Июлĕн 4-мĕш числинче Тăрмăшри культура çурчĕ çумĕнчи «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнĕ Канаш районĕнчи Чăрăшкасси ялĕнче иртнĕ ял уявне саламлама кайса килчĕ. Уява пире ял старости Н. Филиппов чĕнчĕ. Николай Андреевичпа Николай Михайлович Матросов хăй вăхăтĕнче Канашри медицина училищинче пĕрле вĕреннĕ, Балтика флотĕнче те службăра пĕрле пулнă. Нумаях пулмасть ВМФ уявĕ пулчĕ, эпир нумай çул ĕнтĕ çемьесемпе пĕрле ирттеретпĕр çак уява. Питĕ шел, пирĕнтен Игорь Николаевич Гаврилов вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Ун патне масар çине кайса асăнса килтĕмĕр. Вăт çавăн чухне пире Николай Андреевич йыхравларĕ ял уявне пыма. Эпир хаваспах килĕшрĕмĕр, часах çула та тухрăмăр. Чăрăшкасси ял халăхне Тăрмăш артисчĕсем чăвашла та, вырăсла та юрласа савăнтарчĕç. Кӳршĕ районти тăванăмăрсене саламласа: Елена, Алексей, Лев Матросовсем, Марина Иванова, Галина Табаева, Людмила Семенова, Венера Николаева юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç, ташшине те ташларĕç. Купăспа Николай Петров хавхалантарса пычĕ.
Чăрăшкасси ялĕ пит пысăках мар, хитре вырăнта вырнаçнă, йăри-тавра йывăçсем, тирпейлĕх хуçаланни курăнать. Ял уявĕ çав тери хитре вырăнта, питĕ илемлĕ туса ăсталанă Часовня умĕнче иртрĕ. Шкул ачисем те чылаййăн хутшăнчĕç уявра, хăйсен юрри-ташшисемпе савăнтарчĕç ял-йыша. Концерт курма чылаййăн пуçтарăнчĕç, чăрăшкассисем патне юнашар ялтан юмансарсем те килнĕ. Питĕ кăмăллăн кĕтсе илсе ăсатрĕç пире, шӳрпепе, чашламапа, тутлă чăваш кăпăклă сăрипе сăйларĕç.
Пирĕн туслăх малалла та аталанса çирĕпленсех пытăр, халĕ татах та тарăнрах туслашрăмăр, чăрăшкассисем хăйсем те пирĕн пата концертпа килетпĕр, терĕç. Пĕр-пĕрин патне кайса çӳрени, пĕр-пĕринпе туслă пурăннине мĕн çиттĕр? Ку вăл чăвашăн ĕмĕрхи йăли, кӳршĕсемпе, тăвансемпе туслă пурăнасси. Манас марччĕ тăвансене, тус-юлташсене, ялан пĕрле туслă пурăнасчĕ.
Елена Матросова. Тăрмăшри культура çурчĕ