00:00 05 апреля 2011 г.
Çак кунсенче Улянкă ялěнче пысăк ěç туса ирттертěмěр: Володя Семёнов урамěнчи пěвене тасатрăмăр. Ěçне «СтройТЕК» тулли мар яваплăхлă общество пурнăçларě. Палăртнă ěçе тěплě тума тăрăшрěç, тěрлě техникăпа усă курчěç.
Малалла çак пěве çумěнчех пирс вырнаçтарасшăн.
Çавăн пекех пěве йěри – тавра йывăçсене касса типтерленě çынсене: Иванов Тимофей Ивановича, Владимиров Александр Петровича, Германов Геннадий Анатольевича, Нилов Валентин Анатольевича, Семёнов Александр Витальевича тав тăвас килет!