ТРАДИЦИИ , ОБРЯДЫ , ПРАЗДНИКИ

ОРИНИН ТĂРĂХĕНЧИ ТУЙ ЮРРИСЕМ

      Туй тухса каяс умĕн юрлаçç

Паянхи туя каяс тесе

Эрне малтан тапранса,

Шур пĕремĕкпе пурăнса.

Паянхи куна çитсессĕн

Шур кулач та анмарĕ,

Аран кĕтсе илтĕмĕр,

Тинех туя каятпăр,

Кин туянса килетпĕр.

 

Ах, тарăхать, чун тарăхать.

Никам çине чун тарăхмасть,

Шăллăм çине чун тар(ă)хать.

Ни ял ятне каламасть,

Ни хĕр ятне каламасть.

Хĕрĕ майра пуль тесе,

Вырăс ялĕ пуль тесе

Чуть вырăсла каяттăм,

Чутах намăс кураттăм.

 

Ĕлĕк шăллăм калатчĕ (2 хут),

Шыв тăвалла юхмасăр

Авланмастăп теятчĕ.

Кăçал çумăр хыт çурĕ,

Шыв тăвалла юхрĕ пуль,

Çавăнпа авланас терĕ пуль.

 

Посми постав теяççĕ,

Посса пăхма юрать-ши?

Сакки сăрлă теяççĕ,

Ларса пăхма юрать-ши?

Стени стекло теяççĕ,

Сĕвенсе пăхма юрать-ши?

Хĕрĕ майра теяççĕ,

Кĕрсе курма юрать-ши?

Туя çитсен

Туя килчĕ ан тейĕр (2 хут),

Килте ларма ват çын мар,

Выртса юлма каска мар,

Шывпа юхма турпас мар.

Колхоз лаша пачĕ те,

Уçăлмалла килтĕмĕр.

 

Ах, тарăхать, чун тарăхать.

Çакăнта çити ма килес?

Хамăр ялта хĕр çукчи?

Сарри тесен сарри пур,

Хури тесен хури пур,

Суйламашкăн ан ўркен.

 

Сăпаççипах колхозне

Машин парса янăшăн.

Сăпаççипах апине

Ыр шăллăмне çуратнăшăн.

Сăпаççипах шăллăмне

Туйне туса панăшăн.

Сăпаççипах стариккине

Туя илсе килнĕшĕн.

 

Ачаш кинĕм ... пур,

Сухăр вĕ(л)трен пултăн пуль,

Пўрт ум вĕçне шăтрăн пуль.

Аçупала апуна

Тухмассерен сăхрăн пуль,

Кĕрмессерен сăхрăн пуль,

Çавăнпа парас терĕç пуль.

Туйра

Чўрече умĕнчи кăвак чечек (2 хут)

Мĕнле пулма пĕлнĕ-ши

Чўречене юрăхлă?

Ах, кинĕм ... пур,

Мĕнле пулма пĕлнĕ-ши

Пирĕн шăллăма юрăхлă?

 

Колхоз лаши — тур лаши

Вар пуçĕнчи курăкне

Шăршласа та пăхмарĕ.

Ой шăллăм ... пур,

Варлă пулнă хĕрсене

Çаврăнса та пăхмарĕ.

 

Ах, шăллăм ... пур,

Авланмашкăн шутларĕ.

Чĕнтен пушă явайрĕ,

Шитре виççĕ тĕв(е)лерĕ.

Юрама майне пĕлмесен

Талăкра виççĕ çапас тет.

Юрама майне пĕлсессĕн

Ĕмĕр вĕçне çапмас тет.

 

Пирĕн аки хаяр мар (2 хут).

Çуркуннене çитсессĕн

Суса сухан ларттарать.

Кĕркуннене çитсессĕн

Суса сухан кăларттарать.

Виç шăл сухан тухмасан

Виç кун çăкăр çитермест.

 

Пирĕн те апин кил хушши,

Ни хĕвел тухни курăнмасть,

Ни хĕвел анни курăнмасть.

Ачаш кинĕм ... пур,

Хĕвел тухман теяса

Хĕвел тухиччен çыврас мар.

Хĕвел анчĕ теяса

Хĕвел ансанах выртас мар.

 

Пирĕн шăллăм хаяр мар,

Ни хаяр мар, коньă мар.

Пĕр çилленсе кайсассăн

Карта юпи юпа мар,

Сарай столби столба мар,

Çумри арăм арăм мар.

Пуçра тутăр тăрас çук,

Çиран кăвак пĕтес çук.

 

Шăллăм сарай, вăрăм сарай.

Вăрăм сарай хыçĕнче

Хура курак йăви пур.

Хура курак тăриччен

Хуран çуса çакмалла.

Пирĕн апи тăриччен

Тухса кĕтў ямалла.

 

Сайки, сайки, шурă сайки,

Эпир илсе çимесен

Типсе каяс майĕ пур.

Ах, хĕрĕм ... пур.

Эпир илсе каймасан

Ватта юлас сасси пур.

Пур, пур, сасси пур,

Ватта юлас сасси пур.

 

Тăваткал тутăр шыраса

Тăват пасара çитрĕмĕр,

Аран тупса илтĕмĕр.

Хамăр пек кине шыраса

Тăватă яла çитрĕмĕр,

Аран тупса килтĕмĕр,

Хамăр пекех тăвăпăр.

 

Китайски пан улми,

Сăнĕ хитре пулсан та

Тути йўçĕ пулакан.

Çакă ялăн хĕрĕсем

Хăйсем хитре пулсан та

Ăсĕ япăх пулакан.

 

Сад картинчи пан улмине

Улми хĕрлĕ теяса

Тути майне пĕлмесĕр

Тўрех татса çиер мар.

Ах, тăвансем, тăвансем,

Чамăш хĕрĕ теяса

Ăсне-пуçне пĕлмесĕр

Тўрех илсе каяр мар.

 

Вăрăм ту çинчи хăва хулли

Ни хумханмасть, чўхенмест,

Шыв пăтранать теять пуль.

Ой кинĕм ... пур,

Ни кулянмасть, макăрмасть,

Çич ют лайăх теять пуль.

Темле лайăх пулсан та

Çичĕ ютра пурте пур.

Хĕрне илсе тухнă чух

Вырăсла алăк тăрринче

Пурçăн тутăр вĕлкĕшет,

Нумай тăмасть, вăл ўкет

Хăти кĕреки умĕнче.

Сар кайăк пек хĕр тăрать,

Нумай тăмасть, çук пулать.

Çук пулать те пирĕн пулать.

 

Вĕт-вĕт, вĕт вăрман,

Вĕт вăрманта вĕт кайăк.

Кайăк вĕçсе кайсассăн

Вăрман юлать хумханса.

Кинĕм тухса пырсассăн

Тăхлач юлать макăрса,

Хăти юлать хурланса.

 

Ах, кинĕм ... пур,

Хĕрлĕ хĕвел аннă чух

Хĕр полкинчен уйратпăр.

Хĕрлĕ хĕвел тухнă чух

Арăм полкине кĕртетпĕр.

Макăр, макăр хытăрах,

Хĕртен арăм пулнă чух

Макăрни те килĕшет.

Сĕтрен турăх пулнă чух

Чăшкăрмасăр ăçтан пултăр?

Хĕртен арăм пулнă чух

Макăрмасăр ăçтан пултăр?

Макăр, макăр лайăхрах,

Сан макăрни килĕшет.

Пире юрлани килĕшет,

Çапла мар-и, тăвансем.

Сĕтрен турăх час пулать,

Турăхран сĕчĕ пулас çук.

Хĕртен арăм час пулать,

Арăмран хĕрĕ пулас çук.

Ой кинĕм ... пур,

Шухăшласа пăхрăн-и,

Çавăнпа пырас терĕн-и?

 Ачаш кинĕм ... пур,

Эпир ачаш тенишĕн

Ачашланса ан çўре.

Эпир пысăк тенишĕн

Пысăкланса ан çўре.

Апу ачаш юратмасть,

Поскил пысăк юратмасть.

Ачаш кинĕм ... пур,

Шыв хĕррине кайсассăн

Ытла нумай тăрас мар.

Хамăр килти сăмаха

Яла тухса калас мар.

Ялти усал хыпара

Киле килсе калас мар.

Кин илсе килсен

каччи килĕнче

Ой инки, кин килчĕ,

Юрататăн пулсассăн

Мăн çăкăрпа хирĕç тух,

Çине чăкăт хурса тух.

Юратмастăн пулсассăн

Шăтăк витĕр пăхса тăр.

Юрататех пулмалла,

Çăкăрпала тухрĕ-ха.

Ой инки, кин килчĕ.

Кин килчĕ те пўрт тулчĕ.

Çитес çула çитсессĕн

Сăпка çакать, пўрт тулать.

Ура тапать — пўрт янрать,

Тухса тарма успет ту.

Ой кинĕм ... пур,

Тăхăр тирлĕ кĕрĕкне

Тăхăнма та пў кирлĕ.

Çĕклеме те вăй кирлĕ.

Çичĕ юта тухсассăн

Пурăнма та ăс кирлĕ.

ĕçлеме те вăй кирлĕ.

 

Чамăш ялĕ пуян ял,

Ял варринче мăн çăл пур.

Хĕвел тухиччен тăрсассăн

Витре тулли ăсăнать.

Хĕвел тухсан тăрсассăн

Витре тĕп те йĕпенмест.

Ой кинĕм ... пур,

Çав хăлхана кĕрет-и?

Пирĕн инкия юрама

Нумай сăмах кирлĕ мар.

«Хамах каяп шыв патне,

Хамах ярап кĕтĕвне,

Апат пиçсен çиме кил», —

Тесе кала виç сăмах.

Кил хушшинчи чăрăшăн

Тураттисем вирелле.

Чăрмантарать теяса

Касса пăрахма васкас мар,

Ах, кинĕм, ах, кинĕм,

Апи ватă теяса,

Чăрмантарать теяса

Алăк патне ан хăвалăр.

Парне панă чух

Лăпăс-лапăс тăман çăвать,

Хура çĕре шуратать.

Пирĕн кинĕм çавнашкал,

Хура халăха шуратать.

Пуçтарăнар-ха, тăвансем,

Кĕрекене ларар-ха.

Кинĕм паха парнине

Кăмăлласа йышăнар.

Пўрт умĕнчи юманне

Кăçал касас теменччĕ.

Ати пулчĕ чикмекшĕн,

Апи пулчĕ вутăшăн.

Юратнă шăллăм ... пур,

Авлантарас теменччĕ.

Инки пулчĕ кинĕмшĕн,

Çавăнпа авлантарас терĕмĕр.

Сад, сад, сад карти,

Сад картинче пăчăр пур.

Пăчăртама юрамасть.

Тĕпел кукринче апу пур,

Хĕсĕрлеме юрамасть.

Алăк патĕнче хĕр пултăр,

Сиввĕн пăхма юрамасть.

Хыт калатпăр, хыт итле,

Çав хăлхуна кĕрет-и.

Арча юрри

Аки, сана мĕн кирлĕ?

Хура кĕрĕк кирлĕ-и?

Хура кĕрĕк кирлĕ тĕк

Хуран кукли йăтса тух.

Хуран кукли памасан

Кĕрĕк парса хăвармастпăр,

Каялла илсе каймастпăр

Сутса ĕçсе яратпăр.

Исна, сана мĕн кирлĕ?

Симĕс арча кирлĕ-и?

Симĕс арча кирлĕ тĕк

Симĕс четвĕрт йăтса тух.

Симĕс четвĕрт пирĕн пулать,

Симĕс арча сирĕн пулать.

 

Хурăн пекки мĕн пур-ши (2 хут)

Турат усса ларакан.

Пирĕн пек ухмах кам пур-ши

Йăмăк сутса ĕçекен.

Йăмăк çине пăхан та —

Пиçсе çитнĕ çырла пек,

Кĕç-вĕç татса çиес пек.

Кĕрў çине пăхан та

Пулса çитнĕ мăйăр пек —

Кĕç-вĕç катса çиес пек.

 

Пирĕн акия ма тиркес (2 хут),

Çĕр çырли пек шатра мар,

Хурăн çырли пек шĕвĕр мар.

Вишни çырли мĕнешкел,

Пирĕн аки çавнашкал.

Чамăш ялĕ, Н.С. Блинова (1977) çырса панă. 2003 ç.

 

                        

Назад        Содержание       Вперед