Алдиаровский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ураскассинчи библиотекăра

19 апреля 2007 г.

Ураскассинчи библиотекăра ырă кăмăллă, ăшă чунлă, Çĕнĕ Пуянкассинче пурăнакан Татьяна Михайловна Гурьева ĕçлетчĕ. Вăл библиотекăшăн чунне пама хатĕр хĕрарăмччĕ. Ураскассисем ăна халĕ те ырăпа асăнаççĕ. Кашни кун çÿреме аякра тесе пулас, пăрахрĕ ку ĕçе.

Халь ун вырăнне Галина Ильина йышăнчĕ. Вăл Ураскассинчех çуралса ÿснĕ, Шупашкарта педуниверситетран вĕренсе тухнă. Галина Владимировна питĕ тăрăшуллă. Ĕçе вырнаçсанах çĕкленÿллĕ кăмăлтуйăмпа стенасене çĕнĕ шпалер çыпăçтарса пÿлĕме çутатнă, шыв тумласа тăракан маччине те юсаттарма шутланă. Килĕренкиле çÿренĕ, çынсемпе калаçнă, ăнлантарнă. Çапла ураскассисем биб-лиотекăна юсама килĕшнĕ, хăшĕсем 200, 100, 50 тенкĕ панă. Библиотека хăйсенех кирлине ăнланнă вĕсем. “Трудовой путь” ЯХПК "825 тенкĕ", ялти халăх театрĕ "500 т.", Г.Ильина "200 т.", Б.Ильин "200 т.", А.Григорьев "100 т.", А.Ильин "100 т." тата ыттисем те пулăшнă. Надя Сербина 240 тенкĕ тăракан штора илсе панă. Çапла вара библиотекăна юсама укçа пухăннă, юсавçисене те тÿленĕ.

Эльпуç ял тăрăхĕ библиотека валли “Ял ĕçченĕ”, “Хыпар” хаçатсем çырăнса панă.

Хальхи вăхăтра вулавăшра 5800 кĕнеке шутланса тăрать. Халăх татăлмасть унтан, çутă, илемлĕ пÿлĕмсем. Н.Ефремов, Н.Бурова, Н.Иванова, Н.Федорова, Г.Иванова библиотекăран час-часах кĕнекесем илсе вулаççĕ.

Л.Иванова, П.Григорьева, М.Григорьева, Н.Спиридонова, А.Смирнова, А.Александров тата ытти вĕренекенсем те пулăшнă библиотекăна юсама.

“Шурă халатлисем”, “Вырăс чĕлхине халалласа”, “Ача çулталăкĕ” ятлă стендсене курма пулать вулавăшра, П.Хусанкай çинчен утренник ирттернĕ, çĕнĕ кĕнекесем килсех тăраççĕ унта.

Çапла пурнăç урапи малаллах шăвать. Ураскассинчи библиотекăна кĕрсе тухма кăмăллă халь.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика