Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2023.03.03 Митта Ваçлейě çуралнăранпа 115 çул çитнине халалласа

 

 

Митта Ваçлейě çуралнăранпа 115 çул çитнине халалласа

 

Чăвашсен паллă поэчĕ Митта Ваçлейĕ (Василий Егорович Митта) чăваш литературинче çирěммěш çулсенче ěçлеме тытăннă.  Пуш уйăхěн 5-мěшěнче Митта Ваçлейě çуралнăранпа 115 çул çитет. Юратнă поэтăмăра сума суса Кěçěн Таяпа ял вулавěшěнче «Митта Ваçлейĕ – чăваш поэзийĕн чи çутă çăлтăрĕсенчен пĕри» ятлă  калаçу иртрĕ.

Митта Ваçлейĕ 1908 çулта Патăръел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче (Первомайскинче)  çуралнă. Унăн пултарулăхĕ нумай енлĕ. Поэтăн малтанхи сăввисем 1925 çулта «Сунтал» журналта пичетленме пуçланă. Каярахпа «Çуралнă çĕр-шывра», «Çамрăк тăвана», «Тупа», «Утă çинчи ир», «Çамрăк сăвăçсене», «Тăван çĕршыва», «Паян эпĕ хĕпĕртерĕм», «Çурхи кăмăл» сăввисем кун çути курнă. Вĕсенче поэт совет çамрăкĕсен çутă ĕмĕтне, çĕнĕ пурнăç тунă çĕрте вĕсем вăй-хала шеллемесĕр ĕçленине  сăнласа кăтартнă.

Ялта колхоз юхăмĕ çĕнтерни çинчен çырнă «Çĕр чĕлхи»  поэми тата «Атăл çинче», «Кĕреке юрри», «Акатуй каччисем» сăввисем Митта Ваçлейĕн 30-мĕш çулсенче çырнă паллăрах произведенийĕсем шутланаççĕ. Вĕсенче сăвăç чăваш халăхĕн пирвайхи пилĕк çуллăхсен вăхăтĕнчи паттăр та мухтавлă ĕçĕ, иксĕлми хастарлăхĕ çинчен çырса кăтартнă.

Вăл поэзире кăна мар, прозăра та хастар ĕçленĕ. Унăн «Хисеплĕ вилĕм», «Лав хыççăн лав», «Кăçалхи калăм», «Мур», «Ватти», «Мамăк утравĕ», «Çамрăкки» тăван литературăн фондне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă. Митта Ваçлейĕ А. Пушкин, Л. Толстой, М. Горький, Н. Островский, М. Джалиль т. ыт. произведенийĕсене чăвашла куçарнă.  

Патăрьел районĕнче тухса тăракан «Авангард» хаçата 1931 çулта Митта Ваçлейĕ  никĕсленĕ.

Калаçăва хутшаннисем   сăвăç пултарулăхěпе тěплěн паллашрěç, презентаци пăхрěç,  Митта Ваçлейěн   сăввисене вуларěç. Уйрăмах «Сиктермерěн мана кěленче сăпкара», «Çуралнă çěр-шывра»  сăввисем пурин кăмăлне те кайрěç. «И мěн пуян…» сăвва тěплěн тишкерчěç, паянхи пурнăçра сывлăхран хакли нимěн те çуккине пысăк хак пачěç.

Поэт 1957 çулхи июнĕн 10 - мĕшĕнче вилнĕ. Митта Ваçлейěн  ырă ячĕ, вăл çырса хăварнă  хайлавěсем нихăçан та пирĕн асран  каймĕç.

 

 

 
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика