Апаш тĂрĂхĕнчи туй юррисем
Çўл ту
çинчи çил армань
Çил тухасса кĕтрĕ
пуль,
Халь чарнасса кĕтет пуль.
Ачаш кинĕм (Нина) пур.
Пер килессе кĕтрĕ пуль,
Халь каясса кĕтет пуль.
Часах илсе каятпăр,
Хамăр кинĕм
тăватпăр.
Чашки-чашки сар мăйăр —
Пăхмалăх та тĕсĕ
пур,
Çимелĕх те тути пур.
Ачаш кинĕм (Нина) пур.
Пур(ă)нмалăх та тăнĕ
пур,
Пăхмалăх та сăнĕ
пур.
Епле пулма пĕлнĕ-ши
Пирн шăллăма
юрăхлă.
Çитĕни, çитĕни
теяса
Çич çул кĕтсе
пурăнса.
Сар(ă)ли, сар(ă)ли теяса
Сакăр çул кĕтсе
пурăнса.
Паянхи кун çитĕнчĕ.
Паянхи кун сарăлчĕ.
Часах илсе каятпăр,
Хамăр кинĕм
тăватпăр.
Кил хушши алăкне
уçăр-ха,
Кил хушшине курасчĕ.
Пахч(а) алăкне
уçăр-ха,
Пир(ĕ)н пахчине курасчĕ.
Пўрт алăкне
уçăр-ха,
Пирĕн кине курасчĕ.
Çын куç умне тухмашкăн
Сăнĕ-пуçĕ мĕнле-ши?
Апи туя кай-кай тет.
Пĕвĕм пĕчĕк терĕм
те,
Хўме умне тăрсам
тет.
Хўме умне тăртăм та
Хăнăхмалла ташларăм.
Сăпаççипах апине
Туйран т(ă)ратса
х(ă)варманшăн.
Хура вăрман варринче,
Хурăн кĕпер айĕнче
Шăнкăртатса шыв юхать.
Мĕнле чăтан ĕçмесĕр?
Çакă ялăн хĕрĕсем
—
Çут шăрçа пек
сăнĕсем,
Хăва вулли пек пĕвĕсем.
Мĕнле чăтан илмесĕр?
Пăхса тăран
çыннисем
Саркаланать теççĕ
пуль.
Шăллăм çине
пăхрăм та —
Садри сарă кайăк пек.
Кинĕм çине
пăхрăм та —
Садри сарă чечек пек.
Ытла пăхма илемлĕ,
Мĕнле пулма пĕлнĕ-ши?
Сарă пурçăн
тутăрне
Çыхма майне пĕлмелле.
Çыхма майне пĕлмесен
Пуç тўпийĕ час
шăтать.
Çичĕ юта тухсассăн
Пурăнма майне пĕлмелле.
Пурăнма майне пĕлмесен
Куçа часах к(ă)вак
тухать.
Çакă ялăн хĕрсене
Виç пар сына кўлес те
Лартса ярас пасара,
Сутса ярас цыгана.
Цыган майри пулччăр-и?
Юмăç
пăхса пур(ă)нччăр-и?
Ой-яй-яй, ой-яй-яй.
Хамăр ялăн хĕрсене
Виç пар лаша кўлес те
Лартса ярас пасара,
Сутса ярас вырăса.
Вырăс майри пулччăр-и?
П(ĕ)ренĕк çисе
пур(ă)нччăр-и?
Ой-яй-яй, ой-яй-яй.
Вĕт-вĕт, вĕт
вăрман,
Вĕт вăрманта
уçланкă.
Уçланкăра тĕмеске.
Т(ĕ)меске çинче сар
кайăк.
Сар кайăкăн çунат
çук,
Çавăнпа вăрман
хăчĕ çук.
Çакă ялта сар хĕр
çук,
Çавăнпа ялăн
хăчĕ çук.
Ах, кинĕм (Нина) пур.
Качча каяс терĕн-и?
Качча кайсан çич ютра
Сăпка çакас терĕн-и?
Çич ют сăпки
сăмсаллă,
Сикмессерен сăхс(а) илет.
Ах, кинĕм (Нина) пур.
Çав хăлхуна кĕрет-и?
Туя каяс теяса
Тур лашине самăртса.
Тул çăнăхпе
пăтратса,
Çырма шывпе шăварса.
Зеркăл витĕр
пăхтарса,
Пуçне ухма вĕрентсе.
Лаши юлчĕ картара,
Машинпала килтĕмĕр.
Ыр çын алăк —
пачалăк,
Çăраççипе,
замокпа.
Вăл замоклă пулсан та
Эпир уçса кĕртĕмĕр.
Хăта хĕрĕ майра пек —
Атăпа та туфлипе.
Ăнах илсе каятпăр,
Хамăр кинĕм
тăватпăр.
Чей-чей, чей чашки,
Те чей ĕçме юратчĕ,
Те пыл çиме юратчĕ.
Ах, кинĕм (Нина) пур.
Те хурлама юратчĕ,
Те мухтама юратчĕ.
Ни хурлас мар, мухтас мар,
Хамăр кинех пулмалла.
Ай, апи, кин килчĕ,
Пукане пек кин килчĕ.
Пустай çĕре анмас тет.
Шур пир çине анап тет.
Шур пир чĕрки йăтса тух,
Шур пир чĕрки сарса пар,
Ой-яй-яй, ой-яй-яй.
Пăхса тăран çыннисем,
Туя каять тетĕр пуль.
Туйшăн пулсан тухас çук.
Ыр улпут пек шăллăм пур.
Ыр улпут пек шăллăмне
Ырă пулма каятпăр.
Улпут майри кин пур тет,
Кин туянма каятпăр.
Ши-и шăхăртăм-шиклентĕм,
Шĕшкĕ хыçне
пытантăм.
Çўле пăхрăм —
мăйăр çук.
Пир(ĕ)н шăллăм та
çавнашкал,
Çумне пăхать —
мăшăр çук.
Мăшăр çукшăн
кулянать.
Мăшăр илме каятпăр,
Ой-яй-яй, ой-яй-яй.
Сарă пурçăн
тутăрне
Сарри сарă пулсан та
Çўçи кĕске терĕмĕр,
Çа(вă)нпа çыхас
мар терĕмĕр.
Хамăр ялăн хĕр(ĕ)сене
Сарри сарă пулсан та
Ăсĕ кĕске терĕмĕр,
Çа(вă)нпа илес мар терĕмĕр.
Хура пурçăн тутăрне
Хури хура пулсан та
Çўçи вăрăм
терĕмĕр.
Çа(вă)нпа çыхас
терĕмĕр.
Çакă Шарпаш хĕр(ĕ)сене
Хури хура пулсан та
Ăсĕ лайăх терĕмĕр,
Çа(вă)нпа илес терĕмĕр.
Молодецă пирн
шăллăм,
Каçпа кайрĕ литрпа,
Ирпе кайрĕ четвĕртпе.
Четвĕрт к(ĕ)ленчи
çаврарах,
Хăтин пуçне
çавăрчĕ.
Пире валли çул уçрĕ.
Шăллăм çăпата
тунă тет.
Тытать тет те пăхать тет,
Пăхать тет те макрать тет.
Ма макăран тесессĕн
Çăпата сулахай
пулнă тет.
Çăпата сулахай пулман
тет,
Илес тени пулман тет.
Сĕлĕ те вĕçкĕн
купине (2 хут)
Çил вĕçтерсе
каясран
Шналăк витсе
хăвартăмăр.
Ачаш хĕрĕм Нина пур,
Хăвах утса пырасран
Туйлах килес терĕмĕр,
Туйпах илсе каятпăр.
Пăхтарас тăк
пăхтарас,
Хамăр куçран
пăхтарас.
Урам хушшинчи халăхне
Кил хушшине пуçтарас.
Кил хушшинчи
халăхне
Шилĕк умне тăратас (2
хут),
Хамăр куçран
пăхтарас.
Китаевски пан улми (2 хут)
Тути-маси пулмасан
Ун хитрипе мĕн тăвас?
Ачаш хĕрĕм Нина пур,
Хăв та лайăх пулмасан
Сан хитрупа мĕн тăвас?
Шупашкара кайрăмăр,
Сехет илсе килтĕмĕр
Кукку-кукку текенне.
Паян туя кайрăмăр,
Кин туянса килтĕмĕр,
Кĕреке умне лартрăмăр
Атти-апи текенне,
Килсен килях текенне.
Пирн кин килчĕ майралла.
Хăй майралла пулсан та
Чĕлхи чăвашла
пултăрччĕ,
Эпир килнине курсассăн
Хирĕç тухма пĕлтĕрччĕ,
Пĕр виç сăмах чĕнтĕрччĕ.
Чуманкасси
ялĕ, Н.А. Дмитриева (1951) пухнă.