Алдиаровский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Медицина ĕçченĕсем тăрăшаççĕ

01 марта 2011 г.

Эпĕ Нÿшкасси ялĕнче пурăнатăп. Ватлăх ватлăхах çав, сывлăх хăй пирки аса илтерсех тăрать. Çул тытатăп вара Элпуçĕнчи пĕтĕмĕшле практика врач офисне. Унта Татьяна Васильевна Андреева йышăнать чирлисене. Медсестрасем те питĕ ырă кăмăллă. Тăватă ялта пурăнакансене пăхса тăраççĕ вĕсем. Мĕнле ĕлкĕреççĕ-ши хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлама? Питĕ хисеплетĕп сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансене. Александр ывăлăм та медицина ĕçченĕ ман.
Тăвайри больницăра вара шăлсене сиплемелле пулчĕ. Мана Николай Леонидович Козлов врач тивĕçтерчĕ. Анфиса Ивановна Антонова медсестра шăл врачне пулăшса тăрать. Вĕсен ĕçĕпе питĕ кăмăллă юлтăм.
Ольга Васильевна Иванова врач-терапевтран та тĕрлĕ сĕнÿсем илтĕм çав кун. Сывлав органĕсем мĕнле ĕçленипе кăсăкланчĕ, эмелсем çырса пачĕ.
Нина Николаевна Бурдасова тĕп врач районта пурăнакансене сывлăх сыхлавĕн системи лайăх тивĕçтертĕр тесе тимлет.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика