Акатуй—50, посвященный
125-летию
со дня рождения Н.В.Никольского
Сценари
Акатуй ирттермелли уçланкăна илемлетнĕ.
Уçланкă варринче хăпартнă шарсенчен «Акатуй—50
çул» тесе çырни аякранах курăнса тăрать. Уяв
пуçланнине пĕлтерсе фанфара янăрать. Сцена çине ачасен
ташă ушкăнĕ тухса ташлама пуçлать. Уçланкă
варрине те ташă композиципе тухаççĕ. Çак
вăхăтра диктор сасси янăрать.
Ытарайми тăван тавралăх,
Çĕрĕм-шывăм Чăваш ен,
Мухтанать санпа ман халăх,
Эс çуллен тĕрекленен.
Эс çуллен çирĕпленен,
Халăха вăй-хал пиллен.
Мухтанатпăр санпа, Чăваш ен,
Атăлпа эс пĕрле ĕлĕкрен.
Парнелет вăл пире ырлăхне,
Парнелет вăл пире хăватне.
Ертсе
пыракансем сцена çине тухаççĕ.
— Кăмăла çĕклет хĕвел кулли,
Акатуйĕ çитрĕ куç тулли.
Алă хут тухатпăр уява
Хĕрў ĕçсем хыççăн савăнма.
— Муркаш ен, эс хăпартрăн вăйна
Кунсерен уй-хирте тăрăшса.
Çур ĕмĕр ĕçпе мухтанан,
Çур ĕмĕр çынна эс чыслан.
Сцена
çине хĕрпе каччă çăкăр-тăварпа
тухаççĕ, хăнасене кĕтсе илеççĕ. Ертсе пыракансем кĕвĕ çемĕн:
— Эй хаклă та сумлă ентешĕмĕрсем,
Аякран килнĕ хисеплĕ
хăнамăрсем,
Хурăн тăрринчи
хурăнташсем,
Пурсăра та хамăр уява чĕнетпĕр.
— Шур кăпăклă сăра ăсар,
Сар питлĕ хăпарту касар.
Хĕрў ĕç
хыççăн савăнар,
Ĕç çыннине сума
сăвар.
Хăнасем
сцена çинче тăраççĕ. Уçланкăна
алă арçын ача ялавсем йăтса тухаççĕ,
ташă ташлаççĕ.
— Çут тĕнчере мĕн
хаклă, аслă, сывă,
Кампа телей куратăн эс тесен —
Тăван çĕршывăм,
аслă Муркаш енĕ,
Эс хаклă тетĕп эп хĕпĕртесе.
— Эс чаплă тетĕп эпĕ савăнса,
Куçăм тулли илемлĕх ман
умра.
Хирте сип-симĕс курăк та калча,
Чĕремĕрте эс
савăнăç упра.
— Санпа кăна мухтанăп, Муркаш ен,
Çыннусем хăватлă та ĕçчен.
Çĕкленеççĕ
хирте тыр-пулсем,
Саламлатпăр сире, ĕçченсем.
— Чăваш ен, тăван ен,
Ялаву вĕл вĕçет ирĕкре.
Муркаш ен, тăван ен,
Тав тăватпăр сана чĕререн.
«Тăватă пике»
чăваш ташши пуçланать. Москакасси искусство шкулĕн ачисем
ташлаççĕ.
— Хаваслăн хумхан эс, уй-хир,
Кун-çулăн илемĕ санра.
Хастарлă ĕçлетпĕр
эпир
Район хăватне хăпартса.
— Ушкăнпа ăмăртатпăр
хавассăн,
Çут пуласлăх малта
курăнать.
Ăруран ăрăва
халаллатпăр —
Ырă ĕç çеç
çынна чыс тăвать.
Чăваш
ташши хыççăн: «Вальс» (Юнга искусство шкулĕн ачисем
ташлаççĕ), Вырăс
ташши» (Оринино), «Тутарсен ташши» (Москакасси), «Эстрада ташши» (Муркаш),
гимнастсем
(Шупашкар)
тухаççĕ, «Чăваш ташши».
Ташăсем
вĕçленнĕ хыççăн ушкăнсем
пуçтарăнса, тепĕр ташă композицийĕ туса,
уçланкă варрине тăрса шарсем вĕçтерсе
яраççĕ.
— Акатуйĕ кĕр кĕрлет,
Çўлте хĕвел тĕр тĕрлет.
Сапать ылтăн шевлине
Çунат сарнă çĕр
çине.
Пур тавралăх çĕнелет,
Çĕр ĕçченĕ хĕпĕртет
Пĕтĕм чунтан-чĕререн
Çутă ĕмĕт
çитнĕрен.
— Ўс, çĕклен, Муркашăмăр,
Пуянлан, вăйлан.
Юррăмăрпа ташшăмăр
Сан валли ялан.
Композици
вĕçленет. Уявăн официаллă пайĕ пуçланать: ĕç
паттăрĕсене чыслаççĕ.
Кайран аялти сцена
çинче художество пултарулăх ушкăнĕсен смотрĕ иртет, çўлти сцена
çинче —
çамрăксен
эстрада программи.
ТăВАН ХАЛăХШăН
УН ĕÇĕСЕМ
Музыки Юрий
Жуковăн
Сăвви Лидия Туктинан
Купăрля ялĕ
питĕ илемлĕ:
Сар хĕвел
çутатать кантăкран.
Николай Никольскин
чун хавалĕ
Çирĕпленнĕ
кунта ачаран.
Хушса юрламалли:
Тăван
халăхшăн ун ĕçĕсем.
Манас марччĕ
ăна, тăвансем.
Вăл — тĕпчевçĕ,
ăсчах та профессор,
Чăваша
çўлелле çĕклекен.
Нимĕнле
чăрмава парăнмасăр
Малаллах,
çутталлах чĕнекен.
Хушса юрламалли.
Вăл тăван чĕлхене
çунат панă,
Никĕсленĕ
«Хыпар» хаçата.
Кашни
çыншăн çумри юлташ пулнă —
Çут сăнарĕ
паян та асра.
Хушса
юрламалли.