Шурча тĂрĂхĔнчи çĔнĔ пўрт Ĕçки

Новоселье в Акрамовском округе

Çĕнĕ пўрт ĕçкине пўрт туса пĕтерсе пурăнма кĕрсен пĕрремĕш çулĕнче, виçĕ çултан, пилĕк çултан, çичĕ çултан кая юлмасăр тăваççĕ; ўте кĕрсен, уйăх тăхрисенче, тулли уйăхра ирттереççĕ, анчах та типĕре, мăшăрлă çулта юрамасть теççĕ. Çак ĕçкĕ валли пĕр пăт чанĕпе сăра тăваççĕ, йўçнĕ сăрана юман пичкесене хываççĕ, эрех, тĕрлĕрен апат-çимĕç хатĕрлеççĕ. Ĕçкĕ тума палăртнă куна уй урлă тăванĕсене, çывăхри пур тăван-хурăнташа, пускилсене е ялĕпех чĕнеççĕ. Чĕннĕ чухне çĕнĕ пўрт ĕçкине пымалла тесе мар, пĕр курка сăра ĕçме пырăр тесе калаççĕ. Хăнисем вара ятлă ĕçке сăра-эрехпе, кучченеç-парнепе килеççĕ. Çĕнĕ пўрте кĕнĕ чух тата вут пуленкисем йăтса кĕреççĕ, пўрчĕ хăтлă та ăшă пултăр тесе кăмака умне хураççĕ. Кил хуçипе арăмĕ тăванĕсене кĕрсенех ларма сĕнеççĕ, ватăрах хăти-тăхлачисене турă кĕтессинерех лартаççĕ. Сăра пички пуçлаççĕ, куркасене алла тытса, çурта çутса, Турра кĕлтуса сăра ĕçеççĕ. Унтан çавра çăкăр касса чĕллĕн-чĕллĕн çине тăвар сапса пĕр-пĕринпе тĕкĕнсе ыр сунса çиеççĕ. Кил хуçи черккесене эрех тултарать, пурте тулли черккене пўрчĕ хăтлă, ĕмĕр пĕрле пурăнмалла пултăр тесе тав туса ĕçеççĕ, кил хуçисене илсе килнĕ япаласене парнелеççĕ, ĕçеççĕ, çиеççĕ. Унтан ратăри чи асли кĕреке юрри — «Алран кайми аки сухи» — пуçласа юрлать. Кайран кил хуçипе арăмне ташă пуçлаттараççĕ, урăх вĕсем юрласа ташламан, хăнасене пăхнă. Хăнасем такмакласа ташланă, ĕçкĕ юррисем юрланă.

*   *   *

Тур лашине перн ме кўлес мар, (2 хут)

Турта толли ай тор лаши,

Ик шанкраллă хора пĕкки.

 

Чĕннĕ çĕре перн ме килес мар, (2 хут)

Чĕннĕ тăвансем шор пўрт толли,

Хăти-тăхлачи кĕреке толли.

 

Ура çине тăрса перн ме юрлас мар, (2 хут)

Тăванăмсем ай коç толли,

Кăмăлĕсем ай пыл тоти.

 

Перн çакăнта ме савăнас мар, (2 хут)

Савăнтарать тăван порри,

Ял-йыш, поскил пĕрле полни.

 

Çут тĕнчере перн ме порнас мар, (2 хут)

Çак ырлăха перн ме корас мар,

Ачи-пăчи ай сак толли,

Çитĕнсессĕн ай пўрт толли.

 

*   *   *

Толлит-толлит ай ту çинче,

Хорпа кăвакал ай ту çинче,

Эпĕр конта шорă пўртре,

Тăван панче кĕрекере.

 

Ой хапхийĕ ай хыр юпа,

Мĕнле ларать ай терĕмĕр,

Твансем мĕнле порăннине

Килсе корас ай терĕмĕр.

 

Куккук йăви ай çўлте мар,

Эпир илес ай çĕрте мар,

Перн тăвансем ай çухра мар,

Ир-каç курас ай çĕрте мар.

 

Кўль-кўль орлă полсассăн та

Кайăк тытма ай майĕ пор,

Çич ой орлă полсассăн та

Килсе корма ай майĕ пор.

 

Ора тăсса ай лармасан

Çут калошне кам корать-ши?

Ора çинче юрламасан

Перн корнăçа кам корать-ши?

*   *   *

Урам вăрăм терĕмĕр, терĕмĕр,

Çор урамран иртрĕмĕр, иртрĕмĕр.

Ĕмĕр вăрăм терĕмĕр, терĕмĕр,

Çор ĕмĕртен иртрĕмĕр, иртрĕмĕр.

 

Урам вăрăм мĕн осси, мĕн осси

Симĕс корăк шăтмасан, шăтмасан,

Ĕмĕр вăрăм мĕн осси, мĕн осси

Ыр корасси полмасан, полмасан.

 

Çўл ту çинче çил армань, çил армань

Çил тохасса кĕтет поль, кĕтет поль,

Çич ой орлă тăванĕ, тăванĕ

Эпир килессе кĕтет поль, кĕтет поль.

 

Куккук, сана лайăх-и, лайăх-и

Çўлте вĕçсе çўреме, çўреме?

Тăван, сана лайăх-и, лайăх-и

Эпир килсех çўресен, çўресен?

 

Сăпаççипах куккукне, куккукне

Çич çăмарта тунишĕн, тунишĕн,

Сăпаççипах тăванне, тăванне

Ырă сунса чĕннишăн, чĕннишăн.

 

*   *   *

Хăпармăттăм ту çине,

Хăпармăттăм ту çине, ай ту çине.

Юрататăп ту çинчи юр çуттине.

 

Ах, ту тайлăк, ту тайлăк, ах, ту тайлăк.

Ту тайлăк мар, çул тайлăк,

Ай çул тайлăк.

 

Кимĕттĕмчĕ çакăнта,

Кимĕттĕмчĕ çакăнта, ай çакăнта.

Юрататăп тăвансен ыр кăмăлне.

 

*   *   *

Сăрт хĕррисем симĕссĕн корна пуçларĕç (2 хут)

Те хĕвелĕ хĕртсе пăхнăран,

Те çуркунне ай час килнĕрен.

 

Пит çăмарти хĕреле пуçларĕ (2 хут)

Те тăванĕ сĕнсе ĕçтернĕрен,

Те черккене тĕппе ĕçнĕрен.

Ял çомĕнчи вăрманĕ анчах симĕсчĕ,

Тем хошăра, сисмерĕм, хăех саралчĕ.

Анчах пуçăм çамрăкчĕ, ай-ай çамрăкчĕ,

Тем хошăра ватăлчĕ, ай-ай ватăлчĕ.

Çол коркине тăванĕ сĕнме пуçларĕ (2 хут)

Те лашине кўлсе тăратнăран,

Те каймашкăн вăхăт çитнĕрен.

 

*   *   *

Вăрманĕ кашлать, шĕшки авăнать,

Мăйăр тăкăнать, кам поçтарать-ши?

Конран-кон иртет, çолтан-çол иртет,

Ĕмĕр иртнине кам шотланă-ши?

Чĕвĕл чĕкеçсем мăшăррăн пулса

Йăва çавăраç чĕп кăларасшăн,

Мăшăррăн пулса, çемье çавăрса

Ĕмĕр иртет-çке ача-пăчашăн.

Вăрман кашларĕ, шĕшкĕ авăнчĕ,

Мăйăр тăкăнчĕ, ай пуçтарасчĕ,

Ача-пăчампа, хурнпала* тăванпа,

Ял-йыш, пускилпе пĕрле пурнасчĕ.

Сĕм-сĕм вăрманта чăрăш тăрринче

Куккук авăтрĕ, çул шутларăр-и?

Конран-кон иртрĕ, çолтан-çол иртрĕ,

Ĕмĕр иртнине сиссе юлтăр-и?

 

*   *   *

Çил ту çинче ай çич хорăн,

Çиччĕшĕ те ай пĕр волтан.

Эпир çиччĕн ай пĕртăван,

Çиччĕшĕ те ай пĕр вартан.

Çўл ту çинчи ай хорăнне

Касса сая ай ярас мар.

Порăннă чох пĕрне-пĕри

Сив сăмахпа сивĕтес мар.

Çўл ту орлă каçă порччĕ,

Каçас терĕм эп ку енне.

Каяс тесен поскил порччĕ,

Килес терĕм тăван патне.

Çўл ту çинчи çич хорăнĕ

Ĕмĕр лартăр ай кашласа.

Тăвансемĕр, пĕрле чохне

Юрлар-халĕ ай савăнса.

 

                                                          *   *   *

Шăпчăк кайăк ай полар-и,

Сад картине ай кĕрер-и,

Тăвансемĕр, пĕрле чохне

Юр пуçласа ай юрлар-и.

 

Куккук йăви ай мамăкран,

Мамăк вĕçрĕ, ай кортăр-и?

Перн тăвансем ай ылтăнран,

Ылтăн хаклă, пĕлетĕр-и?

 

                                                         *   *   *

Лаши юртма ай юратать,

Юртнă чохне поç ухтарать.

Старик ĕçме ай юратать,

Хам юрлама ай юратап.

 

Çырма хĕрри ай ишĕлчĕ,

Çеремĕ те шыва ўкрĕ.

Шыва ўкрĕ те ай çохалчĕ,

Симĕс корăк сая кайрĕ.

 

Перĕн ĕмĕр, çамрăк ĕмĕр,

Тем хушăра иртсе кайрĕ.

Ай шеремет çамрăк пуçăм,

Сисмерĕм те, ай ватăлчĕ.

Шурча сали, С.С.Тимофеева

(1947) çырса панă. 2003 ç.

 

Новоселье в с. Акрамово справляют не позднее трех, пяти или семи лет после завершения строительства.

Когда приглашают, говорят: «Приходите на кружку пива», «новоселье» слово не называют.

В гости все приходят с пивом, вином, пирогом, подарками. Некоторые заносят по несколько поленьев с пожеланиями, чтобы в доме было тепло и уютно, складывают их у печки.

Перед основным угощеньем всем подносят по кружке пива и раздают по кусочку хлеба. Едят его, посыпая солью, благодаря друг друга, испрашивая благословения у Бога. После этого все садятся за стол, и начинается веселье.

 

                        

Назад        Содержание       Вперед