БУ ЧР "Канашская Районная СББЖ" Госветслужбы ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайăк-кĕшĕк грипĕнчен сыхланар

16 марта 2017 г.

Мускав облаçĕнче кайăк-кĕшĕк грипне тупса палăртни Раççейĕн ытти регионĕсене те асăрхануллă пулма хистет. Кайăксем çуркунне тăван тăрăха чĕпĕ кăларма йышлăн вĕçсе килни лару-тăрăва пушшех те çивĕчлетет. Вирус кайăксен сывлав тата вар-хырăм органĕсене сиенлетет, чирлĕскерсене вара сыватма май çук.

Чир сывă кайăк-кĕшĕке апат, çамарта, аш, тĕк, каяш тата тĕрлĕрен хатĕр урла лекет. Ҫын çак чирпе инфекци лекнĕ чăх-чĕпе пăхнă чухне тата вĕсен çăмартипе ашне çисен аптăраса кайма пултарать. Ҫавăнпа та чăх-чĕп продукцине лайăх пĕçермелле.

Вирусăн инкубаци тапхăрĕ 3-7 куна пырать. Чирлĕ кайăк тĕлĕрсе тăрать, апчхулатать, йывăррăн сывлать, пуçĕпе мăйĕ кÿпчесе каяççĕ, тайкаланса утать, çамарта ‘ тума пăрахать. Кăштах вăхăт иртсен вăл вилет.

Ҫакăн пек лару-тăру пирĕн районта сиксе ан тухтăр тесе районти чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари станцийĕн специалисчĕсем чăх-чĕп тата сысна продукцийĕн çаврăнăшне çирĕп тĕрĕслесе тараççĕ. Кил тăрăх çÿресе кайăк-кĕшĕк шутне палăртаççĕ, вĕсен сывлăхĕпе паллашаççĕ. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Канашри чăх-чĕп фабрикинче чăхсен юнне 50 проба илсе тĕрĕсленĕ. Анализсем чир-чĕр çуккине палăртнă.

Пуш уйахĕн 9-мĕшĕнче Чаваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн думĕ - ял худалах министрĕ С.Артамонов дак дивĕч ыйтава Правительство комиссийĕн ларавĕнче хускатна. Пуш уйахĕн 13-мĕшĕнче ана район комиссийĕн канашлавĕнче те тишкернĕ.

Кайăк-кĕшĕк грипĕнчен сыхланас тĕллевпе çакна асра тытмалла: килти кайăк-кĕшĕке ирĕке кăлармасăр усрамалла. Вĕсен апачĕ патне çерçи, чана тата курак таврашне пыртармалла мар. Чăх-чĕпе апат панă, каяшне тасатнă хыççăн гигиена çинчен манмалла мар. Чăх çамартипе ашне сĕтел çине лартиччен лайăх пĕçермелле. Кил хуçалăхра чăх-чĕп чирлесен е вилсен çийĕнчех ветспециалистсене пĕлтермелле.

 

Михаил КОШКИН, районăн тĕп ветврачĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика