„Чĕвĕлти чĕкеç” чĕлхе пĕлни - пурне те кирлĕ
Тăван чĕлхене лайăх пĕлни тепĕр чĕлхене вĕренме, унăн уйрăмлăхĕсене тĕплĕнрех ăнланма, çавна май ытларах пĕлÿ туянма пулăшать. |
|
М.Я. Сироткин |
„Чĕвĕлти чĕкеç” вăйă аталанăвĕ | |||||
„Чĕвĕлти чĕкеç” 2009 | |||||
Сан çинчен юрлатпăр юрă. Чаплă Чăваш Ен... Сан яту ытла та ырă, Çав тери чечен... Л. Смолина |
|||||
2009 çулта вăйăра пĕтĕмпе 21964 шкул ачи хутшăнчĕ: Чăваш Республикинчен – 20776, Тутарстанран – 593, Пушкăртран – 562 вĕренекен, Чĕмпĕр тăрăхĕнчен - 16 вĕренекен, Самара тăрăхĕнчен - 15 вĕренекен хăй пултарулăхне кăтартса пачĕ. Çĕнтерÿçĕсене йăлана кĕнĕ йĕркепе Чăваш чĕлхи кунĕнче чысларăмăр. |
|||||
„Чĕвĕлти чĕкеç” 2008 | |||||
|
Кам тăван чĕлхене юратмасть, Вăл тăван амăшне юратмасть. Кам тăван амăшне юратмасть, Вăл тăван халăхне юратмасть. Кам тăван халăхне юратмасть, Вăл тăван çĕр-шывне юратмасть. П.Эйзин |
||||
2008 çулта вăйăра пĕтĕмпе 21234 шкул ачи хутшăнчĕ: Чăваш Республикинчен – 20249, Тутарстанран – 864, Пушкăртран – 121 вĕренекен хăй пултарулăхне кăтартса пачĕ. Çĕнтерÿçĕсене йăлана кĕнĕ йĕркепе Чăваш чĕлхи кунĕнче чысларăмăр. çĕнтерÿçĕсем | |||||
„Чĕвĕлти чĕкеç” 2007 | |||||
Ачаш та çепĕç- çке чĕлхи! Инçе çĕрте ăна илтеттĕм, Кĕсле янратнă хĕлĕх-и, Чĕкеç чĕвĕлтетет-и?-теттĕм. Ачаш та çепĕç- çке чĕлхи! П.П.Хусанкай |
|||||
2007 çулта вăйă-конкурс чăваш ачисен чĕрисене тыткăна илчĕ. Вăйăра пĕтĕмпе 14365 шкул ачи хутшăнчĕ: Чăваш Республикинчен – 14365, Тутарстанран – 345, Пушкăртран – 494, Чĕмпĕр тăрăхĕнчен - 239 вĕренекен хăй пултарулăхне кăтартса пачĕ. Пĕрремĕш çитменлĕхсем те курăна пуçларĕç - вĕрентекенсем хăйсем ачасемшĕн ĕçсене шутлама пуçларĕç, вăл ĕçсене пĕтĕмĕшле списокран кăларма тиврĕ. çĕнтерÿçĕсем |
|||||
„Чĕвĕлти чĕкеç” 2006 | |||||
Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм, Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе. Санпа ман халăх чунĕ те илемлĕ Çÿрет çÿлте те çĕр çинче вĕçсе. Ухсай Яккăвĕ |
|||||
2006 çулта „Чĕвĕлти чĕкеç” вăйă-конкурс виççĕмĕш хут чăваш ачисене хăй тавра пуçтарать. Конкурса хутшăнакансен шучĕ те нумайланса пырать – 9469 ачана çитет, вăл шутра Чăваш Республикинчен – 8674, Тутарстанран – 221, Пушкăртран – 494, Чĕмпĕр тăрăхĕнчен - 80 вĕренекен хăй пултарулăхне кăтартать. Çулсеренех вăйă-конкурса тишкерекен кĕнеке тухса пырать, вăл „Чĕвĕлти чĕкеç”-„Чувашская ласточка” ятлă. |
|||||
„Чĕвĕлти чĕкеç” 2005 | |||||
„Чĕкеç – илемлĕ те ырă кайăк,чăваш ăна мĕн ĕмĕртен кăмăлланă, хисепленĕ. Халăх сăмахлăхĕнче чĕкеçе час-часах асăнаççĕ - „чĕкеç пек чĕвĕлтетет”, „чĕкеç пек юрлать”, „чĕкеç чĕлхеллĕ çын” теççĕ. |
|||||
Асăннă вăйăра 2005 çулта пĕтĕмпе 7492 чăваш ачи - Чăваш, Тутар, Пушкăрт республикисенчен, Чĕмпĕр тăрăхĕнчен хутшăннă. Вăл шутра Чăваш Республикинчен – 6631, Тутарстанран – 295, Пушкăртран – 481, Чĕмпĕр тăрăхĕнчен - 85 шкул ачи хăй пултарулăхне кăтартнă. Çĕнтерÿçĕсене ака уйăхĕн 25 – мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунĕнче чысланă. |
|||||
„Чĕвĕлти чĕкеç” 2004 |
|||||
Сĕвем çумне сĕвем тиреп сăмах, Пĕр сăмаххи – мерчен, тепри – ахах. Шăрçа пек юрă ярăмĕ вара. Пĕр сыпăксăр юхать çавра-çавра. П.П. Хузанкай |
|||||
2004 çулта „Чĕвĕлти чĕкеç” вăйă-конкурс пĕрремĕш хут иртнĕ. Вăйăра пĕтĕмпе 5431 чăваш ачи - Чăваш, Тутар, Пушкăрт республикисенчен хутшăннă. Вăл шутра Чăваш Республикинчен – 5431, Тутарстанран – 205, Пушкăртран – 90 шкул ачи вăй виçнĕ. „Чĕвĕлти чĕкеç” вăйă-конкурс историйĕпе паллашас тесен презентацине пăхса тухма сĕнетпĕр. Презентаци |
|||||