00:00 27 ноября 2010 г.
Анне… Пурнăçра эпир калакан чи пирвайхи сăмах. Ырлăхпа, ăшă туйăмпа, çутă хĕлхемпе витерĕннĕскер çĕр çинчи кашни пепке чĕлхинче ачашшăн илтĕнет. Йăнтăрчăри библиотека тата культура ĕçчĕнесем ялти ача амăшĕсене уява пуçтарчĕç. Татьяна Егорова, Раиса Воробьева, Алина Михайлова тата Ирина Евдокимова хăйсен ачисемпе тĕрлĕ конкурссенче тупăшрĕç. Конкурссем хушшинче шкул ачисем вĕсене тĕрлĕ интермедисем кăтартса, сăвă каласа, юрă юрласа хавхалантарчĕç. Уяв савăнăçлă та интереслĕ иртрĕ.