Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аслă Çěнтерěве хатěрленсе

00:00 05 мая 2011 г.

Аслă Çěнтерěве хатěрленсе
Вăрçă ветеранěсемпе тылра ырми-канми ěçленě çынсем умěнче çěре çитиччен пуç таятпăр, мěншěн тесен вěсем, хăрушă вăрçă çулăмě витěр тухса, вăрçă çулěсенче те, ун хыççăн та хăйсене яланах чăн-чăн паттăр пек тытнă, темле йывăр пулсан та чун илемлěхне, ěненěве çухатман, пуç усман, çав-çавах малалла шанчăклăн утнă.

Эпир – паянхи ăрури çынсем – вěсен умăнче парăмра, паттăрла ěçсемшěн вěсене тав тăватпăр, ырлăх-сывлăхпа канлě ватлăх сунатпăр. Вěсен ырă ячě пирěн чěрере ěмěр упранě, пире пархатарлă ěçсем тума, ырă чунлă пулма, тÿсěмлěхе ÿстерме, тăрăшса ěçлеме хавхалантарě.

Паян Тăвай район администрацийěн ěçченěсемпе пěрле Йăнтăрчă ял тăрăхěн территоринче пурăнакан вăрçă ветеранěсене Аслă Çěнтерěвěн саламěсемпе пěрле уяв парнисем патăмăр.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика