Ярапайкасси тĂрĂхĕнчи туй
юррисем
Чĕмпĕр,
чĕмпĕр чĕн йĕвен
Чĕмпĕр, чĕмпĕр
чĕн йĕвен
Чăнкăртатма лăкасан
Лаша пуçне лекес çок.
Ой кинĕм Çвета пор,
Отман та, чопман та полсассăн
Матви арăм тăвас çок.
Ой-рай-йа-рай-йа-йа,
Ой-рай-йа-рай-йа-йа.
Ах тур çырлах, ку ялсем
Хора пўрт лартса толтарнă.
Ытла хора корнасран
Йăмра лартса
толтарнă.
Ах тур çырлах,
ку ялсем
Хора хĕр лартса
толтарнă.
Ытла хора корнасран
Сар хĕр лартса
толтарнă.
Сĕм-сĕм, сĕм
вăрман,
Сĕм
вăрманта уçланкă.
Уçланкăра
сар чечек
Ни хумханмаç,
чўхенмеç.
Ой кинĕм
Çвета пур,
Ни
макăрмаç, кулянмаç.
Кĕтни
çитрĕ теять поль,
Качча каяп теять
поль.
Сĕм-сĕм, сĕм
вăрман,
Сĕм
вăрманта уçланкă.
Уçланкăра
юр пĕтмен,
Юр айĕнче
пăр пĕтмен.
Çвета
лайăх полсассăн
Хамăр ялта яш пĕтмен.
Матвей лайăх
полсассăн
Ял варринче йĕр
пĕтмеç.
Олттăн олах
лартăмăр
Олттăн олах
лартăмăр,
Олтă
пăчăр пусрăмăр.
Олтă
пăчăр пыршинчен
Чĕн тилхепе
турăмăр.
Чĕн тилхепе
шортлатать,
Хора лаша хортлатать.
Кайсам унтан, хора хĕр,
Хора хĕртен ут
хоять.
Ыр çын йытти
барбоска.
Барбоскăна хĕрхенсе
Пер параппансăр
килтĕмĕр.
Ыр çын хĕрĕ
Маруçка.
Маруçкана хĕрхенсе
Пер арăмсăр
килтĕмĕр,
Ой-яй-яй-а.
Мĕн
пăхатăн, ялтра куç,
Мана курас теятни?
Эп авланни
виç-тăват çол,
Ачи-пăчи
çич-саккăр,
Пĕри те атти
текен çок,
Порте чулпа
переççĕ,
Переççĕ
те тараççĕ,
Ой-яй-яй-а.
Çич-çич-çич
çырма.
Çич
çырма орлă каçрăмăр.
Ни çырли
çок, çеçки çок.
Çакă ялта
хĕр нумай.
Ни сар хĕр
çок, çыр хĕр çок,
Хора хĕр
коçран каймарĕ,
Тапсан отма полмарĕ.
Ой-яй-яй-а.
Хор-кăвакал
ăçта çўрет
Хор-кăвакал
ăçта çўрет,
Хор-кăвакал
ăçта çўрет?
Оличара
çырмара.
Ачаш кинĕм Нина
пор,
Сан хĕр ĕмрў
ăçта иртет,
Сан хĕр ĕмри
ăçта иртет?
Аçу панче кĕрекере
Шор пĕркенчĕк
айĕнче.
Хошка çўрен ут
сайра,
Çўрен пор та
хошка çок.
Сарă та
вăрăм хĕр сайра,
Сарă пор та
вăрăм çок.
Сарă
вăрăм шыраса
Ак
çакăнта килтĕмĕр,
Аран шыраса
топрăмăр,
Ой-яй-яй-а.
Хăтин
çорчĕ вырăсла,
Вырăсла та
сăнчăрла.
Молодецă
шăллăмĕ
Грам сăнчăрлă
полсан та
Уçса та кĕме
полтарчĕ.
Хăтин хĕрĕ
майралла,
Вăрăм,
майралла полсан та
Илсе те килме полтарчĕ.
Пирĕн аки хĕр
чохне
Пирĕн аки хĕр чохне
Хĕрлĕ саппан çакатчĕ,
Хĕпĕртесе çўретчĕ.
Халь çич йота кайрĕ те
Шор саппанне çакать поль.
Шохăшласа çўрет поль.
Мĕн шутласа
çўрет-ши,
Мĕнле пурнас теять поль.
ĕлĕк аки килте чох
Виç витрепе шу йăтатчĕ,
Посма вĕçне кўл тватчĕ.
Хорпа кăвакал ишетчĕç.
Халĕ аки кайрĕ те,
Виç витрепе кам шу йăтĕ,
Хорпа
кăвакал ăçта ишĕç?
Ай-я-рай-я.
Хĕр япали хĕрĕх
пăт.
Пирĕн акин
алă пăт.
Ал тумасăр
полман поль,
Ут тортмасăр
килмен поль.
Тавай, исни, четвĕрт
ларт,
Ай-я-рай-я.
Итакачкасси ялĕ,
С.М. Паргеев пухнă.