Алдиаровский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Штрафланă тата пăчкăсăр хăварнă

08 мая 2007 г.

Çĕнçырма çынни А.Гаврилов иртнĕ çулхи ноябрьте билет кăлармасăр, ордер илмесĕр тата тивĕçлĕ ытти документсемсĕр лаша кÿлсе ларнă та çумне «Урал» моторлă пăчкине хурса ял хыçĕнчи вăрмана йывăç касма тухса вĕçтернĕ. Техникăпа усă курса вăл туххăмра 5, 51 кубла метр йывăç тÿнтернĕ: юманĕ, вĕрени, çăки... Çапла моторлă пăчкăпа хĕçпăшалланнă вăрă вăрман хуçалăхне 7089, 59 тенкĕлĕх сăтăр кÿнĕ.

Çак тĕслĕх тăрăх район прокурорĕ Административлă право йĕркине пăснин кодексĕн 8.28 статйин 2-мĕш пайĕпе ĕç пуçарнă. Ăна Тăвайри 1-мĕш номерлĕ суд участокĕ пăхса тухрĕ. Миравай суд А.Гаврилова çÿлерех асăннă статьяпа айăпласа 1500 тенкĕ штраф тÿлемелле турĕ тата унăн моторлă пăчкине конфискацилеме приговор кăларчĕ. Унсăр пуçне А.Гавриловран вăрман фондне кÿнĕ 7089 тенкĕ те 59 пуса "тăкака хăй ирĕкĕпе сапламан, çавна май прокуратурăн суда тавăç хучĕ ямалла пулчĕ" шыраса илнĕ.

Вăрман вăрри çăмăллăн хăтăлчĕ-ха. Вăл каснă йывăçсем юрать чĕрĕскерсем мар, хăрнисем пулнă. Апла пулсан, тăкак хакĕ 50 хут пысăкрах пулатчĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика