Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Наркотик – сывлăх тăшманĕ

Вăл организма, уйрăмах нерв тытăмне, пуç мимине, арлăха, пĕвере тата пÿресене пысăк сиен кÿрет.

Наркотикпе усă курни тăватă тапхăра пайланать. Пĕрремĕш тапхăрта çын наркотике ăнсăртран тата пĕчĕк виçепе анчах тутанать. Вăл гигиена нормисене пăхăнать-ха, йывăрлăх пуррине туймасть. Иккĕмĕш тапхăрта наркотик этеме парăнтарать. Наркоман хăйне хăналасса кĕтмест, черетлĕ доза шырама пуçлать. Виççĕмĕшĕнче вăл хăйĕнпе хăй хуçа маррине, наркотиксăр пурăнайманнине туйса илет. Пурнăç интересĕсем йăлтах çухалаççĕ. Тăваттăмĕш тапхăрта черетлĕ доза пулăшманнине, ÿт-кĕлетке «хăрнине» асăрхама пулать. Çак тапхăрта нумайăшĕ наркотикпе ытлашши пысăк дозăпа усă курнăран пурнăçран уйрăлнă тĕслĕхсем чылай.

Наркоманăн пурнăçĕ кĕске. Гигиена йĕркисене пăхăнманран СПИД е гепатит йышши чирсемпе те час-час аптăрать вăл.

Наркотик – хăрушă. Унран сыхланар, çирĕппĕн çук! тесе калама пултарар.

Р.ШАКОВА,
нарколог тухтăр

 

Первоисточник: Елчек ен

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика