Хорнуй ялĕнчи 1950-мĕш
çулсенчи туй
Свадебная церемония в д. Хорной в
1950-х годах
XX
ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче хĕрпе каччă
ытларах пасарта е ярмаркăра паллашнă. Хĕрсем унта,
каччăсене пăхтарас тесех пуль, хитре, капăр тумланса кайнă:
тĕрĕллĕ шурă чăваш кĕпи тăхăннă,
лентесем, морккаллă пиççисем çыхнă, кĕпене
пилĕкрен туртса кĕскетнĕ.
Каччă
хĕре пăхса хурсан ашшĕ-амăшне пĕлтернĕ. Вара
лешсем тепĕр çынна тара тытса хĕр пăхма тата
калаçма кайнă. “Сирĕн усрав тына пур тет, сутмастăр-и
тесе килтĕмĕр”, — тенĕ. Килĕшсен виçĕ, пилĕк
е çичĕ кунран çураçма килнĕ, виçĕ,
пилĕк е çичĕ эрнерен туй тума палăртнă, туй ĕçки-çикине
мĕнле ирттересси пирки калаçса татăлнă. Ыран туй тенĕ
чух каччă енчен кăмăлчана килсе кайнă.
Туй
кунне хĕр килĕнче кил хушшинче шилĕк хатĕрленĕ.
Вăрмантан çамрăк çăка касса килнĕ, ăна
шăтăк чавса сĕтел çумне лартнă, шăтăкне
эрех кĕленчи хунă. Çăкине лентăсемпе
капăрлатнă, чăваш туйне пĕлтерсе ун çине шурă
вăрăм кĕпе çакнă. Хĕр çумĕсем
морккаллă вĕтĕ кукăльсем пĕçернĕ. Ăна
çапла тунă: морккисене е тĕрленĕ сăмса тутрисене
чуста çине хунă та морккисем, тутăр вĕçĕсем
кукăль пуçĕнчен курăнса тăмалла çупнă.
Туй вăхăтĕнче çав кукăльсене туй каччине, кĕçĕн
кĕрўсене, туй пуçĕсене çитернĕ (панă).
Каччă
туйĕ çитиччен хĕр хура шупăр тăхăннă,
чăваш саппунĕ çакнă, шурă тутăр
çыхнă, çăпата сырнă та хĕвел
тухăç еннелле пускиле кайса ларнă.
Хĕр
килне чи малтан туй пуçĕ тăрантаспа çитнĕ. Хĕр
енчисем унран алăк укçи илнĕ. Вара: «Çак килте туй
ирттерме юрать», — тенĕ те хапхана уçнă.
Туй
пуçĕ хыççăн кĕрў каччи килнĕ. Ăна
хĕрĕн амăшĕ çăкăрпа-тăварпа,
укçапа кĕтсе илнĕ, утиял çине антарнă.
Туй
пуçĕ хăй илсе килнĕ çăкăрпа
чăкăта, четвĕрт эрехе сĕтел çине кăларса
лартнă та хĕрĕн ашшĕ-амăшне сĕтел хушшине лартса
хăналанă.
Çав вăхăтра кĕçĕн кĕрўсем
сăра пичкине укçа тўлесе илнĕ те шилĕке лартнă.
Витрипе куркине те туяннă, унтан туй халăхне, курма пухăннă
çынсене ĕçтерсе çўренĕ.
Хĕр
шырама пускиле кĕрў каччи купăсçăпа,
хăйматлăхпа кайнă. Хĕре шыраса тупсан кил хуçине
укçа панă, арăмне тутăр çыхтарнă. Хĕре
киле илсе килсе сĕтел хушшине лартнă.
Тухса
каяс умĕн хĕр ашшĕпе-амăшне кĕпе тăхăнтартса
хăварнă.
Амăшĕ
хĕрне турăш умне çакмалли ал шăллисем, икона,
çăкăр чĕркесе панă. Хĕрпе каччă тухса
кайнă чух вĕсене хăмлапа сапнă е тăрантас айне
шăпăр çакса янă. Хĕрĕн ашшĕпе амăшĕ
сĕтел хушшинче ларса юлнă.
Каччă
килĕнче çĕнĕ мăшăра амăшĕ
çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ, вĕсен
пурнăçĕ вăрăм та таса пултăр тесе шурă пир
тăрăх уттарса кĕртнĕ, сĕтел умне тăратнă.
Илсе килнĕ çăкăрне хĕре сĕтел çине
хуртарнă, ал шăллисене турумне çактарнă. Унтан хĕрпе
каччăна сĕтел хушшине лартнă та пиçнĕ
çăмарта çитернĕ. Çав çăмартана
çисен çĕнĕ мăшăр ача-пăчаллă
пуласса ĕненнĕ.
Кăшт
тăхтасан хĕр çумĕсем хĕр япалипе çитнĕ.
Каччă енчисем миçе михĕ япала антарнине шутланă. Нумай
пулсан — хĕр пуян çемьерен тенĕ, сахал пулсан — чухăн.
Арчине каччи укçа тўлесе илнĕ. Хĕр япали леçме килнĕ
çамрăксем ташланă, юрланă та тухса кайнă.
Тепĕр
кунне каччă килне хăта халăх (хĕр тăванĕсем) килнĕ.
Çак кун шур яшка — сĕтпе — пĕçернĕ, унта
виçĕ салма янă. Çамрăк мăшăр иккĕшне
çинĕ, виççĕмĕшне хутпа чĕркесе арча тĕпне
хунă. Çак салма типсе хăрса лариччен пĕрле пурăнмалла
пултăр тенĕ.
Арăм
тума çĕнĕ çынна пускиле илсе кайнă. Хĕрарăм
тумтирĕ кăткăс, ăна майне пĕлсе тăхăнмалла.
Шурă
вăрăм кĕпене икĕ хутламлă туса тăхăннă.
Лентăран хитрелетсе тунă ум кантăри, хыç кантăри
(виçĕ е пилĕк лентăран) çыхнă, холчи (иккĕ)
çĕлесе хунă, пилĕке икĕ пиçиххи
çыхнă. Пуçа масмакпа сурпан сырнă. Сурпанне мăйран
явса çурăм çине сылтăмран сулахаялла хурса
булавкăпа тирнĕ. Тутăрне çўç курăнмалла мар
çыхнă. Кăкăр çине тенкĕ (ама)
çакнă. Тата çакна каласа хăвармалла. Çĕнĕ
çыннăн малтанхи вăхăтра пур ĕçе те,
выльăх кăларма та, урама та çак тумсăр тухма юраман.
Каччă килне илсе каяс умĕн çак капăр тум çине хура
шупăр тăхăннă, чĕрçитти çакнă, тĕрĕллĕ
шурă тутăр çыхнă.
Яшка
çинĕ чух хĕр çумĕсем çĕнĕ
çыннăнне саппунне салтса, шупăрне хывса илнĕ. Çавăншăн
укçасăр яшка çинĕ.
Яшка
çинĕ хыççăн хĕр хăй тата каччă
енчи тăванĕсене парне панă. Кайран çĕн
çынсене ташă ташлаттарнă. Пĕр-икĕ сехетрен шыв
çулĕ пуçланă: çĕн арăма икĕ
витрепе шыв ăсма илсе кайнă. Çав вăхăтра шывпа
вылянă, вăйăра ытларах хĕрсене йĕпетнĕ.
Унтан
çĕнĕ мăшăр хăта халăхĕпе каччăн
тăванĕсем патне килĕрен кĕрсе çўренĕ.
Тепĕр
виçĕ, пилĕк е çичĕ эрнерен хĕрĕн
тăванĕсем патне тавăрна халăхĕ кайнă. Вĕсем
те хĕрĕн тăванĕсем патне килрен çўренĕ. Малта
сăра витрипе каччи, тутăрпа çўхў чĕркенĕ хĕрĕ
пынă.
Туй
хĕр патĕнче пуçланнă, унтах пĕтнĕ. Юлашкинчен
ăçта туй пĕтнĕ, унта эрнипех ĕçнĕ.
Хĕр
патĕнчи шилĕке те виçĕ, пилĕк е çичĕ
кунран е виçĕ, пилĕк е çичĕ эрнерен сўтме
кайнă. Шилĕк сўтсе çăка йывăçне сарай
урлă ывăтнă. Йывăç сарай урлă каçаймасан
хĕр каялла килет тенĕ.