Исетерккĕ ялĕнчи туй йĂли-йĕрки

Свадебный обряд в д. Изедеркино

 Янасал тăрăхĕнче Сăрт Мархи ятлă паллă евчĕ пулнă. Вăл кирек кам ашшĕ-амăшне е хĕре каччă майлă çавăрма пултарнă.

Хĕр çураçнă чухне хĕрĕн тăванĕсем хĕршĕн укçа ыйтнă, анчах каччă енчисем те укçана ахаль парасшăн пулман. Хĕр япалине кура вĕсем хулăм укçи тўленĕ. Хĕр калаçма туйччен мăшăрсăр эрнере мăшăрсăр пынă: каччи, каччин ашшĕ тата çывăх тăванĕ (мучăш е урăх çын).

Туйччен пĕр кун малтан кăмăлчана пынă: туй хăш вăхăтра килесси пирки калаçса кайнă. Кăмăлчана пыракана хĕр енчен каллех парне парса янă.

Туй пулас куна ялĕпех кĕтнĕ. Ялти халăх кăна мар, таврари ялсенчен те курма пуçтарăннă. Туй юрри-сассине илтсен алри ĕçĕсене пăрахса туя тытнă ватти те, чĕчĕ çиекен ачине алла йăтнă инки те урама тухнă.

Туй каччисем те ял тăрăх кармани каласа, йыхăрса, шăхăрса туй халăхне пуçтарнă. Ял урамĕсем вăрăм пулсан вĕсем лашапа çўренĕ.

Питĕ нумай лав кўлсе туй халăхĕ çула тухнă. Лашасем сахал çулсенче вăкăрсем кўлни те пулнă.

Чи малтан хĕр патне туй пуçĕ çитнĕ. Вăл юрласа кĕнĕ:

Ай, хăта, ай, хăта,

Уçатни та, уçмасни.

Эпĕр çавах килтĕмĕр,

Эпĕр çавах кĕретпĕр.

Туй пуçĕ кушальпе тата четвĕртпе килнĕ. Кушале мăшăрсăр шутпа кучченеç чикнĕ: икĕ çўхў тата пĕр чăкăт е тăватă çўхў те пĕр чăкăт. Туй пуçĕ хыççăн туй халăхĕ çитнĕ. Туй çитиччен хĕре ампара е кўрше илсе кайса пытарнă. Хĕр çумсем хĕршĕн укçа ыйтнă.

Авланакан каччăна пулăшса пыраканĕ хăйматлăх пулнă. Ăна каччă енчен тунă. Хăйматлăх каччăна — «кĕрў», хĕрне «хĕрĕм» тесе чĕннĕ.

Хăйматлăхăн туйра хĕр тўшеккине те, арчине те укçа парса илмелле, çавăнпа та ăна ыр сунакан, тулăхрах пурăнакан çынна тума тăрăшнă. Вăлах хĕре каччипе пĕрле лартса килнĕ, тўшекне те вăлах сарса панă.

Авланакан каччăн шăллĕсем е тăванĕсен ачисем кĕçĕн кĕрўсем пулнă. Туй хĕрринче вĕсем сăра ĕçтерсе çўренĕ, ташă пуçласа панă. Хĕр çумĕсем кĕçĕн кĕрўсене куçран çухатман, мĕншĕн тесен вĕсем хĕр килĕнчен, йăла тăрăх, мĕн те пулин илсе кайма тăрăшнă.

Çĕн кĕрĕве хĕрĕн йăмăкĕсем кĕпе тăхăнтартнă. Йыснăшĕ уншăн вĕсене тутăр çыхтарнă, ун хыççăн хĕрĕн йăмăкĕсем ташланă. Кĕçĕн кĕрўсенчен пĕри çак вăхăтра çăкăр сăмси касса илнĕ. Кайран ăна çĕн çынсене укçалла сутнă. Лешĕсем вара ăна турăш умĕнче упранă.

Туй халăхĕ ташланă вăхăтра хĕр çумсем хăйсем килĕштернĕ туй арăмĕсен кăкăр умне тĕрленĕ сăмса тутрисем çакса янă, морккаллă кукăльсемпе хăналанă.

Хĕре илсе тухиччен каччипе иккĕшне сĕтел хушшине лартса ăшаланă çăмарта çитернĕ. Çатмари çăмартана пĕтĕмпех çисе ямалла пулнă.

Хĕр тăван килĕнче ал шăлли çакса хăварнă. Ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем хĕре килтен пиллесе ăсатса янă.

Туй пуçĕ маларах кайнă, ăна хăй илсе килнĕ кучченеçсем вырăнне мăшăрлă кучченеçсем парса янă. Ун хыççăн çĕн çынсем çитнĕ. Вĕсене  ашшĕ-амăшĕ çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Кинне çу е пыл хыптарнă: чĕлхи çепĕç пултăр тенĕ.

Çĕнĕ çын çĕнĕ килте ал шăллисем çакнă. Мĕнле, миçе ал шăлли çакнине курма пынă çын питĕ сăнанă. Тĕррине пăхсанах çак кин ялта мĕнле çын пуласси çинчен калаçнă.

Хĕр хыççăнах япаласемпе хĕр çумсем çитнĕ. Хĕр япалине юрла-юрла сутнă.

Тата хĕр тўшекне пўрте кĕртсен çав тўшек çине пĕр-пĕр ачана пăрахнă: арçын ача пулсан ывăл, хĕр ача пулсан хĕр çуралать тенĕ.

Тепĕр кунне каччăсен килне хăта халăх килнĕ. Вĕсем каччисен тăванĕсемпе паллашмалла килрен киле кĕрсе çўренĕ. Кашни килтех çĕн çынсене парне панă.

Тăванĕсем патне кĕрсе пĕтерсен шу çулĕ пуçланă. Çĕн çынна шыв ăсма илсе кайнă. Шывне каччăн тăванĕн ăсмалла пулнă. Уншăн çĕн кин ăна парне панă. Витрисене кĕвентепе йăтса пынă, тăкма юраман. Çав шывпа çĕн çынна яшка пĕçерттернĕ. Шу çулĕ уçнă вăхăтра хăта халăхĕ шывпа сирпĕтмелле вылянă, хĕлле пулсан — юрпа.

Хăта халăх кайнă хыççăн хĕр килне тавăрна халăхĕ кайнă. Тавăрна йĕркине ытларах çу каçсан, кĕрхи ĕçсене пуçтарсан ирттернĕ. Хĕр енчи тăванĕсемпе те каччин тăванĕсене паллаштарса килĕрен киле çўренĕ.

Ĕлĕк тата çакăн пек йăла та туса ирттернĕ. Илен кун çитсен хĕрĕн килне поса сăри татма кайнă.

Кантăр ани çинчен поса суйланă. Татнă посине хĕрне парса янă. Хĕрĕ вара ăна шыва пусарса хунă. Шывран кăларсан типĕтсе тылланă. Йывăç килле пăрахса тўнĕ. Хыççăн шăртпа шăртланă. Пĕрремĕш шăртланине лап рашки валли арланă, тепре шăртланине палчас тенĕ. Вăл вăтамми пулнă. Виççĕмĕш­не стольпи тенĕ. Унтан çирĕп çип тунă, паха пир тĕртнĕ, кĕпесем çĕленĕ. Лапрашкинчен пуртенкке тунă. Палчасран йĕмсем валли пир тĕртсе хатĕрленĕ.

Поса сăри татма ашшĕ-амăшĕ, ывăлĕпе кинĕ, килти тăванĕсем кайнă.

Исетерккĕ ялĕ, А.К. Кузьмина (1925) каласа панинчен. А.И. Белова çырса панă.

В Александровском округе жила известная сваха Сăрт Мархи, которая всегда умела договориться с родителями невесты.

Родители невесты у сватов просили денег. Но сваты не спешили раскошеливаться, сначала оценивали приданое. Чем богаче невеста, тем больше требовали калым.

Свадьбу ждала вся деревня, все старались принимать участие в ней. В те годы, когда в селе оставалось мало лошадей (бывали моры), в повозки запрягали даже быков.

Наиболее понравившимся участницам свадьбы подружки дарили заранее вышитые носовые платки.

При встрече молодых свекровь подносила невесте ложку сливочного масла или меда, чтобы невестка была ласковая, не грубила.

Хăта халăх обходил родственников жениха, затем все отправлялись за водой. Воду зачерпывал родственник жениха, за это молодая дарила ему платок.

Из принесенной воды молодая варила суп.

Еще раньше, когда холсты ткали дома, существовал весьма интересный обычай. В Ильин день молодые,  родители жениха и другие члены семьи ходили в дом невесты зачинать поса сăри — пиво поскони. В поле у родителей невесты выбирали самый лучший сноп конопли и отдавали молодой, в дальнейшем она из него должна была делать холст.

 

                        

Назад        Содержание       Вперед