Çатракасси ялĕнчи туй

Свадьба в д. Сятракасы

Туй киличчен хĕрĕн çемйи тăванĕсене, пускилсене пухса сăра пички пуçлать, кĕçĕн çынсен пурнăçĕ лайăх пултăр тесе Турра кĕлтуса ĕçет.

Туй пуçĕпе каччă ашшĕ хĕр патне килеççĕ. Вĕсем кошилана пуçламан çăкăр, чăкăт чикеççĕ, пичкепе сăра, кĕленчепе эреке илеççĕ.

Кил хуçисем хирĕç тухаççĕ. Туй пуçĕ хăйĕн сăмахне калать, укçалла çытар илет. Каччă ашшĕпе иккĕшне сĕтел хушшине лартса ĕçтереççĕ, çитереççĕ.

Каярах хăйматлăх ашшĕпе амăшĕ тата кĕрў килеççĕ. Качча хирĕç хĕрĕн ашшĕпе амăшĕ çăкăрпа, утиялпа тухаççĕ, утиялне çĕре сарса хураççĕ те, кĕрў ун çине анса тăрать. Пўрте кĕрсен сĕтел хушшине лартса хăналаççĕ.

Туй халăхне хăналама кил хушшине сĕтел лартаççĕ. Сĕтел çумне çăка туратти вырнаçтараççĕ, ун çине Турра парне тесе чăваш хĕрарăмĕн шурă çĕнĕ кĕпине хутлатса çакаççĕ. Çак вырăна шилĕк теççĕ.

Туй халăхĕ килет. Кĕçĕн кĕрў хĕр çумĕсенчен витре, курка, сăра сутăн илет те сăра ĕçтерсе çўрет. Хĕрĕн тăванĕсем те ĕçтерсе, çитерсе çўреççĕ. Унтан çĕн кĕрў, хăйматлăх ашшĕ те ĕçтерме тухаççĕ, унччен вĕсене туй халăхĕ пукан çине лартса урра çĕклет. Кĕрĕве пукан çине çытар хурса лартаççĕ, вăл хĕвел тухăçнелле пăхса эреке сыпать, юлашкине малалла ырă пурнăç пултăр тесе сапать.

Хĕр çумсем малтанах пĕçерсе хатĕрленĕ вĕтĕ кукăльсем çитереççĕ. Кĕрўпе гармониста тĕрленĕ хитре сăмса тутрипе майлаштарса тунă кукăль параççĕ, ытти каччăсене мурккапа, шăрçапа илемлетнисене параççĕ. Хĕр çумсем кĕрў пуканĕ çине хунă çытара илесшĕн, кĕçĕн кĕрўсем хăйсем туртса илесшĕн тупăшаççĕ. Çав вăхăтра туй халăхĕ хĕрсех юрлать, ташлать.

Хĕр çумĕсем качча кĕпе тăхăнтартаççĕ, чăмăр явнă пурçăн пиççи çыхса яраççĕ. Вăл хĕрсене ĕçтерет, пĕрер тутăр парать.

Шыльăкра качча апат çитереççĕ. Ун хыççăн кĕçĕн кĕрў кашăкпа кашăка шаккаса апата йыхăрать. Вăл киле каймаллине пĕлтерет.

Пўртре туй пуçĕпе кĕрĕвĕн ашшĕне  хăналаса ăсатаççĕ. Вĕсем хăйсене лайăх хăналани çинчен пĕлтереççĕ, çăкăр-тăваршăн, эреке-сăрашăн тав тăваççĕ. Ытла каç пулса кайиччен киле çитме васкаççĕ. Вĕсене кунти çăкăра, эрекепе сăрана парса яраççĕ.

Кашти-кашти шур тутри,

Пачис* пекки хитри çук.  

Йĕри-тавра хĕр пулкки,

Пирĕн кин пекки пĕри те çук.

Ой шăллăм Коля пур.

Мĕнле тупма пĕлнĕ-ши?

Ой кинĕм Оля пур,

Мĕнле пулма пĕлнĕ-ши.

Пусми пустав тиеççĕ,

Пусса пăхма юрать-ши?

Сакки сатин тиеççĕ,

Ларса пăхма юрать-ши?

Хĕрĕ майра тиеççĕ,

Чăвашла чĕнме юрать-ши?

Чăвашла чĕнме юрамасан

Эп вырăсла пĕлместĕп.

Ой шăллăм Коля пур,

Хĕр çураçма килчĕ те,

Туйла тумас терĕ те,

Ни туй юрри вĕренмен,

Ни ташшине вĕренмен!

Пăхса тăран çыннисем,

Юрă пĕлмеç ан тейĕр,

Ташши пулмаç ан тейĕр.

Хура пурçăн тутрине

Çыхасах пуль терĕмĕр,

Çўçи çĕрçĕн терĕмĕр.

Çакă ялăн хĕрĕсене

Хура, лутра пулсан та

Илесех пуль терĕмĕр.

Ырă кинех пулĕ-ха.

Хăтин карти сад карти (2 хут),

Сад картинче сар кайăк,

Хамăр тытса каятпăр,

Хамăр сада яратпăр.

Хăш турата ларать-ши,

Мĕнле юрă юрлать-ши,

Çавна итлес теетпĕр.

Ирис хăтлă канфетне (2 хут)

Пĕр хучĕшĕн илместпĕр,

Тутишĕнех илетпĕр.

Çакă ялăн хĕрсене (2 хут)

Пў хитришĕн илместпĕр,

Ăс-пуç лай(ă)хне илетпĕр.

Хур та чĕпĕ кăларать

Шывран шыва çўреме,

Кăвакал чĕпĕ кăларать

Кўлрен кўлле çўреме.

Пирĕн те аки кин кĕртет

Ура канли пулмашкăн,

Кăмака çинче лармашкăн,

Хăяккăн выртса пурнмашкăн.

Пăхса тăран çыннисем

Туйшăн тухнă теççĕ пуль.

Ара çитнĕ ульи* пур,

Пĕве çитнĕ хĕрсем пур,

Ульи валли хĕр пăхма,

Хĕрсем** валли вырн пăхма

Ятарласа килтĕмĕр,

Тавай пăхас,

хĕр пăхас.

Хĕре илсе тухнă самант. Сĕтел хушшине хĕрĕн тăванĕсем лараççĕ. Хăйматлăх ашшĕ çĕнĕ çынсене сĕтел умне илсе пырса тăратать.

Хĕрĕн инкĕшĕ е аппăшĕ сĕтел хушшинчи тăванĕсене юрла-юрла хĕр хатĕрленĕ парнесене парать. Тăванĕсем те çĕн çынсене пил сăмахсем каласа парне е укçа хирĕç параççĕ. Хăйматлăх амăшĕ юрлать.

 

Симĕс шăрçа пирн шăллăм (2 хут),

Каçпа ўксе çухаласран

Кăнтăрла лартса килтĕмĕр.

Сар çу пекех пирн хĕрĕм (2 хут),

Хĕвелпе ирĕлсе каясран

Каçпа лартса каятпăр.

 

Тăхлачи макрать тиеççĕ,

Хăти макрать тиеççĕ,

Макăрмасăр стан чăтас?

Вĕсен çунат хуçăлать.

Пирĕн мĕншĕн макăрас? (2 хут)

Пирĕн çунат хушăнать.

Çапла мар-и, тăвансем?

 

Ват хур ами пирн инки (2 хут).

Ир пулсассăн салатать,

Кăнтăрлапа вылятать,

Каç пулсассăн пуçтарать.

Айтăр, айтăр, ачасем,

Пуçтарăнса кайăпăр.

Пире инки кĕтет пуль,

Кĕте-кĕте ывăнч(ĕ) пуль.

 

Хĕре çĕнĕ шурă тутăрпа чĕркесе çăкăр парса яраççĕ. Ăна каччă килĕнче пĕтĕм халăхпа асăнса çиеççĕ.  Çĕн кине çăкăр сăмсине арчара тирпейлĕ усрама хушаççĕ.

Çĕнĕ çынсем алăран алла тытса (ют çынна хушша кĕртме юрамасть) пўртрен тухаççĕ, вĕсемпе пĕрле хăйматлăхсем урапа çине лараççĕ.

Туй кайнă хыççăн хĕрĕн тăванĕсене кĕрў патне хăнана илсе кайма пĕр каччă юлать. Тăванĕсем хатĕрленсе çитиччен хĕрĕн юлташĕсем (хĕрсемпе каччăсем) тата тепĕр мăшăр (хĕрĕн пиччĕшĕ е аппăшĕ) хĕр япалине леçме каяççĕ. Кĕрў патне çитсен юрлаççĕ, япалисене (хĕр туприне) тўрех памаççĕ.

Нумаййăн килнĕ ан тейĕр (2 хут).

Шăлнĕсемпе йăмăксем,

Акăшсемпе иснăшсем —

Пурте килсе курасшăн.

Хăшне прахса хăварас?

Кайран тата килмешкĕн

Çулне пĕлме килтĕмĕр.

 

Ах, тăхлачи-тăхлачи

Пўрнески пек куклине

Укçа парсан çитерет,

Памасассăн çитермест.

Ăна пĕлнĕ пулсассăн

Шупашкара каяс-мĕн,

Ресторана кĕрес-мĕн,

Тăраниччен çиес-мĕн!

 

Час килмерĕç ан тейĕр (2 хут).

Кĕтсе ывăнтăр пуль ĕнтĕ.

Колхоз машин гаражра,

Гараж уççи шоферта,

Шофер кайнă улаха,

Хĕрĕ пулман килĕнче,

Çавăнпа час килеймерĕмĕр.

 

Кĕрў килĕнче каллех çăкăр-тăварпа кĕтсе илеççĕ. Çĕнĕ çын кунти тăва­нĕсем валли те парне хатĕрленĕ. Парнесене юрла-юрла аппăшĕ е инкĕшĕ валеçет.

Ах, шăллăм, ах, кинĕм,

Кил хушшинче çăка çук.

Çăка пулнă пулсассăн

Кил хушши хăтлă пулатчĕ.

Кĕрекере аçу çук.

Аçу пулнă пулсассăн

Кĕреке хăтлă пулатчĕ,

Ай-ар-аяр-ая-я.

 

Атăл енчен çил вĕрет,

Çĕмĕрт çеçки çыхланать.

Халăх ытла пăхнипе

Чĕлхе-çăварăм çыхланать.

Калас сăмах каланмасть,

Юрлас юррăм юрланмасть.

Пăхса тăран çыннисем

Тытăнчăклă теççĕ пуль.

 

Çатракасси ялĕ, Т.Т. Донскова (1926) çырса панă. 2003 ç.

 

На любой свадьбе гармонист, музыкант — самая почитаемая должность. От него во многом зависит, какой будет свадьба: веселой, надолго запоминающейся. Красота свадьбы напрямую зависит от его таланта. Поэтому за ним ухаживали особо, да и сам он старался вести себя достойно.

Ну и конечно большая роль отводилась участницам свадебного поезда — туй арăмĕсене. В их репертуаре должно быть много песен, к каждому действию свадьбы. Например, в шилĕк у невесты они поют о том, какие трудности встретили на пути в деревню девушки, славят ее, подчеркивают, что она самая красивая, самая лучшая из девушек этой деревни и т. д.

Когда невеста дарит подарки своим родителям, родственникам, воспевают ее трудолюбие, умение, благодарят родителей. При отўезде невесты просят ее поскорее выйти (час тапранса часрах тух), изображают горе родителей, расстающихся со своей дочерью, славят жениха, сумевшего найти такую пригожую невесту.

В песнях также благодарят за угощение, потешаются над собой, что перебрали.

Подружки невесты, когда привозят приданое, восхваляют ее богатство, торгуются за приданое.

В доме жениха, когда молодая дарит подарки родителям и родственникам жениха, от имени невесты благодарят за сына, хвалят подарки ее и т. д.

 

                        

Назад        Содержание       Вперед