ХĔр сĂри
Хĕр сăрине чăвашсем тĕрлĕ
вăхăтра ирттернĕ. Пирĕн Хуракасси тăрăхĕнче
Çăварни эрнинче шăмат кун каç уявланă. Уява хĕрсем,
каччăсем, ача-пăча, вĕсемпе пĕрле çамрăк
мăшăрсемпе ваттисем те хутшăннă.
Уява хатĕрленме 3—4 кун малтан пуçланă. Каччăсем
пысăкрах пўртлĕ кил хуçипе калаçса татăлса уяв
вырăнне хатĕрленĕ: сĕтел-пукан юсанă, саксем
тунă. Ушкăнпа пўрт ăш-чиккине çуса тасатнă,
тирпейленĕ. Хĕрсемпе ачасем ялти çынсенчен салат, хăмла,
аш-пăш, сĕт-çу пуçтарнă. Хĕрсем сăра вĕретнĕ,
каччăсем шыв кўрсе панă. Уяв кун ачасем уява йыхравланă. Кил
хуçипе пĕрле хĕрсем кукăль-çăмах пĕçернĕ,
сĕтел çине апат-çимĕç лартнă. Пурте
пухăнса çитсен уяв пуçланнă. Чи малтан çурта
çутса Турра кĕлтунă: «Эй, çўлти Турă, эпир
тунă çылăхсене каçар. Пире пĕр-пĕринпе килĕштерсе,
пĕр-пĕрне пулăшса пурăнма сывлăх пар. Яланах ял-йышпа
килĕштерсе пурăнма пулăш. Выльăх-чĕрлĕхĕ,
уйĕ-çаранĕ тулăх пултăр. Пирĕнтен чир-чĕре,
усал-тĕселе, инкек-синкеке аяккалла сирсе яр. Паян çак
праçнике йĕркеллĕ ирттерме пулăш. Мухтатпăр сана халĕ
те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь».
Сĕтел хушшине ларса çинĕ-ĕçнĕ. Эрехпе
аташман. Апат-çимĕçшĕн тав тунă. Юрланă,
ташланă. Хĕрсемпе каччăсем пĕр-пĕрне хăйсем
тунă япаласене парнеленĕ, сывлăх, телей суннă. Яшсемпе хĕрсем
савăннă вăхăтра икĕ-виçĕ ватăрах
çын кил хушшине тухса чир-чĕре ăсатнă. Хĕр
сăрин тĕп тĕллевĕ — чир-чĕре ăсатса ярасси,
малашнехи пурнăçра тăрăшса ĕçлесси.
Ваттисем чир-чĕре ăсатса кĕрсен
куркасене çĕнĕрен сăра ярса ĕçеççĕ,
ташласа юрлаççĕ. Юлашкинчен кил хуçине тав туса юрласа
мăшăрăн-мăшăрăн килĕсене
саланаççĕ.
Ыр ĕçрĕмĕр, ыр çирĕмĕр,
Тав сăмахне калас пулать.
Сăпаçипах пускилсене,
Пĕрле пуçтарăнса ай
савăнтăмăр.
Айтăр кайпăр, киле кайпăр,
Килтен илме ай килес çук,
Çатракасси
ялĕ, Т.Т. Донскова
(1926)
çырса панă.