Туй халĂхне пиллесе
каланĂ сĂмах
Чипер туй тăвăр. Ăратне ятне ан ярăр, иртсе пыран
çынсене тайлăн пуçăрпа тайăлăр. Куçпа
кĕтсе куç хўрипе ăсатăр. Ăнпа-пуçпа ĕçĕр,
ытла ўсĕр ан çўрĕр. Сывлăхлă пулăр, пил сире. Эпир
пиллетпĕр, Турă та пиллетĕр.
Тав сире, ачасем, туй халăхĕ!
Çĕнĕ мĂшĂра пиллесе
каланĂ сĂмах
Эй, ачамсем! Таса Турă пўрнипе эсир паян авалхи йăлапа
аçу-аннўн аслă кĕреки умне тăтăр.
Эй, ачам, эсĕ аçу вырăнне тăрăн. Эй, хĕрĕм,
эсĕ аннў вырăнне тăрăн. Эпир ватă терĕш
йăлипе ăшă кăмăлпа виçĕнсе çу пек
çемçе, пыл пек тутлă чĕлхемĕрпе, лайăх пилĕмĕрпе,
чăн чунăмăрпа чун тĕрĕспе таса пĕр Турă ячĕпе
мухтаса пиллетпĕр сире.
Пĕчĕкрен пысăк пулаççĕ, пысăкран
ватă пулаççĕ. Çавăн пек эсир те
кăкăр сĕчĕпе ўссе пысăк пулса
мăшăрлантăр. Çавăн пекех сыпăкран сыпăка
хăрахран мăшăр пултăр, мăшăртан туратсем
пулччăр, туратран турат пултăр.
Сире аçу-аннў мĕнле пĕлеççĕ,
çавăн пекех пĕлсе таса пĕр Турă сире сыхлатăр.
Сирĕн туратăрсене те хăвăр епле аçу-аннўне хисеплетĕр,
çавăн пекех таса пĕр Турă хисеплесе пăхса
сыхлатăр. Сире те, вĕсене те уй амăш перекечĕ, йĕтем
амăш перекечĕ, кăмăл амăш перекечĕ, кĕлет
амăш перекечĕ сыхласа усратăр.
Пĕрре вырăнне пин пултăр, илни вырăнне
хушăнтăр. Авалхи йăлапа, ватă терĕш йĕркипе,
çўлти Турă калашле, пирĕн пил сире çитсе пытăр.
Эсир ырра курсан ырă пулăр, усала курсан усал пулăр. Хуйха-суйха
ан пĕлĕр. Усал шухăш пуçра ан тытăр. Парас
парăмран, илсе тăма тулăхран сире ыр ăс-кăмăл
пултăр, юсми пил пултăр, йăнăшми чĕлхе пултăр. Ыр
ят сарăлтăр, усал ят сиртен сирĕлтĕр. Ырă хуçа
пулса хуçа ячĕ мире сарăлтăр.
Ырă япала паракана ырă сунăр, усал япала паракана хаяр
сунăр.
Ватă сăмахне итлесе ырă, тăнлă çын
пулăр. Кун кунлама пултăр, çĕр çĕрлеме
пултăр. Каçхине канлĕх пултăр, ир тăма
çăмăллăх пултăр.
Эпир мĕн вăй çитнĕ таран сире ырă сунса
тасалăхпа пехиллетпĕр. Эсир эпир панă чăн таса пехиле
чăн таса, тўрĕ кăмăлпа хапăл туса илĕр. Тата юлчĕ
пуль, пĕлмесĕр юлчĕ пуль — каçарăр. Мĕн ырри
сире пултăр. Халĕ ĕнтĕ пиртен ирĕк: ташлама-юрлама сирĕн
кăмăл.
Шетмĕпуç ялĕ, А.А. Кушева çырса панă. 2003
ç.