Улах
юррисем
1937—1940 çулсенчи ялти хĕрсем пĕр-пĕрин патĕнче
ларатчĕç, тĕрлĕрен ал ĕçĕсем тăватчĕç,
яшсем купăспа пырса кĕрсен — ташлатчĕç, шўтлесе те
куларах сутса юрăсем юрлатчĕç.
Шур-мир шăкки-шакки,
Шенетари шăкки-шакки,
Кулятари шăкки-шакки,
Трай-рай-рай!
Ой, пичи Павăл пур та,
Эс кампала кулять тăван?
Эс, наверно, Пăлакипе-ха,
Трай-рай-рай!
* * *
Шăлтăрма корĕк, кăпчан корĕк.
Окань-Окань-Оканеç.
Вĕл-вĕл порçăн тотăр,
Порçăн тотăр — Ултутти.
Тутăр илсе параканĕ
Анаткасри Михала.
Çав Михала — асăрханăр —
Хĕр вăрлама шухăшлă.
* * *
Ши-шу! шăпчăк сасси:
— Санăн варли ăçтарах?
— Манăн варли Турикасра,
Турикасри мăн шор пўртре,
Унта Ванюк — ман чун уççи.
*
* *
Хитре уйăп кайăка, (2 хут)
Ай-уй, капкăн лартса тытрăмăр. (2 хут)
Анаткасри Марука, (2 хут)
Ай-уй, Микулапа куртăмăр. (2 хут)
Марук, эсĕ чăнахах, (2 хут)
Ай-уй, Микулапах çўресшĕн. (2 хут)
* * *
Чупрăм антăм ай çырмана
Кăвак хут укçа ай пуçтарма.
Кăвак хут укçа ай пичетсĕр —
Пирĕн çамрăк пуç ай телейсĕр.
Шывра сăсар ай сикет-çке,
Шыв типессе ай сисет пуль.
Чун хурланать, чĕрем макрать,
Ĕмĕр иртессе ай сисет пуль.
Çўл ту çине ай хăпарма
Туй таканлă ай ут кирлĕ.
Ыр ачапа ай калаçма
Пĕчĕкрен тытнă ай ăс кирлĕ.
Çуркуннепе ай кĕркунне
Ларма лайăх çурт çумĕнче.
Тем чул йывăр ай пулсан та
Пурăнма лайăх ай хĕр чухне.
* * *
Тус-тантăшпа ларма тухрăм
Кўршĕ хĕрсен улахне.
Ай турух, чăнахах
Кўршĕ хĕрсен улахне.
Кăмака çумне ларас терĕм —
Таракантан хăрарăм.
Ай турух, чăнахах
Таракантан хăрарăм.
Санюк çумне ларас терĕм —
Ваçукран хăрарăм.
Ай турух, чăнахах
Ваçукран хăрарăм.
Торта толли тор лашийĕ
Шăхăрмасăр шыв ĕçмест.
Ай турух, чăнахах
Шăхăрмасăр шыв ĕçмест.
Пĕве çитнĕ хĕр Санюкĕ
Çав Ваçуксăр порнаймасть.
Ай турух, чăнахах
Çав Ваçуксăр порнаймасть.
Мăн Токшик ялĕ, Д.Н. Данилова (1925) çырса панă.
* * *
Пирĕн лаши хора тор
Сĕл парса та сĕл çимаç.
Çиессине çийĕччĕ те —
Пура тĕпĕ якарах.
Çак та ялăн ачисем
Хĕр парса та илмеççĕ.
Илессине илĕччĕç те —
Кăси тĕпĕ якарах.
Çак та ялăн хĕрĕсем
Качча тухма шут тытмаç.
Тытассине тытĕччĕç те —
Арча тĕпсем якарах.
Ту хĕррине ансан та
Пол тытатпăр полмалла.
Хĕрсем çумне ларсассăн та
Полтаратпăр полмалла.
Хора лаши çол тыттăр,
Яла кĕрсен пуç ухтăр.
Савни тени сар полтăр,
Çома ларсан калаçтăр.
Чемей сали, 1928 ç. Л.Я. Яковлев çырса илнĕ.
ЧПГăИ ăА. I уйр. 14 т. 218 с.
* * *
Чўрече умĕнчи пуш кĕленчи
Сăмакунккă ярмалли.
Хамăр çумри пуш вырăн
Савни килсен лармалли.
Кăмака çумне ан ларăр,
Пирн кăмаки шуратать.
Манăн çумма ан ларăр,
Савни хаяр — çилленет.
Уйăх та пур, çăлтăр та пур.
Мĕншĕн çутти пĕр мар-ши?
Савни те пур, ай хам та пур.
Мĕншĕн ăссем пĕр мар-ши?
Улăх тăрăх утас мар,
Курăк тымарне хăртас мар.
Ют ачапа калаçас мар,
Хам савнине сивĕтес мар.
Саттин саппан — хура саппан,
Çакас килми пулайрĕ.
Ку савнисĕр пурнăçа
Пурнас килми пулайрĕ.
Пирн кăвак лашин пуç çемçе,
Çталла туртнă — унталла.
Пирĕн савнин ăс кĕске,
Çталла астарнă — унталла.
Шыв хĕрринчи шур автань
Шывалла пăхса авăтать.
Чунăм савни, сар ачи,
Куçран пăхса йăл кулать.
Тимĕр алăк, йĕс хăлăп,
Уçăлать-хупăнать çил çук чух,
Чунăм савни, сар ачи,
Килет-каять хам çук чух.
Парлак çинчи хыт курăкне
Эп çулмасан кам çулĕ?
Ялти йăвăр сăмахне
Эп илтмесен кам илтĕ?
Шăпăр-шăпăр çăмăр
çăвать,
Улăм çуртăм туртсилет.
Шăпăр-шăпăр куççуль юхать,
Алри тутăр туртсилет.
Çынсем турĕç сатин саппан,
Эп те турăм сатин саппан.
Çынсем çурĕç юхан шывпа,
Эп те çурăм хура куççульпе.
Кукку тунă çăмартине
Пăрчăкан пусса кăларнă.
Пире анне çуратнă,
Атте пăхса ўстернĕ.
Атте пўрчĕ умĕнче
Çын йăтайми чул выртать.
Çын йăтайми чул мар вăл,
Эп йăтайми хуйхă вăл.
Хура вăрмана ма каяс,
Хурама йывăç ма касас,
Хурланмалла ма юрлас?
Хурлăхлă чунăм хурланать.
Пусма вĕçне хурама лартрăм,
Тухмассерен хурлантарчĕ.
Кăна пĕлнĕ пулсассăн
Тахçанах касса прахас-мĕн.
Пусма вĕçне врене лартрăм,
Тухмассеренех савăнтарчĕ.
Кăна пĕлнĕ пулсассăн
Тата пиллĕк лартас-мĕн.
Шăнкăр-шăнкăр шу юхать
Ик шур хурăн хушшипе.
Хурăн çулçине хурт çинĕ,
Пирн телее йăт çинĕ.
Хурăн кутĕнчи хурăн çырли
Пăчăртансах типсе ларчĕ.
Эх, мăнтарăн яш ĕмĕрĕ
Пăшăрхансах иртсе кайрĕ.
Тури Панкли ялĕ, 1923—1930 çç.
Х. Кудрявцева çырса илнĕ.
ЧПГăИ ăА. I уйр. 43 т. 550—553 с.
*
* *
Ай çил кашлать, çил кашлать,
Çил кашламан пĕр кун çук.
Ай, ăш çунать, ăш варкать,
ăш варкаман пĕр кун çук.
Шыв ăсас çук витрине
Ма сăрласа çакнă-ши?
Ыр курас çук пурнăçне
Ма çуратса янă-ши?
Урамĕ вăрăм ан пултăр,
Утса вĕçне тухасси.
Ĕмĕр вăрăм ан пултăр,
Пурăнса вĕçне тухасси.
Вĕрене çулçи вĕçсе ўкрĕ
Пичĕпе ўпне çавăрăнса.
Ман яш ĕмĕр иртсе кайрĕ
Пуçа чиксе хуйхăрса.
Ăçтан пиçтĕр çĕр çырли
Хăмăшпа хăмăш хушшинче?
Ăçтан кĕтĕр хĕрлĕ сăн
Хуйхăпа шухăш хушшинче?
Хурлăхан лартса ўстертĕм
Çĕрĕн-кунĕн шăварса,
Яштак пĕвĕме ўстертĕм
Çĕрĕн-кунĕн макăрса.
Çыран çумĕнчи вĕт чулне
Ум аркине пуçтартăм.
Ĕмĕр вĕçĕнчи хуйхине
Пў çĕклемне çĕклерĕм.
Хăвăл юман варринче
Эпĕ тупрăм пĕр çыру.
Çыру çырнă ман савăни
Йăвăр хуйхă хушшинче.
*
* *
Сăрт варринче кĕрен курăк
Сывлăм шывпе шуралчĕ.
Ой, мăнтарăн хĕрлĕ сăнăм
Хуйхăпала шуралчĕ.
Вĕтрен çитĕнет васкаса
Тем ыр чечек кларас пек.
Эпир çитĕнтĕмĕр васкаса
Тем ыр курса пурнас пек.
Пуçри туттăр, шурă туттăр,
Кĕтесси хура ан тейĕр.
Çуллă çисе хуралман,
Куççуль шăлса хуралса.
Анне хĕрĕ пуличчен
Чул муклашки пулас-мĕн.
Чул муклашкин чунĕ çук,
Чун хурланас хуйхи çук.
Мăн шу çинче хăмăшлăх —
Кашламасăр кун иртмест.
Эпир хамăр та çавăн пек —
Хуйхăрмасăр кун иртмест.
Хура вăрман ма кашлать?
Сар çулçине тăкнăшăн.
Эпир çак юрра ма юрлатпăр?
Пуçри хуйха ирттерме.
Вăрманкас-Шашкар
ялĕ, 1937 ç. Д.П.
Вершков çырса илнĕ.
ЧПГĂИ ĂА. III уйр. 121 т. 30—32 с.
Эп пĕр-пĕччен, лампа тĕттĕм,
Йĕри-тавра шăплăх.
Çынсем çывраç ăш ыйăхпа
Эп çеç çывраймастăп.
Çывăрасчĕ, ман ыйх килмест,
Манăн ăшăм çунать.
ăшăм çунать çулăмпала
Хуйхăпала пĕрле.
Авуç килет шур пăрахут,
Пуçлать вăл кăшкăртма.
Авуç килет ман савни,
Пуçлать вăл йăпатма.
А мĕн мана сан йăпату,
А мĕн сан юрату.
Паян ларан эс манпала,
Ыран каç урăхпа.
Савни, савнисем пулаççĕ
Ултавлă чĕресем.
Сăмахпа çеç юратаççĕ,
Чĕререн — нихăçан.
Чуманкасси
ялĕ, А.И.Николаевăран (1941) Л.Г. Ковалева çырса илнĕ.
1947—1948
çç. юрланă.