Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пěр ял хыпарěсем

00:00 03 мая 2011 г.

Çак кунсенче Улянкă ялěнче Гвардейская, Дружба урамěнче пурăнакансем ырми-канми ěçлерěç, пÿрт умěсенчен, çывăхри çырма-çатрасенчен çÿп-çапа пуçтарчěç. Ěçе пуçараканě Ираида Ивановна Евдокимова пулчě.

Ст.Абу, Комсомольская, Винокурова урамěсенче пурăнакансем те айккине тăрса юлмарěç, таврана тирпей-илем кÿчěç, ял тăрăхěн депутачě, ялти фельдшер пункчěн заведующийě Алёна Ивановна Григорьева çак ěçре ертсе пычě.

Ял старости Людмила Петровна Михайлова ытти урамсенче те тавралăха тасатнине йěркелеме тăрăшрě, çÿп-çапа вăраха ямасăр палăртнă вырăна трактор çине тиесе илсе тухнă.

Аслă Аттелěх вăрçине хутшăннă паттăрсене халалласа лартнă палăк умěнче те хастар ěç пычě çак кунсенче. Светлана Иванова, Людмила Петрова, Светлана Кириллова кунти ěçсемпе тимлерěç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика