00:00 12 апреля 2011 г.
Паян Улянкăри культура çуртěнче Николаев тата Терешкова урамěнче пурăнакан ачасем тупăшрěç. Командăрисем викторинăри ыйтусем çине хуравларěç, сăвăсем хайларěç, ÿкерчěксем ăсталарěç, юрăсемпе савăнтарчěç.
Ял тăрăхěн пуçлăхě И.Хайдукова, клуба пуçтарăннисем викторина лайăх шайра иртнине палăртрěç. Ăна культура çурчěн ертÿçи И.Евдокимова тěрлě хатěрсемпе усă курса кăсăклă ирттерчě.