00:00 13 февраля 2011 г.
«Раççей йěлтěр йěрě» соревнование хутшăнасси традицине кěчě пирěн тăрăхра. Кăçал та нумайăн хутшăнтăмăр çакă уява. Шкул ачисем, çамрăксем, çитěннě çынсем хаваспах тăчěç йěлтěр çигне. 18-39 çулхи çамрăксем хушшинче Марина Германова (Улянкă ялěнчен) 3-мěш вырăн йышăнма пултарчě, хěрарăм ертÿçěсем хушшинче Ирина Хайдукова 2- мěш пулчě.
Сывă пурнăç йěркине тěпе хуни вырăнлă пулнине пěтěмлетрěç физкультурниксем.