ТРАДИЦИИ , ОБРЯДЫ , ПРАЗДНИКИ

Вăйă юррисем

Хорнуй ялĕнче те, ытти чăваш ялĕсенчи пекех, çамрăксем çурхи савă­нăçлă каçсене вăйăра ирттернĕ. Вăйă майĕпе юррисене юрланă, шўтленĕ. Акă вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем:

Автанĕпе чăххийĕ, чăххийĕ

Вăлашкине тўнтермелле вуляççĕ, вуляççĕ.

Ваньушкапа Спаньушка, Спаньушка

Тўшеккине ампаралла йăтаççĕ, йăтаççĕ...

Ай-ай-ай, ай-ай-ай, чуптунине кортăмăр, кортăмăр,

Ай-ай-ай, ай-ай-ай, уйрăлнине корасчĕ, корасчĕ...

Вăрçă вăхăтĕнче те вăййа тухнă, анчах савăнăçĕ пулман. Каччăсем пурте вăрçăра пирки «вăйă» каçĕ салхуллăн иртнĕ. Хĕрсем хурлăхлăн юрланă:

Вулямастăр, колмастăр та

Вулямастăр, колмастăр,

Ĕмĕр иртмеç тетĕр-и? (2 хут)

Иртин иртĕ, мĕн тăвас та

Иртин иртĕ, мĕн тăвас?

Савни çок тăк савнăç çок. (2 хут)

 

Ише пĕлмен коакалне те

Ише пĕлмен коакалне

Ме ку кўлле янă-ши? (2 хут)

 

Тĕрĕ пĕлмен хĕрсене те

Тĕрĕ вĕрениман хĕрсене

Ме сар порçăн парнă-ши? (2 хут)

 

Пер çитĕннĕ вăхăтра та

Пер çитĕннĕ вăхăтра

Ме ку вăрçă тухнă-ши? (2 хут)

Ача-пăчан хăйсене май вăйă, хăйсене май юрăсем пулнă.

Йĕкĕрлтер, йĕкĕрлтер,

Йĕкĕрлтер капăр пĕр капăр,

Йăптăм-йăптăм ерментей,

Сарри, сарри, саррипе,

Хори, хори, хорипе,

Тимĕр карта толлипе.

Эс чипер, эп чипер,

Чăн чипери çак ачи, —

тесе карталанса юрласа çаврăннă. Çав вăхăтра пĕри карта варринче тăнă. Юрласа чарăнсан вăл кама кăларас тет, çавна туртса кăларнă. Хăй ун вырăн­не тăнă. Каллех çавăн пек...  (Авалхи вăйă.)

Хорнуй ялĕ, 1960-мĕш çулĕсенче Н.Г. Петровский (1921) çырса илнĕ.

 

                        

Назад        Содержание       Вперед