ĕçпе юрă ялан пĕрле

Акатуй — 30

Ешĕл тум тăхăннă Лантăш вăрманĕн уçланки. Хĕвеллĕ ăшă çанталăк. Ирхине тăхăр сехет иртсен капăр тумлă халăх пухăнма пуçларĕ. Колхозсемпе совхозсенчен тулли машинăсем килеççĕ.

Иртнĕ çулхи пекех, кăçал та уяв вăйă картинчен пуçланать. Художество пултарулăх коллективĕсем илемлĕ кĕвĕпе пĕр карта тăрса ташлаççĕ.

Акă шоссе енчен пĕрин хыççăн тепри «Ява» мотоциклсем пырса кĕреççĕ, варринче — виçĕ çăмăл автомашина. Кашнин çинче район çĕнсе илнĕ ялавсем. Вĕсене ĕçре малта пыракансем тытса пыраççĕ...

Пысăк сцена çине район руководителĕсем, колхозсемпе совхозсен, предприятисемпе организацисен ертўçисем, ĕç маякĕсем, хамăрпа ăмăртакан районсенчен, шефа илнĕ предприятисенчен килнĕ хăнасем хăпараççĕ.

Ĕçпе юрă уявне райкомăн пĕрремĕш секретарĕ В.С.Краснов уçать. Вăрман çийĕн Совет Союзĕн гимнĕ янăраса каять.

Халăх депутачĕсен райсовет ĕçтăвкомĕн председателĕ Л.С. Софронов районти ĕç çыннисене уяв ячĕпе саламлать, ĕç итогĕсемпе паллаштарать. Ун хыççăн çур аки паттăрĕсене чысларĕç. Çур аки чемпионне Ф.С.Серафимова, хуçалăхсенче мала тухнисене хаклă парнесем пачĕç.

Сцена çине пĕрлештернĕ хор вырнаçса тăрать. Дирижер алне сулса ярать те, çĕршер сасă пĕрлешсе вăрман çийĕн мăнаçлăн янăраса каять.

 

Çĕр-планета чĕнет пурнăçа юратма,

Тĕнчипе, пур йышпа çирĕп миршĕн тăма.

Пĕрлештернĕ хор хыççăн сцена çине районти культура работникĕсен коллективĕ тухать... Коллектив хыççăн коллектив улшăнчĕ сцена çинче. Пĕринчен тепри пултаруллăрах. Жданов ячĕпе хисепленекен колхозри, Ярапайкассинчи, Шурчари вокалпа инструментсен ансамблĕсем хитре кĕвĕсемпе çамрăксене савăнтарчĕç.

Уявра художество пултарулăх коллективĕсенчен нискассисем мала тухрĕç. «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕн коллективĕ — иккĕмĕш, ярапайкассисем виççĕмĕшсем пулчĕç. Вĕсене Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Çавăн пекех хĕрарăмсен ансамблĕсенчен, уйрăм юрăçсенчен чи пултаруллисем Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.

Уявра спорт вăййисем те чылай пулчĕç. Уйрăмах волейболла вылякансем патĕнче куракансем те йышлă. Кунта пĕрремĕш вырăна МПМК команди, «Хлебороб» колхозпа «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕн командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.

Шăчă çине хăпаракансене, кире пуканĕ йăтакансене, бум çинче михĕпе çапса кĕрешекенсене курма интереслĕ пулчĕ.

Савăнăçлă иртрĕ уяв. Вăл районти ĕç çыннисене малалла татах та тăрăшарах ĕçлеме вăй-хал пачĕ.

                                                 Çĕнтерў ялавĕ. 1983 ç. Çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕ.

 

 

                        

Назад        Содержание       Вперед