи тěш тырă культурисем акнă. Пěтěмпе вара 250 гектартан кая мар акма палăртнăччě. Тěш тырă культурисенчен чи пысăк лаптăк урпа йышăннă, ăна ку вăхăт тěлне 165 гектар акнă, çурхи тулă – 66 гектар çинче. Пěр çул ÿсекен курăксем хăйсем тепěр 100 гектар йышăнчěç.
Ака ěçěнче яланхи пекех Валерий Андреев, Александр Егоров, Андрей Гурьев, Сергей Сергеев трактористсем маттур пулчěç.