ЮнкĂ тĂрĂхĕнчи туй юррисем
Хура вăрман варрипе
Эреке пек шыв юхать.
Кам ĕçмесĕр
чăтмалла?
Çакă Юнкă хĕрĕсен
Шыв юххи пек уттисем,
Çырла шуй пек сăнĕсем.
Кам илмесĕр чăтмалла,
Çапла мар-и, тантăшсем?
Юнкă ялне т(а)ра илсе те,
Т(а)ра илсе те кантăр акса.
Кантăр çинчи пусине
Суйла-суйла татрăмăр.
Çакă Юнкă хĕрсене
Суйла-суйла илтĕмĕр.
Суйланчăкăн юлашки
Шăпи киличчен ан кайччăр.
Плотникăн торпасне
Ста пуçтарса çитерес.
Туй ачисен халапне
Ста итлесе çитерес.
Эх, туй ачи, çуй ачи,
Çа(к) халапа ме калать?
Тепĕр туя килсессĕн
Хирĕç пулсан мĕн калас?
Ой кинĕм, ой кинĕм,
Апу патĕнчи ачашне
Çўп кокрине пăрахса хур.
Хыççăн тухса пырасран
Çине шăпăр тăратса
хур.
Пирĕн пата пырсассăн
Ачашлакан апу çук,
Хĕрхенекен аçу çук.
Хурама хулли тăрринчен
Кайăк тăрса кайсассăн
Хулли юлать хумханса.
Çакăнтан Лена кайсассăн
Кил-çурт юлать пушанса,
Амăш юлать макăрса,
Ашшĕ юлать хурланса.
Ĕлĕк инки калатчĕ,
Ура канлĕх çук тетчĕ.
Акă ĕнтĕ, пăх ĕнтĕ,
Ура канлĕх кин килчĕ.
Кăмака çине лартас тет,
Айне çытар парас тет.
Унта ларма пĕлмесен
Кутран виç хут тапас тет.
Юнкă сали, Н.Г.
Александрова (1974) 2000—2002 çç. пухнă.