Алдиаровский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăнара – паттăр ентеш

22 февраля 2011 г.

Элпуçĕнчи вăтам шкулта Афганистанри вăрçа хутшăннă Николай Александрович Александровпа тĕл пулу пулчĕ. Ăна Раççей çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 20 çул çитнине халалласа йĕркелерĕç. Н.А.Александров – отставкăри полковник. Вăл 1942 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче Ураскасси ялĕнче çуралнă. Пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Шкул пĕтерсен Оренбургри çар училищине вĕренме кĕнĕ. Ача чухнех спортпа туслă пулнă, район шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсем йышăннă. Ентешĕмĕр çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ. Училище пĕтернĕ хыççăн вăл çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче службăра тăнă. 1972–1975 çулсенче Николай Александрович артиллери академийĕнче вĕреннĕ. 1976 çулта вăл “Хисеп палли” ордена тивĕçлĕ пулнă. 1985–1987 çулсенче Н.Александров Афганистанри вăрçа хутшăннă. 1986 çулта паттăра Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа наградăланă.
Николай Александрович хăй çинчен ачасене тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Тимлĕ итлерĕç ăна çамрăксем, тĕрлĕрен ыйтусем пачĕç. Тĕл пулу вĕçĕнче ачасем пĕр минут шăп тăчĕç, пуçĕсене хунă паттăрсене асăнчĕç. Çакăн пек тĕл пулусем ачасене пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшаççĕ. Вăрçă паттăрĕсене, çĕр-шыв хÿтĕлевçисене пирĕн пысăк тимлĕх уйăрмалла, вĕсене яланах пулăшма тăрăшмалла.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика