Алдиаровский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк тĕпчевçĕсем

01 марта 2011 г.

“Эпĕ – тĕпчевçĕ” ятлă конкурс иртет пирĕн республикăра шкул çулне çитмен ачасемпе пуçламăш шкулта вĕренекенсем хушшинче. Элпуçĕнчи пуçламăш класри ачасем те унта хутшăнчĕç.
“Симĕс Илемпи” ятлă тĕпчев ирттерчĕç Даша Борисовапа Саша Кабаков. Вĕсене чăрăша нумай касса пĕтерни пăшăрхантарать. Çак çивĕч проблемăна çĕклерĕç те хăйсен ĕçĕнче çамрăк тĕпчевçĕсем. С.Константинова вĕрентекен ертсе пычĕ вĕсене. Пирĕн тăрăхра чăрăш ăçта ытларах ÿснине тĕпчерĕç Сашăпа Даша. Унран мĕнле изделисем тунине пĕлчĕç. Вăрман хуçалăх ĕçченĕнчен Ю.Борисовран интервью илчĕç, библиотекăра материал пухрĕç. Юлашкинчен презентаци хатĕрлерĕç маттур ачасем. Презентаципе шкулти наукăпа тĕпчев конференцийĕнче тантăшĕсене паллаштарчĕç.
Иккĕмĕш класра вĕренекенсем те вĕсенчен юлмарĕç. Н.Ильина вĕрентекен ертсе пынипе вĕсем те тĕпчевсем ирттерчĕç, конференцире хăйсен пĕтĕмлетĕвĕсене сĕнчĕç. Милана Ефремова, акă, “Сĕтел çинчи çăкăра мухтав!” ятлă тĕпчевĕпе паллаштарчĕ. Ачасем çăкăра упрама пĕлменнипе пăшăрханать вăл. Милана тантăшĕсене çăкăр мĕнле пулнине аса илтерчĕ. Вăл çителĕклĕ пултăр тесен миçе çын вăй хунине каласа кăтартрĕ. “Малашне çăкăра упрăпăр”, – тесе пĕтĕмлетÿ турĕç конференцие хутшăннă иккĕмĕшпе пĕрремĕш классенчи ачасем.
Коля Воеводовăн та тĕпчевĕ тарăн содержаниллĕ. 2011 çула мĕншĕн космонавтикăна халалланипе кăсăкланнă ача. Космонавтика историне тĕпченĕ. Денис Иванов “Çын айăпĕпе вилсе пĕтнĕ чĕр чунсем” темăна хускатнă. Анастасия Афанасьевапа Марина Никитина хăйсен тĕпчевĕсенче Мăрмăр кушак вăрттăнлăхĕсен тупсăмĕсене шырарĕç.
Ачасем ĕçлени сая каймĕ. Вĕсем тĕрлĕ çăл куçсенчен кирлĕ информаци шырама вĕренчĕç. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлине уйăрса илме хăнăхрĕç. Хăйсем ÿснĕ май вĕренекенсем тĕпчевсенче тата пысăкрах çитĕнÿсем тума пуçлĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика