ТРАДИЦИИ , ОБРЯДЫ , ПРАЗДНИКИ

Çатракасси тĂрĂхĕнчи туй юррисем

Атти мана ятлаçать:

Сакăр туя кайрăн тет,

Сар хĕр пăхса килмен тет.

Саккас килтĕм сарришĕн,

Хоррошишĕн, хоришĕн,

Çирĕппишĕн, çырришĕн.

Паян пăхса каятăп,

Ўлĕм илме килетĕп.

 

Ой кинĕм, пукане,

Кĕпе çума кайсассăн

Апи кĕпи теесе

Влашка пуçне прахас мар,

Пичи кĕпи теесе

Хăрах çанăран чўхес мар.

Пирĕн пичи усал мар,

Апла хăтланма кирлĕ мар.

 

Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать.

Шыв юхма мар, сĕт юхтăр —

Эпир выртса ĕçес çук.

Çакă ялăн хĕрĕсем,

Хоть сарă полччăр, вăрăм

полччăр —

Эпир илсе каяс çок,

Хамăр арăм тăвас çок.

 

Ах, апи, кин килчĕ,

Эсĕ кине мĕн патăн?

Пера валли мĕн хăвартăн?

Кине ылтăн патăн тăк

Пера кĕмĕл парас поть.

 

Апи мана тоя ячĕ

Чўк юманĕ пек чўкенме,

Х(ă)ва юман пек хумханма.

Чўкенесчĕ — пĕвĕм çок,

Хомханасчĕ — сăнăм çок.

Коç оçăлми коçăхрăм,

Апи валли ĕç топрăм.

 

Ох, кинĕм, кайăпăр,

Çурса тĕлĕк кортăн поль.

Шор пир çинче отрăн-и,

Вар кăнчали тытрăн-и?

Качча каяс терĕн поль.

Ой шăллăм Хветĕр пор.

Холпоççипе çĕклесе,

Уç топаньпе ачашласа

Пĕчĕкрен пысăк турăмăр,

Çампа тоя килтĕмĕр.

 

Той, той, тохатмăш,

Лаша котне шĕвĕртмĕш,

Пура тĕпне якатмăш.

Çапла мар-и, ачасем?

 

Шор, шор çăмарта,

Шор çăмарта теесе

Шоратмасăр çияс мар.

Çак ял хĕрĕ теесе

Сойламасăр илес мар.

Сойлăр, сойлăр, ачасем,

Сойланчăкĕ йолашки

Шăл тăкиччен лартăр-и?

 

Шип, шип, шип кайăк,

Шип кайăка мĕн кирлĕ?

Пĕр тумлам пек шыв кирлĕ.

Перн апия мĕн кирлĕ?

Чĕкеç чĕлхи кин кирлĕ.

Чĕкеç чĕлхи полас çок,

Перн апия юрас çок.

 

Çула тăрăх мăн ани,

Шурут пустăр малалла.

Çакă ялăн хĕрсене

Тотар илтĕр малалла.

Тотар окçи торпас мар,

Çак ял хĕрĕ майра мар.

 

Çула тăрăх мăн ани,

Орпа акас теятăп.

Ай ваттисем, шутлăр-ха,

Тор парĕ-ши, полĕ-ши?

Ай йолташсем, шотлăр-ха,

Пиççисĕрех каяс-ши,

Сире намăс полмĕ-ши?

 

Анкартинчи çăкине

Кăçал касас теменччĕ,

Сĕткен кĕтĕр тесеччĕ.

Сарă вăрăм йăмăка

Кăçал парас теменччĕ,

Çол çоллантăр тесеччĕ.

 

Вус*, вус, вус карта,

Вус картари вус масли

Нумай ларсан хортланать.

Ой аки Плаки пур,

Нумай порăнсан ят тохать.

Ят тохасран хăраса

Кăçал парса ятăмăр,

Хыççăн ĕçме килтĕмĕр.

 

Ял пуçĕнчи çил арман(ь)

Çил тохасса кĕтет поль.

Ял варринчи сар варли

Эп килессе кĕтет поль.

Паян корма каятăп,

Ыран илме килетĕп.

 

Ах, апи, кин килчĕ,

Кин килчĕ те, кил толчĕ.

Пўрте кĕчĕ — пўрт толчĕ.

Урайне сукна сарас тет,

Сукна çийĕн утас тет.

Кăçал тарçă пулсан та,

Килес çул хуçа пулас тет.

Çатракасси ялĕ, Э.Д. Ярикова (1953) çырса панă. 2002 ç.

 

                        

Назад        Содержание       Вперед