ĕçре — ĕçри пек, уявра — уяври пек...

Акатуй — 40

Илемлĕ кĕвĕ янăрать. Ертсе пыраканĕ Тăван çĕршыва, ĕçчен халăха мухтаса сăвă вулать, пурне те уява, пĕрле юрлама, ташлама, савăнма чĕнет.

Çак вăхăтра уçланкăри пĕчĕк сцена çине район пуçлăхĕсем, хуçалăхсен руководителĕсем, ĕçре малта пыракансем, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем, уява килнĕ хăнасем хăпараççĕ.

Акă сцена умне çăкăр-тăварпа Çуркунне тухать. Вăл ирхи шуçăмпа тухса ака-суха ĕçĕсене лайăх пахалăхпа ирттернĕ ĕçчен халăха мухтать, пурне те акатуйне савăнма йыхăрать. Аякран тройкăпа Çулла килни курăнать. +на Çуркунне çăкăр-тăварпа кĕтсе илет те пуринпе те сывпуллашса тройкăпа тухса каять. Çулла пурне те саламласа район администрацийĕн пуçлăхне çăкăр-тăвар парать.

Çав вăхăтра художество пултарулăх коллективĕсем уçланкă йĕри-тавра юрласа-ташласа çаврăнаççĕ, пĕчĕк сцена тавра çурмалла пайланса тăраççĕ. Ташă ушкăнĕ ташлать. Ертсе пыраканĕ çĕршыв-аннемĕре тав туса сăмах каланă май художество пултарулăх коллективĕсем пысăк сцена патнелле анаççĕ.

Сцена çинче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.М. Рубцов сăмах илет, пухăннисене уяв хăнисемпе паллаштарать. Хăйĕн сăмахĕнче районти ĕçсем çинче кĕскен чарăнса тăрать. Политикăри тата экономикăри кăткăс лару-тăру паян пурне те канăçсăрлантарать пулин те, хуçалăхсенчи колхозниксемпе рабочисем хăйсенчен мĕн килнине пурне те тума тăрăшаççĕ.

Çур акинче «Ударник» ОПХ, Ильич ячĕпе, Суворов ячĕпе хисепленекен тата «Свобода» хуçалăхсем ăста ĕçлеме пултарнипе палăрчĕç. Районта çурхи ĕçсене 800 яхăн механизатор хутшăнчĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ пулас тыр-пул тухăçĕ хăйсенчен нумай килнине ăнланса тивĕçĕсене тўрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшрĕç. Пĕр канăç та пулмарĕ вĕсемшĕн. Çур акине кĕске срокра ирттерессишĕн тимлерĕç вĕсем.

Кирек мĕнле ĕçре те ăнăçу ăна йĕркелеме, ертсе пыма пĕлнинчен нумай килет. Хуçалăхсенчи бригадирсем хăйсен тивĕçĕсене тўрĕ кăмăлпа пурнăçлани те çур акинче пысăк пĕлтерĕшлĕ...

Ака-суха ĕçĕсем хыççăн çулленех хуçалăхсенчи калчасене пăхса тухаççĕ. Кăçал «Ударник» ОПХ, Суворов ячĕпе хисепленекен тата «Свобода» хуçа­лăхсен калчисем чи лайăххи пулнине палăртнă. Çур акине пысăк пахалăхпа, вăхăтра ирттерес тĕлĕшпе Муркашри тата Мăн Сĕнтĕрти юсавпа техника предприятийĕсем, «Моргаушскагропромснаб» предприяти, «Моргаушскагропромхимия» пĕрлешў вăй çитнĕ таран пулăшрĕç.

Хăйĕн сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ районти выльăх-чĕрлĕх пăхакансен пилĕк уйăхри ĕç ўсĕмне палăртса хăварчĕ.

Промышленность предприятийĕсемпе йăла ыйтăвĕсене тивĕçтернĕ çĕрте, сывлăха сыхлас, халăха вĕрентес ĕçре, культурăпа çыхăнура, физкультурăпа спорт ĕçĕнче вăй хуракансем те умри тĕллевсене пурнăçлассишĕн сахал мар тăрăшаççĕ.

 

 

 

Кăçалхи задачăсем те пĕчĕк мар районăн, халăх хуçалăхĕн мĕнпур отраслĕсене малалла аталантармалла, йывăрлăхсене çĕнтермелле.

— Районти кашни çын хăйĕн тивĕçĕсене малашне те тўрĕ кăмăлпа пурнăçласса, çапла майпа çынсен пурнăçне лайăхлатасса, район экономикине çирĕплетессе шанас килет, — тесе вĕçлерĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ хăйĕн сăмахне. Пурне те ĕçпе юрă тата спорт уявĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, çирĕп сывлăх, телей, уявра савăнăçлă кăмăл сунчĕ.

Ун хыççăн уява пухăннисене хăнасем саламларĕç. Малашнехи ĕçре ўсĕмсем тума ăнăçусем сунчĕç. Агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ ака чемпионĕсене парнесем пачĕ.

Кун хыççăн уявра кашни хăйĕн интересĕсене тупрĕ. Пĕрисем пысăк сцена патне концерт курма васкарĕç, теприсем волейболла выляма хатĕрленчĕç, виççĕмĕшсем магазинсенчен уйрăлма пултараймарĕç, ача-пăча карусель патĕнче хĕвĕшрĕ.

Акă пĕрлештернĕ хор Г. Лебедев И.Тукташ сăввипе кĕвĕленĕ Чăваш Республикин гимне мăнаçлăн юрласа ярать. Юрă хыççăн юрă шăранать уявра. Коллектив хыççăн коллектив улшăнса тăрать сцена çинче. Пĕрисем, шăп­чăксем пек, юрă шăрантарма пултараççĕ пулсан, теприсем илемлĕ ташшисемпе тĕлĕнтереççĕ. Пурте уява тăрăшсах хатĕрленнĕ, хăйсен пултарулăхне пур енлĕн палăртма тăрăшрĕç.

Хаваслă çепĕç юрăсемпе ташăсем уяв хăтне кĕртрĕç. Репертуар та пуян: чăваш, вырăс, ытти халăх юрри-кĕвви янăрарĕ, нумай халăх ташшисемпе паллашма пултарчĕç куракансем. Чăвашсен çĕр пин юрă пулни те лайăх курăнчĕ паян. Чуна тыткăнлакан, кăмăла çĕклекен илемлĕ юрă-кĕвĕ сахал мар шăранчĕ сцена çинче. Хор коллективĕсем хушшинче москакассисене çитекен пулмарĕ. Турайсем те пултаруллă. Вĕсем иккĕмĕш вырăн, юнкăсем виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç, пурте укçан парнесене тивĕçрĕç. Ташă коллективĕсем хушшинче чи пултаруллисем каллех москакассисем пулчĕç. Юнкăсемпе шетмĕпуçсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.

Уяв программине хĕрарăмсен тата арçынсен ансамблĕсем те пуян­латрĕç.

Хĕрарăмсен ансамблĕсем хушшинче те москакассисене çитекенни пулмарĕ. Мăн Сĕнтĕртен килнĕ ансамбль те япăх мар, вăл иккĕмĕш вырăнта, Шатракасси пикисем виççĕмĕшсем пулчĕç. Шетмĕпуçсемпе тойкилтĕсем, турайсем те маттур.

Арçынсен ансамблĕсенчен кăçал та мăн сĕнтĕрсем чи пултаруллисем пулчĕç. Орининсемпе турайсем те ăста иккен юрлама. Вĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Уйрăм солистсен  юррисене итлени çакăн пек пĕтĕмлетўсем тума май пачĕ. Вĕсенчен чи маттурри Л.Краснова (Турай) пулчĕ. П.Сорокина та хăйĕн уçă сассипе артистран пĕрре те кая мар. П.Ильгечкин (Мăн Сĕнтĕр) шăрантарнă юрă пурин чунне те тыткăнларĕ. Вĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тивĕç пулчĕç.

А.Сорокина (Ярапайкасси), А.Максимов (Уйкас Янасал), Г.Иванов (Чуманкасси) сăвă вулассипе пултаруллă иккен.

Яланхи пекех, çемье ансамблĕсем те хутшăнчĕç уява. Кунта Романовсен (Ярапайкасси), Железновсен (Тойкилтĕ) çемйисен ансамблĕсене асăн­малла.

Пысăк сцена çинче художество пултарулăх коллективĕсем юрланă вăхăтра пĕчĕк сцена çинче Мăн Сĕнтĕртен килнĕ вокалпа инструментсен ансамблĕ çамрăксене эстрада кĕввисемпе савăнтарчĕ. Кашни çимĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ тетпĕр те, çамрăк чух ташлас-юрлас килет çав. Çавăнпа та хаваслă кĕвĕ çеммипе çамрăксем кунĕпех ташласа савăнчĕç.

Спорт вăййисем те сахал мар пулчĕç уявра. Волейбол командисен кĕрешĕвĕ уйрăмах хĕрў иртрĕ. Тăватă команда хутшăнчĕ ăмăртăва. Кăçал чи пултарулли районти шалти ĕçсен пайĕн команди пулчĕ, вĕсене така парса чысларĕç. Иккĕмĕш вырăнта — Ильич ячĕпе хисепленекен колхоз команди. «Хлебороб» колхозран килнĕ волейболистсем виççĕмĕшсем пулчĕç.

Кире пуканĕ çĕклекенсем, турник çинче туртăнакансем çине пăхма та кăмăллă. Ахальтен мар вĕсен йĕри-тавра халăх нумай пуçтарăннă. Хăйсен вăйне виçсе пăхас кăмăллисем чылаййăн пулчĕç.

 

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем те ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче çулленехйышлă. Кăçал та така илессишĕн нумаййăн хăйсен вăйĕсене виçрĕç. Нискассинчи Э.Васильев тĕп парнене çĕнсе илме пултарчĕ.

Кирек мĕнле уявра та шўт, хаваслă кулă хуçаланать. Шăчă тăрăх хăпаракансене сăнама та интереслĕ. Пултарайманни çур çултан каялла шуса анать, маттурри шăчă вĕçне çитсе парнене илсе кăмăлне тултарать.

Михĕсемпе çапăçакансемсĕр пĕр акатуй та иртмест. Кунта пур енлĕ пултарулăх, çаврăнăçулăх, вăй кирлĕ. Хăшĕ хăшне ытларах кўпкесе илме, çĕре персе антарма пултарĕ?

Кун каçала енне сулăннă пулсан та, халăх чылайччен саланмарĕ уçлан­кăран. Илемпе киленни, тус-тăвансемпе тĕл пулса калаçни, спорт вăййисене хутшăнни, карусельпе ярăнни — пурте кăмăла çĕклерĕ уявра.

Çĕнтерў ялавĕ. 1993. Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕ.

 

                        

Назад        Содержание        Вперед