Оринин тĂрĂхĕнчи туй йĂли-йĕрки

Свадебный обряд в с. Оринино

Ĕлĕкрех хĕрпе качча туй тумасăр авлантарас йăла пулман. Пуян-и, чухăн-и, анчах мĕн вăй çитнĕ таран кашниех çак йăла-йĕркене чаплăрах та вăйлăрах туса ирттерме тăрăшнă. Авал хĕре ирĕксĕр вăрласа илес йăла пулнă.  Е килĕшнĕ хĕре каччă тăванĕсем ачисен кăмăлне шута илмесĕрех туй туса пĕрлештернĕ. Кун пек чух хĕршĕн хулăн укçи тўленĕ. Хĕрсем, хальхи пек, çамрăкла (вун çиччĕре) кайман, 23 çула çитиччен çамрăк тенĕ. Каччăсене 28—30 çула çитмесĕр мăшăрланма ирĕк паман.

Çамрăксем ĕлĕк пĕр-пĕринпе паллашма пасара, ярмăркăсене е ларма çўренĕ. Хальхи вăхăтра ытларах уявсенче, клубра ташă каçĕсенче паллашаççĕ.

Хĕр качча кайма хатĕрленни. Хĕр çитĕне пуçласанах качча кайма япала хатĕрлеме пуçланă. Малтанах шăналăк, унтан тўшек, çытар тунă, çитти, арçын тата хĕрарăм кĕписем çĕленĕ. Япала нумай пулсан хулăм укçи нумай ыйтнă. Чухăнсем хĕрĕ валли йĕтĕн çипрен, пуянраххисем пасар çиппинчен пир тĕртнĕ.

Тупкăчă. Тупкăчă — йăрă, ларма-тăма пĕлмен, сăмахпа касса чўклеме пултаракан çын, ытларах чухне хĕрарăм. Сăмахпа йăпăлтатма, çукка пур, пурра çук теме, курнине курман, курманнине курнă пулма, ыррине усал, ниме юрăхсăр тума пĕлет. Пĕр çыпăçсан сăпса пек çыпăçать, хăйĕн мĕн тумаллине тăватех. Пултаруллă тупкăчăсем сайра пулаççĕ. Каччăпа хĕр пĕрлешсен тупкăчăна парне параççĕ. Туй туса иртичченех ăна хăналаççĕ. Çамрăк мăшăр япăх пулсан тупкăчă усал пулчĕ тесе вăрçаççĕ.

Хĕр çураçни. Каччă хĕр çураçма ашшĕпе, хăйматлăхпа, пиччĕшсемпе — мăшăрсăр хисеппе, е виççĕн, е пиллĕкĕн — каять. Амăшĕ килтех юлать. Каякансене четвĕрт эрех, çўхў, чăкăт парса ярать.

Çураçма килнисем хĕр килне кĕрсен тўрех мачча каштинчен иртсе маларах лараççĕ. Кучченеçсене сĕтел çине лартаççĕ. Мăшăрсăр килсе мăшăрпа каймалла пултăр тесе Турра пуççапса кучченеç пуçлаççĕ. Хĕр хăйне çураçма килекенсене пурне те çул апачĕ çисен  парне (кĕпе) парать. Лешсем, кĕпе килĕшрĕ тесе, çийĕнчех тăхăнаççĕ. Амăшне валли те парне парса ярать.  Хĕр енчисем «пушмак пăру шыракансен» çуни е урапи хыçне хĕрсем ватта ан юлчăр тесе шăпăр çыхса яраççĕ.

Каччă килне таврăнсан çăкăр пуçласа çиме кўршĕсене чĕнеççĕ. Туй хăçан пулассине пĕлтереççĕ, парнесене кăтартаççĕ.

Уйăх пĕтнĕ вăхăтра, типĕре çураçма юрамасть теççĕ, çĕнĕ уйăхра е тулли уйăхра çураçаççĕ, туй тăваççĕ.

Пăлчав. Хĕре çураçсассăн, туй тăвиччен виçĕ-тăватă кун маларах каччипе ашшĕ хĕр килне пăлчава килеççĕ. Пăлчав — сăмах татни пулать. Туй миçе сехетре килесси, тарни-хăтине хăçан тăвасси çинчен калаçса татăлаççĕ.

Хĕр çумсем. Çураçнă хĕр хăйĕн тантăшĕсенчен икĕ-виçĕ хĕр çум суйласа илет. Вĕсем апат-çимĕç хатĕрлеме, сăра вĕретме, хĕр япали майлама пу­лăшаççĕ. Кĕçĕн кĕрўсем валли ал шăллисем, сăмса тутрисем тĕрлеççĕ. Лентеллĕ саппун хатĕрлеççĕ. Хĕр юрри юрлама вĕренеççĕ. Тĕрлĕ çипсенчен моркка* туса пĕчĕк кукăльсем пĕçереççĕ. Шереписем кукăль пуçĕсенчен курăнса çакăнса тăмалла.

Венчет туни. Туй умĕн чиркĕве кайса венчет тутараççĕ. Пачăшкă ятарлă кĕлĕ ирттерет. Мăшăра пысăк тачка çурта тыттараççĕ, пуçĕсене венчет кăшăлĕ тăхăнтараççĕ.

ĕлĕк пĕр туй та венчет тумасăр иртмен. Халĕ ку йăлана пурте тумаççĕ. Ял администрацине кайса çырăнаççĕ.

Туй ирттермелли вăхăт. Туйсем ытларах çулла, çимĕк хыççăн пулнă тата кĕр мăнтăрĕпе тума тăрăшнă. Типĕре, уйăх пĕтнĕ чух туман. Халь çамрăксем пĕрлешме çулталăк вăхăтне пăхса тăмаççĕ. Çапах та типĕре пĕрлешекенсем сахал. Ытларах туйне хĕр енчи тата каччă енчи тăванĕсем пĕр вăхăтра пуçтарăнса кафере, столовăйĕнче ирттереççĕ.

Каччă килĕнче туя хатĕрленни. Туй кунĕ çитет. Каччă килĕнче сăра вĕретсе хунă, эрехне хатĕрленĕ. Апат-çимĕç, кукăль пĕçерме пуçлаççĕ. Туй кун каччă килĕнче ирхине ирех кил картишне шăлса тасатаççĕ те кил карти варрине шилĕк тăваççĕ: каскасем çине хăмасем хурса лармалли сак ăсталаççĕ. Варринче ташламалли вырăн пулать. Сĕтел çине сăра, эрех, апат-çимĕç лартаççĕ.

Тăвансене туя чĕнни. Пичке пуçлани. Каччă енчен малтанах мăн кĕрў, кĕçĕн кĕрў,  купăсçă, хăйматлăх кам пулассине килĕшсе татăлаççĕ. Хăйматлăха пуянрах çынна, туй пуçне ватă çынна тума тăрăшаççĕ, авланман юлташĕсем кĕçĕн кĕрўсем пулаççĕ.

Инçетри тăвансене маларах чĕнеççĕ, ял-йыша туй кунне кăна пĕлтереççĕ.

Ирхине сăра пички пуçлаççĕ. Пичке пуçличчен ашшĕпе амăшĕ ывăлне пил параççĕ. Уй урлă тăвансем киличчен çурта çутса пурте ваттисене (вилнĕ тăванĕсене) асăнаççĕ. Пĕрер черкке эрех ĕçеççĕ.  Çўхўпе чăкăт хуç­са çиеççĕ. Ăна нихăçан та çĕçĕпе касмаççĕ. Хăш-пĕр ялсенче çăкăр касса (пуçласа) тăварпа çиеççĕ. Чи ватти кĕлĕ вулать, пуççапать, Турăран пу­лăшу ыйтать.

Ку йăла-йĕркене паянхи кунчченех тытса пыраççĕ.

Каччăн çи-пуçĕ. Авланакан каччă кĕпе тăхăннă, çиелтен пиççи çыхнă. Кĕпе çумне кĕрў тутăри тĕрри курăнмалла çĕлесе хунă.

Халĕ хура костюм, шурă кĕпе тăхăнаççĕ, галстук çыхаççĕ.

Туй арăмĕсен çи-пуçĕ. Оринин тăрăхĕнче туй арăмĕсем çулла шупăр, сăран атă, хĕлле сăхман, чусинки тăхăнаççĕ. Кăкăр çине тенкĕ (ама) çакаççĕ (ăна ĕлĕк кĕмĕл укçаран тунă): камăн икĕ ярăм, камăн виçĕ ярăм. Ăна шăрчапа капăрлатаççĕ. Пилĕкрен кут хыç ленти, ума лентăпа илемлетнĕ саппун çакаççĕ. Пуçа çĕрçĕн е пурçăн (çулла тĕрĕллĕ шурă) тутăр çыхаççĕ. Тутăрĕсем пысăк, вăрăм çўçеллĕ, пысăк чечеклĕ. Пилĕке икĕ енне çўçеллĕ пурçăн пиççи (тĕртсе тунă) çыхаççĕ. Ăна моркка пиççи теççĕ.

Каччă килĕнче ташă-юрă пуçлани. Мăн кĕрў (туй пуç) туй пуçланни çинчен пĕлтерет. Ваттисенчен ирĕк илнĕ — халь савăнма, кулма, ташлама юрать тет. Купăс сасси янраса каять. Лентеллĕ саппун çыхнă, пуçĕсене ка­пăрлатнă (лентăпа, шăрçапа) карттус тăхăннă кĕçĕн кĕрўсем ташă пуçлаççĕ. Вĕсем иккĕ е виççĕ пулаççĕ. Хыççăн хăйматлăх амăшĕ, туй арăмĕсем такмаксем каласа ташлама пуçлаççĕ.

Чи малтанах хăйматлăх амăшĕ юрă пуçлать. Хăйматлăх ашшĕ туйра юрламасть, ташламасть. Хăйматлăх амăшĕ авланакан каччине, ашшĕпе амăшне тав туса юрлать.

Шутламанччĕ куккукне

Çич çăмарта тăвасса.

Шутламанччĕ шăллăмне

Пире туя чĕнессе.

Кĕтрĕм хĕвел тухасса,

Кĕтрĕм хĕвел анасса.

Кĕтрĕм шăллăм авланасса,

Кĕтрĕм туя чĕнессе.

Сăпаççипах куккуне

Çич çăмарта тунăшăн,

Сăпаççипах шăллăмне

Пире туя чĕннĕшĕн.

 

Шăллăм пире ĕçтерет,

Ĕçтерет те ĕç хушать.

Ĕçĕ ытла йывăр мар —

Ташлама та юрлама.

                        

Хĕрне илме тухса кайиччен ялти ватă-вĕтĕрен, каччин тăванĕсенчен туй арăмĕсем пил ыйтса юрлаççĕ:

Ах, ати, ах, апи

Тата ватти-вĕттисем,

Пирĕн шăллăм авланать.

Хĕрĕн ялне пит инçе,

Çавăнпа та халь пире

Халалласа ярăр-ха

Сĕт çулпала каймашкăн,

Çу çулпала килмешкĕн,

Хĕр туянса килмешкĕн.

 

Çапла ташласа юрланă хыççăн туй халăхĕ кайма пуçтарăнать. Вĕсен умĕн туй пуç тухса каять. Унăн маларах çитсе хĕр хапхине укçа парса уçтармалла. Пĕрле çывăх тăванĕ е хреснашшĕпе хреснамăшĕ кайма пултараççĕ. Пĕр пичке сăра, (халĕ бидонпа), четвĕрт эрех, çўхўпе чăкăт илсе каяççĕ. Çўхўпе чăкăта шур тутăрпа чĕркесе çыхаççĕ.

Çул çинче ирттернĕ йăла-йĕрке. Çул хĕреçленнĕ тĕле çитсен кĕлтуса «хаяр укçи» пăрахаççĕ. Е тата хапхаран тухсан туй пуçĕ хĕрес хывать. «Чипер кайса килме Тур пулăштăр», — тет. Чăваш Турра кĕлтумасăр, ваттисене асăнмасăр килтен ниçта та тухса каймасть.

Туй арăмĕсем çул тăршшĕпех юрласа пыраççĕ, хĕрпе каччине мухтаса е хурласа, тăрăхласа юрлаççĕ.

Шăллăм, пуçна ма усан —

Илес тени пулмарĕ-и?

Ай, çапла, çапла çав,

Турă çырни пулчĕ çав...

Пăх-ха, шăллăм, каялла —

Сахăр катăк ўксе юлчĕ.

Сахăр катăк пулмарĕ пуль,

Сан сар варли тăрса юлчĕ.

Унта-кунта чупкалать,

Ик аллипе шарт çапать,

Тăрса юлтăм теет пуль.

 

Хĕр килĕнчи туй. Ир-ирех туй мунчи хутаççĕ. Качча каякан хĕр çăвăнса тухсан туй тумĕ тăхăнать. ĕлĕкрех çие хура шупăр тăхăннă, шур тутăр çыхнă, саппун çакнă. Урисене çăпата сырнă, каярах сăран атă тăхăнма пуçланă. 1970 çулсенче фата, шурă кĕпе, шурă пушмак тăхăнма пуçларĕç. Шурă кĕпесене малтан кĕске тăхăннă. Хĕр çумĕсем хĕрпе юнашар пулаççĕ.

Шилĕк. Каччă килĕнчи пекех, хĕр килĕнче те шилĕк тăваççĕ. Анчах та кунта пĕр уйрăмлăха палăртмалла. Сĕтел çумне пилеш йывăçне алтса лартаççĕ. Ăна капăрлатаççĕ. Турат çине шурă пир кĕпе çакаççĕ. Пилешне лартнă чух шăтăкне пĕр кĕленче эрех хураççĕ. Тĕплĕн таптаса хытараççĕ. Çак шилĕк эрехне кĕçĕн кĕрўсем туйăн виççĕмĕш кунĕнче шилĕк сўтме килсен кăларса ĕçеççĕ. Ăна кĕреçесĕр чавса кăлармалла теççĕ.

Пичке пуçлани. Туй кун хĕр килĕнче çывăх тăванĕсем, хĕр тантăшĕсем пуçтарăнаççĕ. Ялти чи ватă çынна кĕрекене лартаççĕ, туй халăхĕ киличчен пичке пуçлаççĕ, çурта çутаççĕ, ваттисене асăнаççĕ. Пĕрер черкке эрех, пĕрер курка сăра ĕçнĕ хыççăн туя кĕтсе илме, туй пуçлама хатĕр теççĕ.

Хĕре пытарни. Туй тумне тăхăннă хĕр ашшĕ-амăш умĕнче хўхлесе юрлать. Пурне те алтăрпа сăра ĕçтерет. Хăшĕсем сăра алтăрĕ çине укçа хурса параççĕ. (Ку йăла хальхи вăхăтра пăрахăçланнă). Кайран ăна каччă киличчен урăх пўлĕме е кўршĕсем патне пытараççĕ. Унпа пĕрле йăмăкĕ е шăллĕсем лараççĕ, юлташ хĕрĕсем пулаççĕ. Хĕре урам урлă кўрше илсе кайма юрамасть теççĕ. Хĕр килĕнчен тăвалла каймалла.

 Туй пуçĕ хĕр килне çитни. Туй пуçĕ хĕр килне чи малтан çитет. Урам алăк умĕнче хĕрĕн шăлнĕ е йăмăкĕ кĕтсе тăрать. Вăл туй пуçне укçа памасăр алăк уçса кĕртмест. Туй пуçĕ алăка уçтарса пўрте кĕрет. Ăна чи сумлă вырăна лартаççĕ. Туй пуçĕ хĕрĕн минтерне укçа парса илсе минтер çине кĕрекене ларать. Çав минтере туй вĕçленичченех сыхлать. Хăйĕн тухса кĕмелле пулсан урăх çынна шанса парать, мĕншĕн тесен çытарне хĕр енчисем туртса илме е вăрлама тăрăшаççĕ.

Туй пуçĕ хăй илсе килнĕ кучченеçсемпе хĕр енчи тăванĕсене хăналать. Туй вăхăтĕнче вĕсем сĕтел хушшинче сăнаса лараççĕ, ташламаççĕ, юрламаççĕ. Ку йăла паянхи куна та çаплипех, улшăнман.

Туй халăхĕ хĕр килне çитни. Каччă хĕр килне туй халăхĕпе çитет. Хĕр енчисем — йăмăкĕ е шăлнĕ, е хĕр çумĕсем хапха умне тухса алăк укçи ыйтаççĕ.

Кĕрў каччăна хĕрĕн амăшĕ çăкăр-тăварпа кĕтсе илет. Çăкăр çине укçа хурать. Ури айне шурă пир сарса парать. Каччă урапа (трантас) çинчен (халĕ машина çинчен) анать те çăкăра çыртса илет, укçине алла тытать. Çав вăхăтра хăйматлăх амăшĕ юрлать.

Ан ан, шăллăм, ут çинчен

Хутлă кĕрĕк сармасăр.

Ан кĕр, шăллăм, шур пўрте

Хунемў хирĕç тухмасăр,

Шур пир сарса памасăр.

Каччă кайран пўрте кĕрсе тĕпеле ларать. Ун хыççăн туй арăмĕсем пўрте кĕреççĕ. Вĕсене сĕтел хушшине апат çиме лартаççĕ. Хăйматлăх четвĕрт пуçлать, хăйматлăх амăшĕ чăкăтпа çўхў çитерет.

Туй арăмĕсем çирĕмрен ытларах та килме пултараççĕ е сахалрах та. Нумай пулсан туй вăйлă килнĕ теççĕ. Вĕсен ташламасăр, юрламасăр тăма юрамасть. Туй илемĕ çакăнта-çке. Туй арăмĕсем кĕрў каччине, хĕрне, ашшĕ-амăшне мухтаса та, хурласа та юрлаççĕ. Юрри çав тери пуян. Ахальтен мар каланă: «Туй арăмĕн сăмахне чăх та сăхса çитереймĕ». Вĕсемпе пĕрлех арçынĕсем те юрлаççĕ, ташлаççĕ.

Хĕр шырани, хĕр илни. Кĕрў каччи пўрте кĕрсе сĕтел хушшине ларса тухать те хĕр шырама пуçлать. Пĕрле кĕçĕн кĕрў, хăйматлăхсем, купăсçă купăспа каяççĕ. Хăйматлăх ашшĕ эрех илет. Хĕр çумĕсем, тантăшĕсем хĕре тўрех парса ямаççĕ, вĕсем каччăна тĕрлĕ ĕç хушса тĕрĕслеççĕ. Сăмахран, хĕр ларакан пўлĕме çăрапа питĕрсе илеççĕ те уççине сăра чўлмекне яраççĕ. Сăрине ĕçсе ярса уççипе уçса кĕме ыйтаççĕ. Тупмалли юмахсем параççĕ.

Пўлĕме кĕрсен те хĕре тўрех илме çук иккен. Умра пĕркенчĕк витĕннĕ темиçе çын ларать. Каччăн хĕре палласа илмелле. Тата хĕрĕн пушмакне сутăн илмесен хĕре çара уран илсе кайма тивет. Хĕре шыраса тупса укçа парса илнĕ хыççăн каччă ăна киле тĕпел умне алă çинче çĕклесе илсе пырать, сĕтел умне тăратать.

Туй вăхăтĕнче хĕрпе каччă свидетельсемпе сĕтел хушшинче лараççĕ. Туй арăмĕсем çак вăхăтра шилĕкре ташлаççĕ, юрлаççĕ.

Шилĕкре апат антарни. Хĕр çумĕсем шилĕк сĕтелĕ çине апат  антарса лартаççĕ, пуçламан çăкăр хураççĕ, анчах кашăк та, çĕçĕ те памаççĕ. Кĕçĕн кĕрўсен вĕсене укçа парса илмелле. Çăкăр чĕллине туртса илме пикенеççĕ. Хăшĕ вăйлăрах, çав илеет. Кайран ăна кĕрў каччипе хĕрне укçалла сутаççĕ. Çĕнĕ мăшăр çăкăр чĕллине Турăш умĕнче упрать. Кĕçĕн кĕрўсем хĕр çумĕсенчен витрепе курка тўлевлĕ илеççĕ. Сăра пички пуçлаççĕ, туй халăхне кĕçĕн кĕрўсем сăрапа хăналаççĕ. Ун хыççăн вĕсем туй арăмĕсене ташă пуçласа параççĕ. Купăс калаççĕ, параппан çапаççĕ,  кĕвĕ илемĕшĕн кашăкпа шаккаççĕ. Малтан пўртре, унтан шилĕкре е урамра ташлаççĕ. Арçынсем шăхăрса, тапăртатса, аллисене çўлелле çĕклесе, алă çупса ташлаççĕ. Хĕрарăмсем вара хуллен тапăртатса, саркаланса алăсенчен тытса çаврăнаççĕ: ташланă чух тенкĕ сасси янрать.

Кĕрĕве кĕпе тăхăнтартни. Кĕрў каччине хĕр малтанах хатĕрленĕ шурă кĕпене шилĕкре хĕрĕн йăмăкĕ тăхăнтарать. Пилĕкрен пурçăн пиççи çыхса ярать. Туй арăмĕсем: «Хытăрах çых, вара аппуна çăмăлрах пулать», — теççĕ. Арăмне итлекен упăшка пулать иккен. Кĕрў каччи (паянтан йыснăшĕ) йăмăкне тутăр е укçа парать. Вара иккĕшне халăх умĕнче ташлаттараççĕ.

Кĕрĕве саламлани. Хĕр енчи яш-кĕрĕм кĕрў каччине урра çĕклет. Ăна пукан çине (минтер хурса) лартса çĕклеççĕ. Каччă четвĕрт кăтартмасăр антармаççĕ. Кĕрў каччи эрех тултарать те ăна халăх çине сапать, тепре тултарса сапать, виççĕмĕшне хăй ĕçет. Антарсан урра çĕклекенсене, туй халăхне, курма килекенсене ĕçтерсе çаврăнать. Хĕр çак вăхăтра пўртре сĕтел хушшинче хĕр тантăшĕсемпе ларать.

Каччă хыççăн хăйматлăх ашшĕне урра çĕклеççĕ. Вăл та эрехе икă хут аяккалла сапать, виççĕмĕшне ĕçет.

Унтан минтершĕн «çапăçаççĕ». Кам (кĕçĕн кĕрўсем е хĕр çумĕсем) çĕнтерет, минтер вĕсен пулать. Вара ăна çĕнĕ мăшăра укçалла сутаççĕ.

Хĕр килтисене парне пани. Хĕрпе каччă тĕпел умĕнче тăраççĕ. Хĕрĕн тăванĕсене сĕтел хушшине лартаççĕ. Хĕр енчисем юрă юрлаççĕ, хăйматлăх амăшĕ парне валеçет:

Атти, ларсам кĕрекене —

Атти аслă анине

Кантăр акса панăшăн

Кĕпе парса хăварас тет.

Апи, ларсам кĕрекене —

Çĕрĕн-кунĕн çывăрмасăр

Кăнчала арласа панăшăн

Кĕпе парса хăварас тет.

Кайран хĕр тăванĕсем хирĕç çĕнĕ мăшăра парне параççĕ (çи витти, утиял, сехет, чей ĕçмелли савăтсем, çытар т.ыт.те). Каччă эрех ĕçтерет, хĕрĕ — сăра.

Туй арăмĕсем ташланă вăхăтра хăйматлăх тўшекпе çытар илсе тухса машина çине хурать. Тўшекпе çытаршăн хĕр çумсене укçа парать. Хăйматлăх амăшĕ юрлать.

Акă тухать тўшекки —

Ура явса выртмалли,

Акă тухать çытарĕ —

Чуп-чуптуса выртмалли,

Акă тухать çиттийĕ —

Çын курасран витĕнмелли.

Акă тухать пирĕн кин —

ĕмĕр пĕрле пурăнмалли.

Парне парас-илес йĕрке вĕçленсен çурта çутаççĕ. Хĕр турăш умне ал шăлли çакать. Ашшĕпе амăшĕ пил параççĕ: «ĕмĕр пĕрле килĕштерсе пурăнăр, ватта хисеплĕр, килти сăмаха яла ан кăларăр, урамри сăмаха киле илсе ан килĕр. Пĕр-пĕрне хисеплĕр, ача-пăчаллă пулăр...»

Амăшĕ хĕрне шурă тутăрпа чĕркенĕ çыхă парать. Унта пуçламан çăкăр, «Турă амăшĕ» икона, виçĕ ал шăлли. Хĕрпе каччă пил илнĕ хыççăн виçĕ хут хăйсем çине хĕрес хураççĕ, Турăран пил ыйтаççĕ. Çĕнĕ мăшăра хăйматлăхсем çавăтса тухса машина çине лартаççĕ. Тăванĕсем макăраççĕ. Тухса кайнă чух хĕрпе каччă хушшипе çын кăларма хушмаççĕ.

Туй пуçĕ тухса кайни. Туй пуç хĕрпе каччă тапранса тухиччен тухса каять. Унăн пушаннă четвĕрт кĕленчине эрех, çавăн пекех сăрине те хушса тултараççĕ, виçĕ çўхў парса яраççĕ.

Хĕр килĕнчен тухсан ирттернĕ йăла-йĕрке. Уй хапхинчен тухсан пурте чарăнаççĕ, кĕлтăваççĕ, укçа (ваккине) пăрахаççĕ.

Çул хаярне çырлахтараççĕ. Çак укçа пирĕнтен епле çăмăллăн уйрăлать, пур усал-тĕсел те çаплах çăмăллăн пирĕн çумран уйрăлтăр тени пулать иккен. Ку йăласем паянхи куна манăçса пыраççĕ.

Каччă килĕнче çĕнĕ мăшăра кĕтсе илни. Туй пуçĕсем каччă килне маларах çитсе çĕнĕ çынна кĕтсе илме хатĕрленсе тăраççĕ. Çĕнĕ мăшăра кĕтме каччăн амăшĕ çăкăр-тăварпа тухать. Ура айне пир сарать, укçа хурса парать. Ывăл çумĕ çĕнĕ кине виçĕ кашăк сĕт е хăйма сыптарать. Мĕншĕн çăкăр-тăварпа кĕтсе илет-ха? Çăкăр сĕм авалтан кил-çуртри, çемьери пуянлăха, татулăха пĕлтернĕ. “Турăран çўлте ан пул, çăкăртан аслă ан пул”, — тесе вĕрентнĕ ваттисем. Çăкăр çине пĕчĕк савăтпа тăвар лартаççĕ. Тăвар сăваплă çимĕç шутланать. Вăл пĕр-пĕрне пĕрлештерекенни, чи хисепли теççĕ. Амăшĕ çăкăра кинĕпе ывăлне пĕрер çăвар çырттарать. «Кам пысăкрах çыртса илет, çавă хуçа пулать», — теççĕ ваттисем. Хăйматлăх амăшĕ юрласа кĕрет:

Утмăл çулхи апийĕ

ĕçлеме тăрсан вăй çук тет,

Çиме ларсан шăл çук тет.

Çемçе çăкăр пĕçерме

Кин туянса килтĕмĕр,

Виç кунлăх мар — ĕмĕрлĕх.

Çĕнĕ çынна пўрте илсе кĕни. Хăйматлăхсем çамрăк мăшăра пўрте илсе кĕреççĕ. Тĕпел умне пырса тăратаççĕ. Хĕр пĕрле илсе килнĕ “Турă амăшĕ” иконăна турумне лартать. Çурта çутать, Турăран çак килте пурăнма вырăн ыйтать. Тĕрленĕ виçĕ ал шăлли çакать: пĕрне — турумне, теприне — тĕкĕр умне, виççĕмĕшне — чăлан çумне. Хĕрпе каччă Турăран пил ыйтса виçĕ хут пуççапаççĕ. Ун хыççăн кĕрекене лараççĕ.

Каччă амăшĕ пил парса çĕнĕ мăшăра сăра курки тыттарать: «ĕмĕр пĕрле пурăнăр, вăрман пек пуян, уй пек аслă пулăр, иккĕн выртса виççĕн тăрăр. Килти сăмаха яла илсе ан тухăр, ялти сăмаха киле илсе ан килĕр. Телейлĕ пулăр, ваттисене хисеплĕр, çын сăмахне ан итлĕр», — тесе сăхсăхать. Ашшĕ те çапла каласа эрех сĕнет. Кĕçех туй халăхĕ юрласа çитет. Вĕсем пўрте кĕрсе юрлаççĕ, ташлаççĕ, кайран килелле саланаççĕ.

Ах, инки, ах, инки,

Кин туянса килтĕмĕр.

Хăрах çунатти кĕмĕлтен,

Хăрах çунатти ылтăнтан.

Кĕмĕл çине пусап тет,

Ылтăн çине кĕреп тет.

Малтан тарçи пулас тет.

Кайран хуçа пулас тет.

Хĕр арчине леçни. Хĕр хыççăн хĕр йăмăкĕ, шăллĕ е çывăх тăванĕсем, хĕр тантăшĕсем, каччăсем арча леçме каяççĕ. Хĕрĕн арчине, койкине, шифанерне (пур пулсан) илеççĕ. Çул тăршшĕпех юрлаççĕ.

Çамрăксем арча леçме каччă килне çитеççĕ.

Аки, сана мĕн кирлĕ?

Хура сăхман кирлĕ-и?

Хура сăхман кирлĕ пулсан

Хуран кукли йăтса тух.

Хуран кукли пирĕн пулать,

Хура сăхман сан пулать.

Çĕнĕ мăшăр эрехпе, сăрапа хирĕç тухать. Çак вăхăтра хĕр çумĕсене кукăль параççĕ, анчах çĕççине памаççĕ. Ăна укçа парса илмелле пулать. Çавăнпа та пĕлекенсем çĕççе чиксех килеççĕ. Кукăле виççĕ касса тăхăр касăк кăлармалла, касаймасан тўлевлĕ илмелле.

Арча укçине кĕрў çĕн çыннăн йăмăкне парать. Арчана кĕçĕн кĕрўсем кĕлете йăтса кĕреççĕ, анчах та ăна çапăнтарма юрамасть. Çапăнтарсан кĕçĕн кĕрўн четвĕрт лартмалла (ĕçтермелле) пулать. Арчана пĕрре лартсан çулталăк хушши вырăнтан хускатма хушмаççĕ. Ку йăла-йĕрке халĕ те упранать. Хăш чухне çак ĕçе хăта халăхĕ туса ирттерет.

Çамрăксем пўрте кĕрсе сĕтел хушшине лараççĕ. ĕçеççĕ, çиеççĕ те ташлаççĕ-юрлаççĕ, киле каяççĕ.

Çывăрма выртас умĕн çĕнĕ мăшăра йăмăкĕ е хĕр çумĕ вырăн сарса парать. Уншăн çĕнĕ кин тутăр парнелет. Ывăл ача пултăр тесе вырăн çине малтан арçын ачана вырттараççĕ.

Туйăн иккĕмĕш тапхăрĕ — хăта халăх килни. Хăта халăх — хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ, кумăшĕсем, пиччĕшĕ-шăллĕсем, куккăшĕсем, инкĕшсем, аппăшĕсем, тăванĕсем, ял-йыш — çĕнĕ мăшăр килне пырать. Хăш-пĕр чухне — туй каçхинех, ытларах тепĕр кунне килеççĕ.

Куккук вĕçрĕ, куртăр-и те,

Тĕкĕ ўкрĕ, илтĕр-и?

Эпир килтĕмĕр, куртăр-и те

Хирĕç тухма пĕлтĕр-и?

Хăнасене çĕнĕ мăшăр кĕтсе илет. Вĕсене сĕтел хушшине лартаççĕ.

Çĕнĕ хăта-тăхлачăсем пуш алăпа мар, çўхўпе чăкăт, бидонпа сăра, пĕр четвĕрт эрех илсе килеççĕ. Чăкăт вăл шураличченех килĕштерсе, таса пурнăçпа пурăнмаллине, çичĕ тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕх таса, сывă пулмаллине пĕлтерет теççĕ. Çаврака, кăпăшка çўхўпе те çичĕ тĕрлĕ тырă-пулăран татăк ан пурăнччăр тесе хăналаççĕ. Çулталăк хушши  хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ хĕрĕ патне кукăльпе килмест: ачисен пурнăçĕ кукăль ăшĕ пек пăтранчăк пуласран шикленет.

Малтан сăрапа, унтан эрехпе сăйлама пуçлаççĕ. Хĕр енчен килнисем хăйсен кучченеçĕпе пўртри çынсене хăналаççĕ.

Арăм туни. Тăванĕсене хăналанă хушăра çĕнĕ çынна  кўршĕре е килти пĕр пўлĕмре арăм тăваççĕ (сурпан сырăнтараççĕ). Çĕнĕ тум тумлантарма хĕрĕн тăванне, мăшăрпа лайăх пурăнакан çынна, хушаççĕ.

Малтан шурă кĕпепе аркă тăхăнтараççĕ. Кайран сурпан сырăнтараççĕ, сурпан вĕçĕсем тан пулмалла, сылтăм вĕçĕ ялан çиелте выртмалла. Пуç çине масмак хурса сурпан çумне тытăнтараççĕ. Сурпан çинчен ленте çакаççĕ. Кайран подтяжкăллă саппун, мăй çыххи, ама, икĕ енне пурçăн пиççи, кăкăр умне йĕп кантри, мăйран хыçалалла ленте çыхаççĕ. Хулпуççи çине холчă тытăнтараççĕ. Пуçне тĕрленĕ шурă тутăр çыхаççĕ. Капăр тум çине шупăр тăхăнтараççĕ. Шупăр кĕсйине кĕçĕн çын тепĕр тутăр хурать. Тумлантараканнине çĕнĕ арăм тутăр парнелет.

Çĕнĕ çынна илме мăшăрĕ купăсçăпа, хăйматлăхсемпе килет. Кайран вĕсене кĕреке умне тăратаççĕ. Кĕçĕн кĕрўпе ывăл çумсем тавлашса çĕнĕ çыннăн çиелти тумне хывса илеççĕ. Çĕнĕ çын кĕсьери пĕчĕк тутăрне кăларса çыхать. Шупăрпа  пысăк тутăрне каччине укçалла сутаççĕ. Халĕ ĕнтĕ çĕнĕ çын чăваш тумĕпе тăрса юлать.

Упăшки енчи тăванĕсене шурă яшка çиме сĕтел хушшине лартаççĕ. Вĕсене кин парне парать.

Парне панă чух каччă енчи çывăх тăванĕсем (инкĕшсем) юрлаççĕ.

Лар-ха, атти, кĕрекене,

Лар-ха, апи, кĕрекене.

Ача чух ачаш пăхнăшăн,

Çитĕнсен лайăх тунăшăн

Сарă сатин парас тет.

Сарă сатин парсассăн

Каялла ылтăн илес тет.

Парнесене хăйматлăх амăшĕ валеçет. Малтан ашшĕпе амăшне, пиччĕш-инкĕшсене, ытти çывăх тăванĕсене парать.

Кайран тăванĕсем çĕнĕ мăшăра лайăх пурăнма пиллесе парнесем параççĕ. Парнешĕн вĕсене çĕнĕ мăшăр эрех, сăра ĕçтерет. Унтан шурă яшка çиеççĕ. Сĕтел хушшине ларнă чух кам укçа, кам парне парать.

Çĕнĕ çын ташă пуçлани.  Авалтан пыракан ваттисен йăлипе, пурте пĕрле «Алран кайми аки-сухи» юрра юрлаççĕ. Вара каччăн ашшĕ: «Халĕ сире ирĕк, юрлăр, ташлăр», — тет. Хăта халăх юрă пуçлать.

Ой, ой, йăмăк, ан кулян

Çичĕ юта тухнăшăн.

Хуняму лайăх пулсассăн

Кун иртни те сисĕнмест.

Старик лайăх пулсассăн

ĕмĕр иртни сисĕнмест,

Хĕрлĕ сăн та шуралмасть.

Çĕнĕ мăшăра кĕрекене лартаççĕ. Вĕсем паянхи кун юрламаççĕ, нумай ташламаççĕ. Хĕрĕн килне тавăрна кайса шилĕк сўтсен çеç вĕсене ташлама, юрлама ирĕк параççĕ. Кĕçĕн кĕрўпе хăйматлăх ташă пуçлаççĕ. Çĕнĕ мăшăра ташлама кăлараççĕ. Ташă пуçлама хунеме парне е укçа парать. Тăванĕсем  урайне вак укçа сапса параççĕ, çамрăк мăшăр пуçтарать.

Çĕнĕ мăшăра ташă карти варрине туса такмаксем каласа пурте ташлаççĕ.

Хăта кĕме килнĕ халăх ĕçкĕ юрри юрлать. Халĕ ĕлĕкхи юрăсене манса пыраççĕ, ытларах радиопа юрлакан юрăсене юрлама пуçларĕç.  Киле тухса каяс умĕн вĕсене сĕтел хушшине лартаççĕ, вĕри яшка çитереççĕ. Юрлаççĕ.

Ай, апи, ўсĕр ан пул,

Ўсĕр пулсан тутăр юлать.

Тутăр юлмасть, хĕрў юлать,

Киле пырсан çук пулать.

Ай, атти, ўсĕр ан пул,

Ўсĕр пулсан карттус юлать.

Карттус юлмасть, хĕрў юлать.

Киле пырсан çук пулать.

Хăта кĕме килнĕ халăх кайма тапранать. Каччăн амăшĕ тăхлачипе хăтине киле çитсен тăванĕсене хăналама эрех, сăра, çўхў парса ярать.  Хăта халăх юрласа тухса каять.

Кĕрў, пире ăсатса яр,

Вишни картинчен ирттерсе яр,

Вишни пулсан — татма чĕн,

Эреххи пулсан — ĕçме чĕн.

Йăмăк (хĕрĕм), пире ăсатса яр,

Хăмла картинчен ирттерсе яр,

Хăмла пулсан — татма чĕн,

Сăра пулсан — ĕçме чĕн.

ĕлĕкрех хăта халăхне ялти тăванĕсем, кўршĕсем хăйсем патне (килне) чĕннĕ. Вара хăта халăх килрен киле кĕрсе çўренĕ. Çуллахи вăхăтра питĕ илемлĕччĕ: шурă тумпа, тĕрлĕ тĕслĕ пурçăн атлас саппунсемпе, амисем чăнкăртатаççĕ. Ял тăрăх вăрăммăн тăсăлса купăспа юрласа утаççĕ. Пĕтĕм ял туй тăвать тейĕн.

Чĕннĕ кўрши е тăванĕ патне малтан çĕнĕ çынсем пыраççĕ, упăшкин аллинче витрепе сăра, унта курка янă. Кинĕн аллинче çўхў. Кашни килтех çĕнĕ мăшăра сĕтел хушшине лартаççĕ, парне е укçа параççĕ. Тăванĕсем ĕçтернĕ, çитернĕ хыççăн ташлаççĕ, юрлаççĕ. Тухса каяс умĕн вĕсене вĕри апат çитереççĕ. Апат лартмасăр тухмастпăр теççĕ вара. Тухса кайнă чух кил хуçисем çĕнĕ мăшăрăн витрери сăри катăлнă чухлĕ хушса параççĕ, çўхўне улăштарса юлаççĕ. Çапла килрен киле çўресе  каччи килне пуçтарăнаççĕ. Тăванĕсем ялта нумай пулсан хăта кĕмелли нумай пулчĕ теççĕ.

Паянхи куна çак йăла-йĕрке, килтен-киле çўресси, пăрахăçа тухрĕ.

Шыв çулĕ пуçлани. Тепĕр кунне ирхине шыв çулĕ уçма каяççĕ. Тăванĕсем, хăйматлăх, кĕçĕн кĕрўсем, ывăл çумĕсем пĕрле каяççĕ, çул тăрăх та, çăл патĕнче те ташлаççĕ, юрлаççĕ. Кĕçĕн кĕрў шыв ăсса парать. Виçĕ хут ăснă шыва çĕнĕ кин урипе тапса тăкса ярать. Çĕнĕ çынна икĕ витре шыв çĕклемпе йăттараççĕ. Киле çитичченех пĕр хулпуççи çинче пĕр тăкмасăр йăтса çитермелле, улăштарма юрамасть теççĕ. Инçе утмалла пулсан упăшкин пу­лăшма юрать теççĕ.

Шыв ăсса килнĕ çĕре ватти-вĕттипех пуçтарăнаççĕ. Çамрăксем пĕр-пĕрне шывпа сапса выляççĕ. Пурне те йĕпетеççĕ, никама та тиркемеççĕ, анчах çĕнĕ мăшăра шыв сапса йĕпетмеççĕ. Çĕнĕ çын ăсса килнĕ шывпа яшка пĕçерет. Çĕнĕ çынна тата ĕне сутараççĕ. Уншăн кинĕ хунямăшне тутăр çыхтарать.

Шилĕк сўтни — тавăрна кайни. Туйăн виççĕмĕш кунне тавăрна кĕме хĕр килне каччă енчисем каяççĕ. Каччăн тăванĕсем те чăваш тумне тăхăнаççĕ. Çĕнĕ çынна  хăйматлăх амăшĕ тумлантарать.

Хĕр килне çитсен шилĕк варрине тăрса ташлаççĕ. Кайран шилĕк хăмисене пуçтараççĕ. Шилĕк йывăçне, пилеше, çамрăксем туртса кăлараççĕ те сарай урлă ывăтаççĕ. Пилеше персе каçармалла теççĕ. Йывăç айĕнче эрех кĕленчине тупаççĕ те шилĕк сўтекенсене ĕçтереççĕ.

Ун хыççăн пўрте кĕрсе кĕрекене лараççĕ. Ташлаççĕ, ĕçкĕ юррисем юрлаççĕ. Çĕнĕ çынна та халĕ юрлама, ташлама юрать.

Тавăрна ĕлĕк пĕр эрнерен е виççĕмĕш кунне кайнă, халĕ çав каçах каяççĕ. Тавăрна халăх та килрен киле çўрет, ăна хăта халăх йĕрки-шуйĕ пекех туса ирттерет. (Халĕ ку йĕрке манăçрĕ.)

Ун хыççăн кĕçĕн тавăрна ирттереççĕ. Ăна пускил ĕçки теççĕ. Кўршĕсене чĕнеççĕ, ташлаççĕ, юрлаççĕ. Ятарласа чăваш çи-пуçне тăхăнмаççĕ.

ĕлĕк хĕр ўснĕ киле çĕнĕ хăта-тăхлач сурпан сăрине кайнă. Çуркунне пир тĕртнĕ, пир сăри ĕçнĕ. Ача çуралсан ача сăри ирттернĕ.

Çĕнĕ çын çĕнĕ пурнăç пуçлани. Çĕнĕ çыннăн хăйĕн туй лаприне пуçтармалла мар теççĕ, çавăнпа виçĕ кун хушши ăна урай çутармаççĕ. Ку ĕçе упăшкин йăмăкĕ, ывăл çумĕсем тунă. Урай çăвакансене çĕнĕ çын парне парать. Пĕрремĕш хут мунча кĕрсен те хунямана парать. Çапла вара, кинĕн хуня­мăшне çичĕ хут парне памалла.

Хăйматлăх амăшĕ çĕнĕ çынна çĕнĕ килте пурăнма вĕрентет. Хăйматлăхсем ашшĕпе амăшĕ вырăннех шутланаççĕ. Вĕсене çамрăк мăшăр хăйматлăх атти, хăйматлăх анни тет. Уявра та, ĕçкĕ-çикĕре те пĕрле, яланах хутăшса пурăнаççĕ. Çĕнĕ мăшăра пĕрремĕш хут хĕвел тухăç еннелле туя илсе каяççĕ. Туя кайнă чух кинне хунямăшĕ тумлантарать, уншăн кинĕ хунямăшне тутăр çыхтарать.

Чамăш ялĕ, Н.С. Блинова (1977) çырса панă. 2003 ç.

 

                        

Назад        Содержание       Вперед