ЮнкĂ салинчи туй йĕрки

Свадебный обряд в с. Юнга

Хĕр пăхни. ĕлĕк туй тени яланах хĕр пăхнинчен пуçланнă. Хĕр пăхма евчĕ, каччипе ашшĕ кайнă. Хĕрĕ килĕшсен хăçан çураçма килессине палăрт­са хунă.

Хĕр ĕçни (çураçни). Хĕр ĕçме хĕвел ансан кайнă, хĕвел тухиччен таврăннă. Яланхи йăлапа, çак йышра каччи, каччин ашшĕ, çывăх тăванĕсем, евчĕ пулнă. Амăшĕ çўремен. Çĕн уйăхăн е уйăх пĕтнĕ вăхăтра çураçма юраман. Каччă енчисем мăшăрсăр куçтанаçпа* килнĕ: икĕ çўхў, пĕр тура тата четвĕрт эрех. Четвĕртне пуçласан чи малтан хĕрне сĕннĕ. Хĕр тытса парсан вăл килĕшнине пĕлтернĕ. Ун хыççăн хĕрĕн ашшĕ-амăшне панă. Куç­танаç пуçласан хĕрĕпе каччи (авал хĕр тăванĕсем) хĕр тантăшĕсене, тăванĕсене чĕнсе çаврăннă. Пурте  пуçтарăнсан туя хăш вăхăтра, мĕнлерех ирт­термелли çинчен калаçнă.

Каччă енчисем хĕрсене эрех стаканне укçа ярса панă. Эрехне ĕçнĕ хыççăн укçине хĕрсем илнĕ. Хĕр çураçнă чух юрлани-ташлани пулман.

Хĕр ĕçме килнисене пурне те (каччин амăшĕ валли те, шăллĕ-йăмăкĕсем валли те) парне панă, мăшăрлă куçтанаç, четвĕрт эрех парса янă.

Хĕр енчисем евчĕсем куриччен лав хыçне шăпăр çакса янă. Ку вăл пирĕн ял хĕрĕсем çав яла татах кайччăр тенине пĕлтернĕ.

Хĕвел тухиччен каччă енчисем киле çитнĕ. Кўршĕсене пуçтарса хĕр парса янă эрех-сăрана ĕçнĕ. Çавна вара хĕр сăри тенĕ. Хĕр сăрине ĕçме пыракансене туя хăçан, мĕнле ирттерме палăртнине пĕлтернĕ.

Кăмăлчал. Хĕр çураçсан туя пĕр е виçĕ эрнерен ирттернĕ. Туй пуличченхи каç каччи, ашшĕ тата çывăх тăванĕсем (туй йĕркине лайăх пĕлекеннисем) хĕр килне ыранхи туй пирки (миçе сехетре, миçе çын килесси, мĕнле йĕркепе ирттересси) тĕплĕн калаçса татăлма килнĕ. Кама-кама парне памаллине татăклăн каланă. Ташă-юрă пулман.

Туй. Каччă енчен туй пуçĕ, хăйматлăх, кĕçĕн кĕрўсем уйăрнă. Туй пуçне мăшăрлă çынна, каччăн çывăх тăванне, туй йăлине лайăх пĕлекен çынна суйланă. Хăйматлăх авланман çын та, мăшăрли те пулма пултарнă. Вăл çамрăк çемьене упраканĕ шутланнă. Кĕçĕн кĕрўсем — каччăн авланман çывăх тусĕсем е тăванĕсем. Кĕçĕн кĕрў пулнă каччă авланнă чух çак çĕнĕ мăшăрăн ун туйне каймалла пулнă. Вĕсем ум саппун çакнă, илемлетнĕ карттус тăхăннă, аллине кĕске пушă, лентăпа капăрлатнăскере, тытнă. Туя каччин тăванĕсем, кўршĕсем кайнă. Туй арăмĕсем тырă акмасăр шурă тумпа тухман, хура шупăр е сăхман тăхăннă. Мăй çыххи, аму, ум саппун, кут хыç ленти çакнă. Морккаллă пиçиххи (ик енче те) çыхнă. Пуçа икĕ тутăр çыхнă. Аялтан — пĕчĕк тутăр, унăн икĕ вĕçĕ çиелтен мăй тавра çавăрса çыхнă çўçеллĕ пысăк тутăр айĕнчен курăнса тăнă. Халь виçĕ тутăр çыхаççĕ: пĕчĕк тутăр, çĕршĕн тутăр, ун çийĕн — пурçăн тутăр; çĕршĕн тутăр вĕçĕсене пурçăн тутăр çийĕн çавăрса хураççĕ. Çапла майпа виçĕ хут тутăрĕ те курăнса тăрать.

Туя эрне малтан чĕнсе çўренĕ. Туй кунхине туй арăмĕсемпе каччисене кĕçĕн кĕрўсем тепĕр хут чĕнсе хыпалантарнă. Каччăн аякри тăванĕсем килсе çитсен ваттисене асăнса пичке пуçланă. Пурте пуçтарăнсан хĕр илме каякансене сĕтел хушшине лартнă. Туй чипер ирттĕр тесе пехил панă. Туй тапранса тухиччен каччă килĕнче ик-виç çаврăм туй юрри юрланă.

Чи малтан туй пуçсем тухса кайнă. Вĕсене шур тутăрпа чĕркесе такмак  парса янă. Унта мăшăрсăр шутпа укçа, эрех, çўхўпе тура хунă. Туй пуçĕсем çул тăваткалĕнче, чўк тунă вырăнсенче, вăрман кĕтессинче тĕрлĕрен турăсене парне (икерчĕ, кукăль) парса хăварнă. Туй пуçĕсем хĕр килне çитсен укçа тўлесе хапха уçтарнă.

Ĕçсе кайнă хыççăнах хĕр арча хатĕрлеме пуçланă. Ăна хĕр çумсемпе (халĕ амăшĕпе) пĕрле тултарнă. Малтан укçа хунă. Ку вăл хĕр çемьеленсен пуян пурăнтăр тенине пĕлтернĕ. Хăшĕсем тата укçине кĕпе çанни витĕр хунă. Унтан ытти хатĕрсене чикнĕ. Хĕр хăй туйне валли икерч-кукăль пĕçермен, урай та çуман. Хĕр енчисем те туя йĕркеллĕ ирттермелле пултăр тесе аякри тăванĕсем килсен пичке пуçласа сăра ĕçнĕ.

Хĕре каччă туйĕ çитиччен кўршисем патне пытарнă, анчах хирĕç, е çул урлă каçса пытанма юраман.

Кил картинче тăватă каска çине хăма сарса сак тунă. Варринче сĕтел лартнă. Сĕтел çывăхнерех çăка е хурăн туратти чавса лартнă. Çакна шилĕк тенĕ. Турат çине лентăсем çакса янă. Халь çав шилĕк йывăçĕ айне пĕр кĕленче эрех пытарса хăвараççĕ. ĕлĕк ун пекки пулман.

Каччă енчи туй çул çинче виçĕ хут чарăннă. Ку, тен, çул, вăрман туррисене, çулта-йĕрте сарăмсăр вилнисене асăнни пулнă. Туй арăмĕсем пĕр вĕçĕм юрласа пынă.

Хĕр енчисем туй лавне хапха умне тухса кĕтсе тăнă. Каччăн лав çинчен икĕ урипе харăс пусса анмалла пулнă. Каччăпа ашшĕне, туй пуçне сĕтел хушшине кĕртсе лартнă. Туй арăмĕсем кил картинче юрланă, вĕсем пўрте ытлах кĕмен.

Кĕçĕн кĕрўсем çитсенех хĕр çумсенчен сăра, витре тата алтăр çăлса илнĕ. Укçасăр илме хăтланни те пулнă. Вĕсем сăрине туй ачисемпе арăмсене ĕçтерсе çўренĕ. Хĕрсене шилĕке сĕтĕрнĕ. Енчен те хĕр шилĕке кĕрет — çак туй килнĕ яла качча каять тенĕ. Каччăсем ытларах хĕрсемпе выляма тăрăшнă, вĕсене вăйпах сăра сĕннĕ. ĕçмесен хăш-пĕр кутăн кĕçĕн кĕрў сăрапа сапни те пулнă. Каярахпа кĕçĕн кĕрўсем ташă пуçласа панă. Вĕсем ташă пуçличчен туй арăмĕсем ташламан.

Пулас кĕрĕве пукан çине çытар хурса урра çĕкленĕ, вăл аллине четвĕрт тытнă. Пукан çинчен антарсан четвĕртри эрехе туй халăхне ĕçтерсе çўренĕ. Хĕр çумĕсем шилĕкре каччине кĕпе тăхăнтартнă. Ун хыççăн вĕсем шилĕке апат лартнă. Пуçламан çăкăр хунă. Кĕçĕн кĕрўсенчен пĕри çăкăр сăмсине касса илсе, хĕр çумсем туртса илесрен, хăй кĕсйине чикнĕ. Кашăкне укçа парса илмелле пулнă. Вара виçĕ кашăк апат ăсса туй халăхĕ çине сапнă: «Çичĕ çулхи вăкăрне пусса апат пĕçертĕмĕр, çиме килĕр», — тесе туй халăх­не чĕннĕ.

Хĕре кўршĕрен тупса килсен киле кайма хыпалантарнă. ĕлĕк туй арăмĕсене сĕтел хушшине лартниех пулман, халь вара вĕсене сĕтел хушшине лартса кăларсан тин хĕрпе каччине пиллеме хатĕрленеççĕ. Пирĕн тăрăхра хĕр йĕнине астумаççĕ. Пил парас умĕн хĕрĕн ашшĕ-амăшне, çывăх тăванĕсене сĕтел хушшине лартнă. Парне панă. Хĕрне те хирĕç парне панă. Каччи эрех ĕçтернĕ, хĕрĕ — сăра. ĕçнĕ чух пурте çĕнĕ мăшăра лайăх пурăнма суннă. Парне парса пĕтерсен ашшĕ-амăшĕ ачисене пил панă. Çакăн хыççăн хĕрпе каччăн хăйсен хушшинчен никама та кăларма юраман: çемье арканасран сыхланнă.

Çав вăхăтра хăйматлăх тўшек-çытара çăлса илсе лав çине тухса хунă. Урăх япала тавраш илмен. Хĕрпе каччă пўртрен тухнă чух кĕçĕн кĕрўсем вĕсене виçĕ хут пушăпа çапнă. Лав çине лариччен лавне те виçĕ хут çапнă.

Каччă килне çитиччен туй халăхĕ çул çинче каллех виçĕ хут чарăннă.

Хĕр илме каччă амăшĕ кайман. Вăл çĕнĕ çынсене хапха умĕнче çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Хĕре шур пир çине антарнă. Вăл лав çинчен хăш урапа аннине курма пуçтарăннă халăх хытă пăхнă. Сылтăм урапа пуссан — ывăл, сулахай урапа — хĕр çуралать тенĕ. Хĕр лав çинчен аниччен ул çумĕ хĕрĕн уринчен çăпатана хывасшăн туртнă. Çакна ура тăпăлтарни тенĕ. Хĕр вара ул çумне тутăр панă.

Пулас кинĕн чĕлхи-çăварĕ çепĕç пултăр тесе амăшĕ çăмарта плашки пĕр кашăк хыптарнă. Вак укçапа хут укçа тыттарнă. Вак укçа — çынпа кăмăллă пултăр, хут укçа — пуян пурăнччăр тесе панă. Çĕнĕ çын пўрте кĕрсен тўрех кăмака çине парне хунă, ку кăмака туррине çырлахтарнине пĕлтернĕ.

Хĕр виçĕ ал шăллипе, çăкăрпа, турăшпа килнĕ. Çăкăрне сĕтел çине хунă. Турăшне амăшĕ тур умне лартнă, ал шăллийĕсене пĕрне тур умне, теприне чăлан çумне, виççĕмĕшне куçкĕски çине çакнă. Хĕрпе каччине чăлан çумне лартнă.

Хĕр хыççăн арча леçме хĕр çумсем килнĕ. Каччă енчисем ятарласа вĕсене валли кукăль пĕçернĕ. Çав кукăле хĕр çумсен арча çинче виççĕ касса тăхăр пая пайламалла пулнă. Арчине каччă укçа парса илнĕ, кĕçĕн кĕрўсем çĕклесе кĕнĕ. Арчана ниçта çапăнтармасăр мăшăррăн йăтса кĕмелле пулнă. Ăнсăртран çапăнтарсан çамрăксен пурнăçĕ килĕшўллĕ пулмасса пĕлтернĕ. Çулталăк вырăнтан тапратман.

Çамрăксем сĕтел хушшине ларса ĕçсе-çинĕ те юрласа ташласан хĕр килне хуплу çиме кайнă. Ваттисемпе пĕрле çўремен. Тем вăхăтран хыççăн халăх утарпа (турапа çўхў) килнĕ. Вĕсене кĕрекене лартса хăналанă. Унтан хĕре арăм тума кўрше илсе кайнă, анчах хăй килнĕ еннелле мар. Каччи те пĕрлех пынă. ĕçме-çиме те илнĕ. Хĕре арăм çи-пуçне хĕр тăванĕсем тăхăнтартнă. Пĕччен хĕрарăмăн ăна тумлантарма юраман. Арăм тумне тăхăннă хыççăн çĕнĕ çын сăра ĕçтернĕ. Каччине кĕпе тăхăнтартнă. Питĕ хытă ташланă. Хĕре арăм туса килсен кĕçĕн кĕрў çĕнĕ çыннăн шупăрне хывса, тутăрне салтса илнĕ. Çĕнĕ çын шупăр кĕсйинчен тутăрсем кăларса кĕçĕн кĕрўсене панă. Унтан çамрăк мăшăра шурă яшка çиме лартнă. Яшкине сĕтпе пĕçернĕ, пĕр çăмах çеç янă. Яшка çиме кĕçĕн кĕрўсем хĕр килĕнче çăлнă çăкăр сăмсине, витрене, шупăрпа тутăра хунă. Яшкана пĕрре сыпнă хыççăн виçĕ хутчен çўлелле сапнă. «Çак яшка пек, шураличчен пĕрле пурăнăр», — тенĕ. Яшкари çăмаха çĕнĕ çын кĕçĕн кĕрўсенчен укçа парса илнĕ, кайран ăна арча тĕпне чĕркесе хунă. Çамрăк мăшăра пĕр кашăкпа çитернĕ. Ăна та укçа парса илнĕ. Унтан каччă енчисене сĕтел хушшине лартнă. Вĕсене çĕнĕ çын парне панă. Лайăх пурăнма сунса лешсем те хирĕç парне панă. Каччи эрех ĕçтернĕ, хĕрĕ — сăра. Унтан хĕр тăванĕсене те сĕтел хушшине лартнă. ĕçсе-çисе ташă-юрă пуçланă. Каччă енчисем ташламан, юрламан. Хыççăн килекен халăх яланах шурă тумпа пулнă.

Шыв çулĕ уçни. Шыв çулĕ уçма çĕнĕ мăшăр, тăванĕсем, кўршĕсем кайнă. Шыв туррисене асăнса çăла укçа пăрахнă. Шывне кĕçĕн кĕрўсем ăснă. Çĕнĕ çын тулли витресене виçĕ хутчен урапа тапса тăкса янă. Çăл кутĕнче шывпа вылянă, купăс каласа юрланă, ташланă. Юлашкинчен çĕнĕ çын тулли витресене хулпуççи çинче йăтса таврăннă. Шывне тăкса утсан упăшки ĕçекен пулать тенĕ.

Çамрăксене вырăн кĕçĕн кĕрўсем сарса панă. Тўшек айне вутă пуленки хунă. Ăна каччăн çăлса илмелле пулнă. Хĕрпе каччă ирхине тăрсан вĕсен тўшекĕ айне пăхнă. Пуленкене кăларман пулсан тирпейсĕр, кахал арăм пулассине пĕлтернĕ.

Ĕлĕк туй виçĕ куна пынă. Туйăн иккĕмĕш кунне хуплу ĕçки тенĕ. Каччă енчисем те, хĕр енчисем те хуплупа килнĕ. Пĕр-пĕринпе çывăхрах паллашнă, ташланă.

Туйăн виçĕмĕш кунне пулă ĕçки тенĕ. Пулă апатне çĕнĕ çынна пĕçерттернĕ. Каччă енчисем те, хĕр енчисем те пуçтарăннă. ĕçнĕ, çинĕ, ташланă, юрланă.

Шилĕк сўтни. Хĕр килне шилĕк сўтме çамрăк мăшăр, ашшĕпе амăшĕ, тăванĕсем, кĕçĕн кĕрўсем кайнă. Шилĕке пўрте кĕриччен сўтнĕ. Хăмасене пуртă-мăлатукпа мар, алпа туртса уйăрнă. Хурăнне кăкланă та тирпейлĕ пуç­тарнă. Шилĕк йывăççи çинчи лентăсене илессишĕн хĕр çумсемпе кĕçĕн кĕрўсем тупăшнă. Пўрте кĕрсен ташланă, юрланă. Хальхи вăхăтра шилĕк йывăççине сарай урлă ывăтаççĕ.

Парне пани. Авалхи йăла-йĕрке тăрăх, хĕр качча тухнă чухне те, кайран та тăванĕсене нумай парне панă. Ахальтен мар пуль ваттисем: «Çичĕ кин кĕртекен пуйса кайнă, çичĕ хĕр паракан çука юлнă», — тенĕ. Пĕтĕмпе çичĕ хутчен парне памалла пулнă:

1. Çураçма килсен — каччине, ашшĕ-амăшне, çывăх тăванĕсене.

2. Туй кунне — хăйĕн тата каччин тăванĕсене, пускамăшсемпе пускашшĕсене.

3. Каччă килне илсе пырсан кăмака çине парне хунă, пўрте виçĕ ал шăлли çакнă.

4. Пĕрремĕш хут ĕне сума тухсан ĕне мăйраки çине тутăр çыхнă. «ĕнене тем пулнă. Тухса пăх-ха», — тенĕ хунямăшне çĕн çын.

5. Пĕрремĕш хут мунча кĕме кайсан — хунямăшне аялти кĕпе-йĕм.

6. Пĕрремĕш ачине çуратсан — хăйĕн ашшĕпе амăшне, хуняшшĕпе хунямăшне. «Тав, атте-апи, ывăлăршăн. Пирĕн йыш хушăнчĕ», — тенине пĕлтернĕ.

Ача çуратнă хыççăн çĕнĕ çын теме пăрахнă.

7. Пĕрремĕш хут туя кайнă чух — хунямăшне. Туя кайма хунямăшĕ тăхăнтартнă. Çав ятпа ăна тутăр çыхтарнă.

Малтанхи хут туя хĕвел тухăçне кайнă, туй пăрахма — хĕвел анăçне.

Туй кунне сăнани.

1. Каччă туйĕ хĕр килне çитиччен çумăр çуса иртсен — пуян пуласса.

2. Туй çитсен те çумăр çусан — куççуле.

3. Туй янăрасан — лайăх мар.

4. Туя пĕрремĕш кам, мĕнле çын килет, туй çавăн пек иртет.

5. Туй лавĕсем çул çинче çĕмĕрĕлсен — пурнăç япăх пулать.

6. Туй кукăлĕ çуркаланса пиçсен — япăх пурнăçа.

7. Лав çинчен анакан каччă ик урапа харăс ансан — юратса илет.

8. Хĕр лав çинчен сылтăм урапа анать — пĕрремĕш ача ывăл, сулахай­па — хĕр пулать.

9. Хĕрпе каччă хушшинчен çын тухсан çемье арканать.

10. Алăкран кĕнĕ чух кам малтан пусать, çав çемьере хуçа пулать.

11. Туйра сăра пĕтсен — чухăн пурнасса.

Юнкă сали, Н.В. Шандимирова (1964) çырса панă. 2004 ç.

 

В селе Юнга и окрестностях сватать ходят после захода солнца. В доме невесты первую рюмку сваты подносят ей. Пригубив, невеста выражает согласие.

До восхода солнца сваты возвращаются в дом жениха и, пригласив соседей и родственников, сообщают им о дне свадьбы.

В старину участницы свадьбы в белые одежды до сева не наряжались, одевали черный шупăр или сăхман, а поверх — свадебные украшения.

Первым из свадебного поезда жениха, как и везде, уезжал руководитель, по пути он останавливался на развилках дорог, в местах, где приносились жертвоприношения Киремети.

Свадебный поезд также три раза делал подношения: божествам дороги, леса, поминал трагически погибших на дорогах.

Невеста приданое собирала вместе с подружками. Чтобы жизнь молодой семьи была зажиточной, сначала на дно сундука клали деньги.

Родственники невесты встречали жениха у ворот, внимательно наблюдали, как спустися он с повозки: если ступит сразу на обе ноги — к счастью, считали в народе.

В шилĕк суп на стол ставили подружки невесты. Хлеб (круглый) резал дружка, горбушку брал сам, чтобы потом перепродать молодым. Зачерпнув три ложки супа, выплескивал вверх со словами: «Из семигодовалового быка суп сварили, садитесь кушать».

Когда жених с невестой покидали родительский дом девушки, дружки три раза огревали их плеткой, три раза били по повозке. Таким образом как бы отгоняли зло.

В доме жениха молодых встречала мать. Собравшиеся наблюдали, какой ногой ступит невеста на землю: правой — первенец будет сын, левой — дочь. Ей подносили ложку яичницы, давали деньги: бумажные, чтоб новая семья жила богато; монеты — чтобы молодая была любезна с людьми. В избе невеста в первую очередь клала подарок на печку, задабривала домашнее божество. Одевать молодую водили к соседям в противоположную от той стороны, откуда приехала.

Суп в доме жениха варили молочный, с одной галушкой. Чтобы есть его, дружки давали горбушку, ведро, принесенные из дома невесты шупăр и платок. Дружка опять зачерпывал ложку супа и выплескивал вверх со словами: «Пусть супруги живут дружно, долго, пока не побелеют, как этот суп».

Галушку молодая выкупала у дружков за деньги и хранила в сундуке. Ели супруги одной ложкой.

Сначала за стол сажали сторону жениха, затем — невесты. Только потом начинали веселье. Участники свадебного поезда невесты всегда надевали белые одежды.

Постель молодым стелили дружки, под перину клали полено. Утром смотрели: если полено оставалось на месте — считали, что жена окажется неряхой и ленивицей.

На следующее утро невестка ходила за водой. Если вода по дороге проливалась, полагали: муж будет любитель выпивать.

В старину свадьбу в доме жениха справляли три дня. Второй день назывался хуплу ĕçки — пир хуплу. И сторона невесты, и родственники жениха пекли хуплу и угощали друг друга. А на третий день собирались на так называемый пулă ĕçки. Все ели уху, которую варила молодая.

По старинным обычаям, невеста должна была семь раз одаривать родных жениха: при сватовстве, в день свадьбы, когда первый раз идет за водой в доме свекрови, доит корову, моется в бане, после рождения первого ребенка, когда в первый раз участвует на чужой свадьбе.

Недаром пословица гласит: «С сыном дом наживешь, а с дочкой остатки проживешь».

 

                        

Назад        Содержание       Вперед