ВĂрманкас ХачĂк ялĕнче туй ирттерни

Свадьба в д. Лесные Хачики

Ĕлĕк-авал хĕрпе каччă пĕрлешесси халăх йăли пулса кайнă. Ун чухне çамрăксем пĕр-пĕрне юратса мăшăрланайман. Ытларах чухне вăйпа качча панă е авлантарнă. Уйрăмах ашшĕ-амăш хăйсен хĕрĕсене пуян çын ывăлне пама тăрăшнă, хĕрĕ çав тери килĕштермен пулсассăн та. Çавăнпа та хĕрсем хăш-пĕр чухне пуçĕсене хăйсемех çинĕ. ĕлĕкхи вăхăтра хĕрсене вăрлас йĕрке пулнă. Вĕсене вăрласа пырса ампара хупса лартнă. Кайран, ашшĕ-амăш пырсан, хĕрĕ килĕшсен тин унтан кăларнă.

Халь евчĕ тăрăх мар, хĕрĕпе каччи юратса пĕрлешеççĕ. Иккĕшĕ калаçса пурăннă хыççăн хăйсен ашшĕ-амăшне пĕрлешесси çинчен пĕлтереççĕ. Каччипе ашшĕ (ашшĕ пулмасан тăванĕ) хĕрĕсем патне хĕрне килĕштерме каяççĕ. Хĕрĕн ашшĕ-амăшĕпе е тăванĕсемпе килĕшсен хăçан çураçма килессине палăртса хураççĕ. Кайран ашшĕпе ывăлĕ пĕр четвĕрт эрех тата пĕр çăкăр илсе хĕр çураçма каяççĕ. Кучченеçне пештĕре чиксе, çиппе аркаса çыхса хураççĕ. Ăна ашшĕ-амăшпе калаçса, хĕрĕпе килĕшсен тин салтаççĕ.

Ирхине хĕрĕ ял-йыша хĕр эрехĕ ĕçме чĕнсе çўрет. Пурте пухăнсан кашни  çыннах пĕрер татăк çăкăр тăвар сапса çитереççĕ. Каччи килтен илсе килнĕ эрехне ĕçтерсе çўрет. Киле каяс умĕн апат лартаççĕ, хĕрĕ каччине кĕпе тăхăнтарать, çине чăмăр шурă пурçăн пиççи çыхса ярать. Каччипе ашшĕ киле кайма тапрансан çамрăксем вĕсен çуни çумне шăпăр е çăпата пытарса çыхаççĕ. Алăкран тухса кайнă чухне лаша пĕкки витĕр хăмла сапса кăларса яраççĕ. Çак йăлана ялти хĕрсем татах качча кайччăр тесе тăваççĕ.

Каччисем киле кайнă чухне пештĕре çăкăр хураççĕ тата эрех илсе килнĕ четвĕрте сăра тултарса параççĕ. Каллех çиппе аркаса çыхаççĕ. Хĕрĕ патĕнче те, каччи патĕнче те аккăшĕн е йăмăкĕн çип вĕçне тупса çĕçĕпе татмасăр салтмалла. Вара каччи хăйсем патĕнче ял-йыша хĕрĕн сăрине ĕçме чĕнсе çўрет.

Хĕрне çураçнă чухнех туя хăçан тăвассине, каччи е тата хĕрĕ енчен миçе кĕпе памаллине калаçса татăлаççĕ. Çураçнă хыççăн мăшăрлă мар эрнерен туйне тăваççĕ: е пĕр, е виçĕ, е пилĕк эрнерен. Хĕрĕ ку вăхăтра парнесем хатĕрлет. Туй ыран тенĕ чух каçхине каччи кăмăлчава килет. Вăл туя хатĕррине тата миçе сехетре киллессине пĕлсе каять. Каччă амăшĕ валли хĕрĕ тутăр парса ярать.

Пирĕн патра туй кăнтăрла иртсен пĕр виçĕ-тăватă сехетсене тин килет, чи малтанах туй пуçĕ çитет. Ăна хăйсен хурăнташĕсенчен е тăванĕсенчен тăваççĕ. Ун хыççăн — ашшĕ, ашшĕ хыççăн хăйматлăхсемпе каччи, туй халăхĕ килеççĕ. Хĕрĕн шăллĕсем е йăмăкĕсем туй пуçне укçа тўлемесĕр кĕртмеççĕ. Вĕсем çапла калаççĕ: «Çул укçи çĕр тенкĕ, алăк укçи ал тенкĕ». Туй пуçĕ укçа кăларса тыттарать те, алăка уçса яраççĕ. Кайран туй халăхĕ пўрте кĕрсе кăштах ĕçет те шилĕке тухать. Кĕçĕн кĕрўсем хĕр çуммисенчен сăра çăлса илеççĕ те туй халăхне ĕçтерме пуçлаççĕ. Ташă-юрра чи малтанах кĕçĕн кĕрўсем пуçласа параççĕ.

Вĕтĕр-шакăр паранки

Кукăль пулмасть тетĕр-и?

Хачăк ачи теяса

Туй тăваймасть тетĕр-и?

Пуçтарăнăр-ха, тантăшсем,

Пĕрре туй туса парăпăр,

Тĕлĕнтерсе хăварăпăр.

Ой-ай-ра, ой-ра-ра.

Кайран туй халăхĕ юрлама, ташлама пуçлать.

Лантăш ялĕ вăрăм ял. (2 хут)

Ял вăрăмшăн эпир килмен,

Хĕр лайăхшăн эпир килсе.

Ох, хĕрĕм Нина пур,

Хăва хулли пек пĕвў пур,

Çырла тĕслĕ сăну пур,

Паян илсе каятпăр,

Хитре арăм тăватпăр.

 

Хуп-хура пуçлă кинеми

Сап-сарă пуçлă хĕр тунă.

Паратăн тăк пар хĕрна,

Çавах хĕрна илетпĕр.

Сарай хыççăн çул тăватпăр,

Аслăк айĕнче туй тăватпăр.

Ой-ай-ра, ой-ра-ра.

 

Туйра хĕрĕпе каччине, ялти хĕрсене мухтаса та, хурласа та юрлаççĕ.

Чĕлик, чĕлик салакайăк (2 хут)

Çĕр çумĕнчен уйрăлса

Сарай çумне çыпăçрĕ.

Ох, шăллăм Гена пур,

Лиза çумĕнчен уйрăлса

Нина çумне çыпăçрĕ,

Çыпăçрĕ те илсе ячĕ.

 

Гена арăмĕ сарă теççĕ.

Мĕн калас-ши саррине?

Сар тутрине çыхнă та,

Тутăр сăнĕ çапнă та.

Пирĕн пата пырсассăн,

Хура тутрине çыхсассăн

Пирĕн пекех пулать-ха.

Ой-ай-ра, ой-ра-ра.

 

Çич, çич, çич çырма,

Çич çырма урлă çич арман.

Çиччĕш пушă ларсан та

Юхма ясмăк лартас çук.

Аттин ывăлĕ çич ывăлĕ,

Çиччĕш хусах ларсан та

Çак ял хĕрне илес çук.

Вус, вус, вус карти,

Вус картинче вус масли.

Тем чул нумай ларсан та

Хурăн ай рыжик пулас çук,

Çакă ялăн хĕрĕсем

Тем чуль нумай пурăнсан та

Вун çич çулхи пулас çук,

Эпир илсе каяс çук.

Шур, шур çăмарта,

Çăмарта шурă теяса

Шуратмасăр çиес мар.

Хĕрсем хитре теяса

Суйламасăр илес мар.

Суйлăр, суйлăр, тантăшсем,

Пирĕн суйланă юлашки

Юлччăр ялта якалса.

Туй, туй, туй тесе

Виç кун малтан тапранса.

Виç кун малтан тапранман,

Лаша кўлсен тапранса.

Симĕс ленти выртса юлса,

Симĕс ленти выртса юлман,

Гена варли тăрса юлса.

Туй, туй, туй тăвайкки,

Туй тăвайккинчен хăпарма

Туй таканлă ут кирлĕ.

Çак ял хĕрне илмешкĕн

Арман хуçи ывăлĕ кирлĕ.

Арман хуçин ывăлĕ тесе

Суйса илсе каятпăр.

Ох, хĕрĕм Нина пур.

Эс пырас кил хушшинче

Кил хуш тулли мăянлăх.

Мăянлăх мар, пуянлăх,

Пурăнма пĕлсен пурнăç пур.

Пĕлмесессĕн пурнăç çук,

Пуянлăх та саланать.

Ой-ай-ра, ой-ра-ра.

Авкаланать ан тейăр,

Хуçкаланать ан тейăр.

Эпир килес çул çинче

Авкаланчăк улмуççи.

Ун улмине эпир çисе

Хуçкаланма вĕренсе.

Ой-ай-ра, ой-ра-ра.

Пире анне каласа:

Ни мухтама каламан,

Ни хурлама каламан.

Мухтаса мулне парас çук,

Хурласа хуртне парас çук.

Ой-ай-ра, ой-ра-ра.

Пирĕн Геннади тиркесе,

Тиркемен мар, тиркесе.

Тиркени те вырăнлă.

Салипе те майра çук,

Ялĕпе те лайăх çук.

Лайăхне суйласа илсе,

Хамăрах илсе каятпăр.

Пирĕн Геннадин ик çуна.

Пĕр çунийĕ шуç хыçлă,

Тепĕр çунийĕ хуп хыçлă.

Зоя ларчĕ шуç çине,

Нина ларчĕ хуп çине.

Хачăк çырми тарăн çырма,

Тарăн çырмара шыв юхать.

Хăть шыв юхтăр, сĕт юхтăр —

Эпир выртса ĕçес çук.

Çакă ялăн хĕрсене

Эпирех илсе каяс çук,

Хамăр арăм тăвас çук.

Эпир уссине курас çук.

Кăпăр, кăпăр катан пир,

Ни шупăрлăх кирлĕ мар,

Ни тутăрлăх кирлĕ мар.

Çакă ялăн хĕрĕсем

Ни арăмлăх кирлĕ мар,

Ни варлилăх кирлĕ мар.

Ох, Геннади, Геннади,

Мĕнле килсе кĕтĕн-ши?

Туйран туя çўресе

Çўрен лаши те çўхелчĕ,

Тур лаши те туртăнчĕ.

Куна пĕлнĕ пулсассăн

Кăвак лашине кўлес-мĕн,

Тул çутăличчен çўрес-мĕн.

Тĕттĕмлене пуçласан туй халăхне апат лартаççĕ. Каччин ашшĕне пукан çине лартса урра çĕклеççĕ. Каччи туй пĕтичченех сĕтел хушшинче шилĕкре ларать. Вăл çывăхрисене, туй халăхне эрех ĕçтерет. Апат лартсан каччине хĕр çуммисем кĕпе тăхăнтартаççĕ. Вăл кĕпе çине укçа хурать.

Кайран туй халăхĕ ялти хурăнташĕсем патне кĕрсе çўреме тухса каять. Хĕр лартса кайма хăйматлăхпа арăмĕ тата пиччĕшĕсем е аппăшĕсем юлаççĕ. Хĕрĕпе каччи пўртре. Парнисене хĕрĕн тăванĕ (е аппăшĕ, е инкĕшĕ) валеçет. Хĕр тăванĕсене парне парать. Вăл вăхăтра тулта, çуна е урапа патĕнче, хăйматлăх амăшĕпе каччин тăванĕсем юрласа тăраççĕ.

Ох, хĕрĕм Нина пур,

Пирĕн урана тăм илет,

Сан уруна вут илет,

Час тапранса часрах тух.

Ой-ай-ра, ой-ра-ра.

Вĕсем юрланă вăхăтра хăйматлăхĕ хĕр çуммисенчен тўшек çăлса илет. Тўшек тухнă хыççăн хĕрĕпе каччи пўртри пур çынна та алă парса тухаççĕ, хĕрĕ виçĕ ал шăллипе турăш чĕркесе тытать те, хăйматлăхĕ вĕсене аллисене пĕрле тытса илсе тухать. Хĕрĕ урапа е çуна çине (тўшек) сулахай енне ларать, каччи — сылтăм енне. Хăйматлăхĕпе арăмĕ мала лараççĕ. Лаши тапранса кайсан кĕçĕн кĕрў вĕсене пушăпа çапса ярать.

Каччин килĕнче çĕнĕ çынсене хунямăшĕ пуçламан çăкăрпа кĕтсе илет. Кил хушшине кĕрсен, лашине пўрт умне тăратсан ывăл çумми çĕнĕ çынсене çăмарта хыптарать, амăшĕ кинне çăкăр тыттарать. Çĕн кин çăкăр çине ал шăллипе турăшне хурать, пўрте кĕрсен вĕсене сĕтел çине хурать. Хăйне чăлан çумне лартаççĕ. Ал шăллисене хĕрĕ инкĕшĕсене çакма парать. Пĕрне турумне, иккĕшне чăлан çумне çакаççĕ. Кăшт тăрсан çамрăксем — хĕрсемпе каччăсем — арча çинче килеççĕ.

Кил хуш алăкне уçăр-ха,

Кил картине курасчĕ,

Анкарт алăкне уçăр-ха,

Сад пахчине курасчĕ.

Пўрт алăкне уçăр-ха,

Тăхлачине курасчĕ.

Шăлĕ-çăварĕ мĕнешкел

Пирĕн аппана çимешкĕн.

 

Чĕлик, чĕлик салакайăк

Улмуç турат айĕнче

Мĕн шутласа ларать-ши?

Ох, аки Нина пур,

Исни патĕнче шур пўртре,

Урама тăрăх сак çинче

Мĕн шутласа ларать-ши

Пире хирĕç тухмасăр?

Çĕнĕ çынсем пĕри четвĕрт, тепри кăмака кукли йăтса япала леçме килекенсене хирĕç тухаççĕ. Кукăльне тăхăр пая пайласа çиеççĕ. Хĕр çумсем кайран пўрте кĕрсе юрлаççĕ, ташлаççĕ.

Çырма пулли йăпăлти,

Йăпăлтатса çўресе

Закускăсăр хăварчĕ.

Пирĕн исни йăпăлти,

Йăпăлтатса çўресе

Пире акисĕр хăварчĕ.

Пурçăн тутăр пирĕн йăмăк,

Эпир тепре киличчен

Йĕтĕн тутăр пулать пуль,

Сарăмсăр сая каять пуль.

Час килмерĕç ан тейăр. (2 хут)

Акин арчи симĕс арчи.

Сарлакăшĕ сакăр шит,

Тăршшĕ майлă тăхăр шит.

Алăк сули кăлармасăр

Акин арчи тухмарĕ,

Çавăнпа час килмерĕмĕр.

Ой-ай-ра, ой-ра-ра.

Чĕлик, чĕлик салакайăк

Турат çинчен вĕçсе кайсан

Турат юлчĕ хумханса,

Аки тухса кайсассăн

Амбар юлчĕ пушанса,

Шур пўрт юлчĕ çаралса,

Анне юлчĕ макăрса.

 

Час килмерĕç ан тейăр.

Колхоз лаши тур лаши

Кил хушшинчен тухнă чух

Параппан ташши ташларĕ.

Уй хапхинчен тухнă чух

Чавкаланма пуçларĕ,

Çавăнпа час килеймерĕмĕр.

 

Эпир килес çул çинче

Ик айккипе хăмла çырли,

Хăмла çырли варринче

Йăлтăртатать çĕр çырли.

Эпир килес кил хушшинче

Йĕри-тавра хура халăх.

Хура халăх варринче

Йăлтăртатать пирĕн аки.

Хĕрсем тухса кайсассăн çур çĕр иртнĕ çĕрелле хыççăн халăх килет. Ирхине яшка çиеççĕ, çĕнĕ çынна арăм тăваççĕ. Яшка çинĕ чухне кунти тăванĕсене парне параççĕ. Яшкана пурте укçалла çиеççĕ, парне çине парне хураççĕ. Кайран хыççăн халăх каччă тăванĕсем патне, çывăх çыннисем патне килĕрен çўрет. Кĕртес текен килсене кĕрсе пĕтерсен хыççăн халăх киле кайма тапранать.

Лантăш ялĕ хурăнлăх,

Хурăнлăх та хăналăх.

Хачăк ялĕ йăмралăх,

Йăмралăх та ĕмĕрлĕх.

Хыççăн халăх тухса каять, каччă енчи тăванĕсем, уй урлă килнисем, çĕр выртмаллах юлаççĕ.

Тепĕр виçĕ кунран каччăн çывăх тăванĕсем, кĕçĕн кĕрўсем шилĕк сўтме каяççĕ. Кайран тарна (кĕçĕн хăта) каяççĕ. Хыççăн кайнă халăх каялла киличчен кĕçĕн тарна пăрахаççĕ. Унта ялти хĕрсемпе каччăсем те ташлаççĕ, юрлаççĕ. Çакăнпа туй йĕрки пĕтет.

 Вăрманкас Хачăк ялĕ, М.Т. Тимофеевăран (1889) А.П.Николаева çырса илнĕ. 1966 ç.

 

В деревне Лесные Хачики сватать ходят отец с сыном. В кошель кладут хлеб и четверть со спиртным. Кошель обвязывают перепутанными нитками. Развязывать его полагается только тогда, когда сговорятся с родителями невесты.

Под утро невеста созывает на сватовство соседей. Перед угощением каждому из пришедших подносят кусок хлеба, посыпанный солью. Жених угощает принесенным спиртным.

Перед отўездом сватов в кошель жениха мать невесты также кладет непочатый хлеб, а в четверть наливает пиво. Кошель снова перевязывают, спутывая нитки. И в доме невесты, и в доме жениха развязать его поручают сестре (ее или его). При этом она должна найти конец нитки и распутать, не пользуясь ножницами.

По приезду домой, развязав кошель, жених приглашает родственников и соседей попробовать пиво невесты.

За день до свадьбы ездят на сговор.

Свадебный поезд жениха, как и везде, возглавляет туй пуçĕ, за ним приезжает отец жениха, за отцом — жених с посажеными родителями и участники свадьбы. Поезд подўезжает к трем-четырем часам пополудни. Участников свадьбы сажают за стол, когда начинает уже темнеть. В отличие от других деревень, здесь чествуют отца жениха, посадив на стул и подкидывая вверх. В это время жених сидит за столом в шилĕк.

Молодых увозят посаженые родители: невеста садится слева, жених — справа. Когда телега трогается, дружка ударяет плетью, как бы отгоняя зло.

Молодых встречает мать жениха с хлебом. Ывăл çумĕ угощает молодых яйцом.

Тех, кто привозит приданое, встречают молодые: он — с четвертью, она — с пирогом.

В эту же ночь приезжает свадебный поезд невесты. Утром едят суп моло­дой, невесту одевают в наряд замужней женщины, обходят родных, уезжают.

Через три дня близкие родственники жениха ездят разбирать шилĕк. В это время туда собирается и деревенская молодежь. На этом свадебная церемония заканчивается.

 

                        

Назад        Содержание       Вперед