МĂн Хураçка ялĕнчи туй юррисем
Той, той, той тесе
Торткаланса тăрмастпăр,
Варли сарă теяса
Пер вăтанса тăрмастпăр.
А воç тăрать ман варли
Сăмса шуне йохтарса.
Шăлсам, варли, сăмсуна,
Мана намăс
тăватнăç.
Лаша тени кăвак полтăр,
Копарчи çинче шу тăтăр,
Тоя тохсан çол тыттăр,
Яла кĕрсен поç уттăр.
Варли тени сарă полтăр,
Çома ларсан солятăр.
Хирĕç пăхса йăл
колтăр.
Çакă полать перн варли.
Перрĕ лаша лайăх мар,
Йопах тихан кĕсрийĕ.
Перĕн çони лайăх мар,
Кăвак топантан тунăскер.
Пер хамăр та çавнашкал,
Хосах арăм ачисем.
Кам ыр сонать, хĕр парать,
Кам ыр сонмасть, хĕр памасть.
Çорхи кайăк çорт çинче,
Кĕрхи кайăк кĕрт
çинче,
Перĕн Петĕр шор пўртре
Çот çапать та
çăпата тот,
Çăпати полать мостина,
Кантри полать тилхепе.
Перĕн орая кĕрес çок,
Ленăн оринчен тохас çок.
Кăтăк-кăтăк сар чĕппи,
Сан йувуна кам пĕлмест:
Çўлте ампар тăрринче,
Хăмла вăри ăшĕнче.
Ой Петĕр, ой Петĕр.
Сан варлуна кам пĕлмест:
Ойкас ялĕ хошшинче
Михали хĕрĕ — Ленийĕ.
Петĕр шырать, хĕр шырать
Хĕрĕх алапа аласа,
Таканана поçтарса.
Акă топрĕ, хĕр топрĕ,
Кăмака çинчен ўкнĕскер,
Çич çол варсăр
выртнăскер.
Пĕр хораскер, лотраскер,
Тикĕт хораньчен тохнăскер.
Поян, поян терĕç те,
Ял хошшине чол сарман,
Кил хошшине пир сарман.
Пўрт çамкине окçа
çакман,
Шăши килсе йĕр туман,
Кошак килсе йĕр туман.
Петĕр килсе йĕр туса,
Петĕр хыççăн пер
килсе.
Петĕр лаши — кăвак лаши
Соха туса пĕлмерĕ,
Сўре туса пĕлмерĕ.
Ой пичче Петĕрĕ
Хĕр тиркесе пĕлмерĕ,
Арпа кунтăк пўйĕ пор,
Хоран коккăль сăмси пор,
Чĕпĕ лаппи ори пор.
Лена масмак туса тет,
Ампар омне çакса тет.
Тохать тет те пăхать тет,
Тохать тет те макрать тет.
Ма макăран тесессĕн
Чон йоратни полмарĕ.
Чон йоратни Иван-мĕн,
Каяссийĕ Петĕр-мĕн.
Перĕн лаши лаша пек,
Картин çинчи лаша пек.
Перĕн торти торта пек,
Коропка ăшĕнчи çорта пек.
Перĕн пĕкки пĕкĕ пек,
Сентел çинчи тĕрĕ пек.
Пер хамăр та çанашкал,
Холари вырăс ачи пек.
Той, той, той тесе
Порнас моçка пусрăмăр,
Порнас моçка тирĕнчен
Параппан туса килтĕмĕр.
Вон ик тоя чăтмарĕ,
Çакă тоя чăтмарĕ
Те Петĕрĕ хастаршăн,
Те Ленийĕ кахалшăн?
Уй варринчи шур юрне
Ан таптăр-ха, тантăшсем.
Çуркуннене çитсессĕн
Нўхрепе хума юрĕ-ха.
Çакă ялăн хĕрĕсене
Ан илĕр-ха, тантăшсем.
Мучин арăм вилсессĕн
Кинеми тума юрĕ-ха.
Эпир паян ăçта кайса —
Çут çанталăк хĕррине.
Çутă кайăк
тытмашкăн.
Хăрах çуначĕ ылтăнран,
Хăрах çуначĕ кĕмĕлтен,
Чăлан çумне лартсассăн
Лампа çути кирлĕ мар.
Ай-ара, ай-ай-ра-а.
Мĕн пăхатăн, йăлтра куç,
Мана пырас тетĕн-им?
Ман сансăрах вун иккĕ.
Çырри тесен çырри пур,
Сарри тесен сарри пур,
Хура тесен хури пур.
Сан пек лутра хĕрсене
Çаврăнса та
пăхмастпăр.
Çăтăр-çăтăр
вăрманĕ,
Пуçра çўçĕм
юлмарĕ,
Мăкăль-лакăм çулĕпе
Шăммăм-шаккăм юлмарĕ.
Ой-ой Петĕр, ой Петĕр,
Çакăнта çити килмесĕр
Карикасра хĕр çук-чим?
Çакăнта çити килтĕмĕр.
Нарт, нарт кăвакал
Лапри-çĕпри тиркемест.
Пирĕн Петĕр çавнашкал,
Хурри-сарри тиркемест.
Хура лаша хартлатать,
Чĕн тилхепе çатлатать.
Сирĕл унтан, хура хĕр,
Пирĕн лашана хăратан.
Шип-шип, шип кайăк,
Сан йăвуна кам пĕлмест,
Çĕр çумĕнчен
уйрăлса
Сарай çунатне
çыпăçса.
Ой Лена, ой Лена,
Сан варлуна кам пĕлмест,
Петюк çумĕнчен
уйрăлса
Петĕр çумне
çыпăçса.
Ай-хай ырă ял-йышсем,
Вăрман витĕр
тухрăмăр,
Уй-хир тăрăх килтĕмĕр,
Çырма урлă
каçрăмăр,
Çакă яла кĕтĕмĕр
—
Хирĕç тухма пĕлмерĕç.
Пирĕн туя каймасан
Камăн туя каймалла,
Колхоз лаша парса ярать,
Атти кўлсе парса ярать,
Йăмăк лента çакса ярать,
Шăллăм шăнкрав
çакса ярать,
Апи алăк уçса ярать,
Чипер çўрĕр тесе ярать.
Çакăн ялăн хапхисем
Замоклă та сăнчăрлă,
Никам уçса кĕреймен,
Эпир уçса кĕтĕмĕр.
Çакă ялăн хĕрсене
Никам илсе каяйман,
Эпир илсе каятпăр,
Хамăр кинĕм тăватпăр.
Ати туя ан кай тет,
Пĕвў ытла пĕчĕк тет.
Машин çине тăтăм та
Вăрăм çынпа
танлашрăм.
Апи туя ан кай тет,
Сăну ытла шурă тет.
Пĕр-ик черкке ĕçрĕм
те
Хĕрлĕ çынпа
танлашрăм.
Ту тăвайккинчен хăпарма
Туй таканлă ут кирлĕ.
Çакă ялтан хĕр илме
Арман хуçи ул кирлĕ.
Пирĕн пиччен арман çук,
Арман хуçин ул тесе
Суйса илсе каятпăр,
Çак хăлхуна кĕрет-и?
Çак ял витĕр шыв юхать,
Пит-куç çума юрамасть.
Пит-куç çума юрасан
Ма каяççĕ
çырмана?
Çакă ялăн хĕрсене
Арăм тума юрамасть.
Арăм тума юрасан
Ма каяççĕ ют яла?
Çич-çич, çич арман,
Çич арман хуçи пирĕн
пичче.
Çич арман пушă ларсан та
Ясмăк, пăрçа
авăртмастпăр.
Пирĕн пиччен çичĕ ул,
Çич ул хусах пулсан та
Çак ял хĕрне илместпĕр.
Çак хăлхуна кĕрет-и?
Илместпĕр мар, илетпĕр
Çулла çуна шусассăн.
Илместпĕр мар, илетпĕр
Хĕлле урапа куссассăн.
Çулла урапа шуçас
çук,
Хĕлле урапа кусас çук.
Ĕмĕр хусах пурăнсан та
Çак ял хĕрне илес çук.
Молодецă пирĕн шăллăм,
Молодецă пирĕн Петĕр,
Варлă пурăннă хĕрсене
Варлантарса хăварчĕ.
Улах ларнă хĕрсене
Улталаса хăварчĕ.
Пĕрле пурăннă хĕрсене
Пĕлтермесĕр хăварчĕ.
Тухать пăхать пирĕн Лена,
Тухать кĕрет пирĕн кин.
Шур пўрт юлать тет пулĕ,
Ампар юлать тет пулĕ?
Пирĕн пата пырсассăн,
Хăва лайăх пулсассăн
Шур пўрт хуçи ху пулан,
Ампар хуçи ху пулан.
Ăвăс, ăвăс, ăвăс карта,
Карти лутра пулсан та
Пур ыр кайăк ун çинче.
Хура, лутра пулсан та
Пур çын куçĕ пирĕн
çире.
Пăхассине пăхăр та,
Куç ўкмелле ан пăхăр.
Пире часах куç ўкет.
Ох тур, ку ялсем
Ытла хытă пăхаççĕ.
Кăна пĕлнĕ пулсассăн
Куçлăх тăхăнса
килес-мĕн.
Куçлăх çине куç
ўкет,
Киле çитсен хăвăнса
ўкет.
Пирĕн çине сăн ўкет.
Çапла мар-и, тантăшсем.
Çĕмĕрт хура пулсан та
Тăррине лартса
хăвармаççĕ,
Сăнăм хура пулсан та
Туйран пăрахса
хăвармаççĕ.
Сăпаççипах инкине
Ырă улне тунăшăн.
Сăпаççипах
шăллăмне
Пире туя чĕннĕшĕн.
Йăмра çулçи
тăсланки,
Тем чул тăсăк пулсан та
Пиççи вырăнне
çыхас çук.
Ой шăллăм Петĕрĕ,
Тем чул çамрăк пулсан та
Тин яш пулса çўрес çук.
Мăн Хураçка ялĕ, Г.В. Лукоянов архивĕнчи
материалсене Г.Н. Лукоянова çырса панă. 2003 ç.
Тавăрна юрри
Апи шур пир çунă вăхăтра
Пулаймарăм вăлак пуçĕнче.
Юраймарăм тăван аннене,
Ăçтан юрас çич ют амăшне?
Атте шур пўрт лартнă вăхăтра
Йăтаймарăм пĕрене пуçне.
Юраймарăм тăван аттене,
Ăçтан юрас çич ют ашшĕне?
Пичи тырă акнă вăхăтра
Йăтаймарăм тырă пуракне.
Юраймарăм тăван пиччене,
Ăçтан юрас çич ют пиччĕшне?
Йăмăк тĕрĕ тунă
вăхăтра
Параймарăм çўхе çиппине.
Юраймарăм тăван йăмăка,
Ăçтан юрас çич ют
йăмăкне?
Мăн Сĕнтĕр сали, В.В. Кочанов (1958)
çырса панă. 2003 ç.