Сентябрĕн 1 – мĕш числинче «Тăрмăш» халăх фольклор, Енĕш Нăрвашри культура çурчĕ çумĕнчи «Саймал» ушкăнĕн членĕсем тата районти культура ĕçченĕсем Тăрм ăшри культура çурчĕн ĕçченне Петров Николай Павловича 70 çулхи юбилейпа пĕтĕм чун-чĕререн саламласа, çирĕп сывлăхпа вăрăм кун-çул сунса юрă хыççă юрă парнелерĕç, пурнăçра яланах ыррине çеç сунатпĕр, терĕç вырăнти артистсем .
Николай Павлович Тăрмăшри культура çуртăнчи «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнне купăспа хавхалантарса пырать. Халăх фольклор ушкăнĕ районта иртекен фестивальсемпе конкурссенче кăна мар, республика, регион шайĕнчи фестивальсенче те яланах малтисен шутĕнче. Кунта паллах купăсçăн та тӳпи пысăк вырăнта. Вăл кĕвĕленĕ «Туслăх юррине» эпир тĕрлĕ уявсенче шăрантаратпăр. Пире те, «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнĕн артисчĕсене хăйĕн пуçарулăхĕпе хавхалантарса тăрать. Ялти туйсенче, юбилейсенче купăспа юрлаттарса – ташлаттарса савăнтарать ял халăхне. Николай Павлович яланах яваплăха туйса ĕçлет.
Мăшăрĕпе Фаина Алексеевнапа 42 çул тату пурăнаççĕ, кермен пек кил-çурт çавăрнă. Икĕ хĕрне тивăçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă, хĕрĕсем çемьеленнĕ, Халĕ 4 мăнукĕ савăнтараççĕ кукаçипе кукамая. Вĕсемм иккĕшĕ те – ĕç ветеранĕсем. Тав хучĕсемпе парнесене чылай хутчен тивĕçнĕ хастар мăшăр. Юбилейра культура пайĕн ертӳçи А.Алексеева район администрацийĕн пуçлăхĕн Мухтав хутне парса чысларĕ, асăнмалăх парне парса та хавхалантарчĕ.
Тав тăватпăр сана чĕререн,
Саламлатпăр савса кăмăлтан.
Сывлăх пултăр мĕн ватăличчен,
Пурăнма сунатпăр 100 çулччен.
«Тăрмăш» халăх фольклор членĕсем.