Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ял пуласлăхĕ пирĕн алăра

00:00 27 января 2011 г.

Ял пуласлăхĕ  пирĕн алăра

    «Ял пуласлăхĕ  пирĕн алăра» темăпа иртрĕç Йăнтăрчăпа Тенеялĕнче пурăнакан çынсемпе тĕлпулусем. Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Е.Васильев ертсе пыракан ĕçлĕ группа хутшăннă. Уççăн, пĕр – пĕрне шанса хамăр малашлăхшăн тăрăшса, лайăх енĕпе кăна курас тĕллевпе калаçар», - тесе пуçларĕ Юрий Егорович сăмахне. Вăл районăн иртнĕ çулхи çитĕнĕвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ, çитменлĕхĕсене асăнчĕ. Çавăн пекех вěрентÿри, сывлăх сыхлавěнчи, культурăри ытти ĕмĕт – тĕллевсем пирки те манмарĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ., Йăнтăрчă ял тăрăхĕнче чылай енĕпе витĕмлĕрех ĕçленине палăртрě вăл.

Çавăн пекех тěл пулуру ял тăрăхěн пуçлăхě И.Хайдукова, «Луч», «Новый путь» хуçалăх ертÿçисем П.Иванов, Ю.Александров тухса калаçнă, ыйтусем çине хуравланă.

Йăнтăрчăри тата Тенеялĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи художествă пултаруллăх ушкăнĕсем пухăва килнě çынсене юрă-ташăпа савăнтарнă.

Ялти пурнăç чěрěлěхě, ăна тивěçлě шайра тытасси хăйсен тăрăшулăхěнчен те чылай килнине ăнланчěç çынсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика